Политика
![]() Чӑваш Енӗн спорт тата физкультура министрӗн ҫумне Эльвира Матренинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Эльвира Матренинӑна спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Олег Николаев ӑна пӗрремӗш ҫумран заместитель должноҫӗнче хӑварнӑ. Спорт министрӗн ҫумӗ пулма ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи специалиста Татьяна Рябинӑна куҫарнӑ. Татьяна Рябинина Ял хуҫалӑх министерствинче министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унти ӗҫрен ӑна кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sm-news.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ӑс-тӑн енчен чирлӗ арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ арҫынна пульницӑсене шӑнкӑравласан тупнӑ. Тӑванӗсем ӑна илме пульницӑна кайнӑ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле лешӗ каллех ҫухалнӑ. Арҫын йышӑну уйрӑмӗнчен тухса кайнӑ, ӑна никам та чарман. Хайхискер ҫӳхе тӑхӑннӑ пулнӑ, урамра вара каҫхине 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ӑна ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Шупашкарти пӗр картишре кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ. Сивӗ ҫанталӑкра ҫӳхе тӑхӑннӑскер шӑнса кайнӑ, хӑй вара ӑҫталла каймаллине пӗлмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ӗнер автобус ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку каҫхине, 19 сехет те 20 минутра, тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пулнӑ. 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус салонӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра никам та пулман. Автобусра ҫӑра тӗтӗме пула нимӗн те курӑнман. Лайӑх мар шӑршӑ урамра та сарӑлнӑ. Транспорт мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() novoaltaysk.online сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне тепӗр 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек кӑтарту ку таранччен пулманччӗ-ха. Ҫапла чирлисен йышӗ 2290 ҫынна ҫитнӗ. Иртнӗ талӑкра 31 ҫын ку вирусран сывалнӑ. Ку таранччен каварлӑ чире 717 ҫын парӑнтарнӑ. 10 ҫын чиртен сывалайман – вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 1536 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Чӑваш Енре инфекци сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать. Эппин, республикӑра хальлӗхе йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш литературин классикӗн, прозаикӑн, публицистӑн, куҫаруҫӑн Илпек Микулайӗн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ пулин те ун пирки асӑнма кая юлман-ха. Вӑл 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ. Шкулта учительте ӗҫленӗ, Радиофикаци тата ралиовещани комитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редактор пулнӑ. Калавсемпе повеҫсем, романсемпе статьясем ҫырнӑ. Вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн «Хура ҫӑкӑр» романне кӗнеке вулама юратман ҫын та пӗлетех. Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспонатсем чылай упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнче пыл туса илекенсен кооперативӗсем йӗркелемелле. РФ ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов вӗлле хурчӗн отрасльне аталантарассипе черетлӗ лару ирттернӗ. Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хурт-хӑмӑр продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ӳсесси хурт-кӑпшанкӑ шӑркалантаракан культурӑсене туса илнинчен те, ҫавсен лаптӑкӗнчен те, ӳсен-тӑран тутлӑлӑхӗнчен те килет. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви ку тӗлӗшпе Белгород, Курск, Липецк, Рязань, Тамбов, Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗсене, Пушкӑртстан, Тутарстан, Удмурт республикисене, Алтай тата Байкал тӑрӑхӗсене палӑртнӑ. Регионсенче хурт-хӑмӑр ӑстисен кооперативӗсене йӗркелемеллине палӑртнӑ май Липецк, Курск, Белгород, Кемӗр, Омск облаҫӗсенче вӗсем халех пуррине тӗслӗх евӗр асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти «Лапсар проездне юсаса ҫӗнетес ыйту тинех вырӑнтан хускалчӗ», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра. Паянхи куна илсен, ҫулӑн ҫав пайне республика харпӑрлӑхне куҫарасси юлнӑ. Ҫитес эрнере вӑл ыйту татӑлмалла. Ун хыҫҫӑн реконструкци валли проект хатӗрлӗҫ. Лапсарти промышленность зонинче вырнаҫнӑ 40-е яхӑн предприяти-организаци проектпа смета документацийӗ валли 5 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хыснаран та уйӑрма шантарнӑ. Проект экспертизине тӳлевсӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Газ валеҫекен станцие е куҫарӗҫ, е сӳтӗҫ. Унтан газ илсе тӑракансене тепӗр магистральпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫула юсамалли проектпа смета документацине кӑҫал, ҫула 2024-2025 ҫулсенче туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 911.москва сайтри сӑн Раҫҫейре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ чакса пырать пулин те Чӑваш Енре кӑтарту питех савӑнтармасть-ха. Ӗнер чирлисен йышне тепӗр 90 ҫын кӗнӗ. Паян тепӗр 91 ҫын чирленӗ. Ҫапла майпа паянхи кун тӗлне республикӑра 2195 ҫын инфекциленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӗнер 30 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 689 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ те хушӑннӑ – 10 ҫын. Палӑртар: Раҫҫейре ӗнер кӑшӑлвируспа чирлӗ 8894 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пирӗн ҫӗршывра ку таранччен 330 пин ҫын инфекциленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Сӑнӳкерчӗкре – Андрей Григорьев. Асамат Шурӑмпуҫ архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ. Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ. Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ. Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. |
Культура
![]() Тӑван ҫӗршывӑн тӑватӑ ҫула пынӑ хаяр вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитрӗ. Унта хутшӑннисенчен хӑшӗсем вӑрҫӑ хирӗнчех «тӑкӑнса» юлнӑ, хӑшӗсем кайран, киле таврӑнсан вилнӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен йышӗ ҫулран ҫул чаксах пырать. Эпир, паянхи ӑру вӗсене асра тытма тивӗҫ. Ҫавна тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслама шантарнӑ. Ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатӑн сайтӗнче тупма пулать. Хуравсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен sv-press@mail.ru электрон адреспа е «428013, Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 66-мӗш ҫурт, 326-мӗш офис» адреспа ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |