Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр йышӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ку документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Наталия Скворцовӑна лариасси пирки каланӑ. Наталия Скворцова Сергей Яковлев министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тата маларах вӑл министерствӑра ресурс тивӗҫтерӗвӗн пайӗн консультатӗнче тӑрӑшнӑ. Министрӑн унчченхи ҫумне Надежда Дмитриевӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах, унччен темиҫе кун маларах, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн администрациме хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен проректорне Сергей Яковлева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() orenburzhie.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ. Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ. Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vse.rv.ua сайтри сӑн Елчӗк районӗнче пурӑнакансем вӑрманта пӗр КамАЗ хыр пӗренисем илсе тухнине курнӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ. Чӑнах та, йывӑҫсене саккуна пӑсса касни палӑрнӑ. Ҫакна тӗрӗслев ҫирӗплетнӗ. Шӑмӑршӑ лесничествин вӑрманҫинчен туяннӑ-мӗн ӑна. Лешӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 13 хыр каснӑ. Ҫапла майпа вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 500 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лесникӑн йывӑҫ каснӑшӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Муркаш районӗнчи тӳре-шара хайсен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ мухтавлӑ ҫынна, паллӑ ӑсчаха, энциклопедиста, историка, этнографа, фольклориста, лексикографа, педагога, аслӑ шкул йӗркелӳҫине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗпчевҫине, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне — «Хыпара» — йӗркеленӗ Николай Никольские сума сӑваҫҫӗ. Паллӑ ҫын ҫуралнӑранпа паян 142 ҫул ҫитнӗ. Муркашсем нимле кӑшӑлвируса пӑхӑнман — маска тӑхӑннӑ тӳре-шара Николай Никольский ҫуралнӑ тӑван ялти унӑн бюсчӗ умне чечек хунӑ. Йышра район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Игорь Николаев, район администрцийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, Александровка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Соколова пулнӑ. «Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула паян кунта халӑх ҫук», — палӑртнӑ Ростислав Тимофеев палӑк умӗнче. Ара, ытти ҫул Никольский ҫуралнӑ кун унтисемшӗн чӑн уява ҫаврӑннӑ: артистсем концерт лартнӑ, ачасем сӑвӑ вуланӑ, ялти ватти-вӗтти пухӑннӑ... Кӑҫал урӑхларах пулсан та муркашсем хисеп тума ентешне манман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе аптекӑсене маскӑсӑр кӗме юрамасть, общество транспортне ларас тесен те ҫав хатӗр кирлӗ. Республикӑра йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем (вӗсен йышӗнче — вырӑнти администрацисенче, право хуравлӗнче ӗҫлекенсем, Роспотребнадзор специалисчӗсем) маска режимне республикӑра епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Общество транспортӗнче, таксире, лавккасенче, аптекӑсенче, парикмахерскисенче тутапа сӑмсана маскӑпа е респираторпа хупламалла. Тӗрӗслевҫӗсем йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта пилӗк ушкӑн ӗҫленӗ. Вӗсем 74 суту-илӳ точкине кӗрсе тухнӑ, темиҫешер теҫетке автобуспа троллейбуса тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсни ҫинчен 5 акт тата 6 протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
«Хыпар» хаҫат редакцийӗ пуҫарнипе 1994 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля ялне кашни ҫулах Николай Васильевичӑн тӑван-хурӑнташӗ, чӑваш журналисчӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ял-йыш пуҫтарӑнаҫҫӗ. Яланхи йӑлапа Никольский паркӗнчи унӑн бюсчӗ умне чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне аса илеҫҫӗ... Шел, пурте пӗлекен сӑлтавпа – хамӑр ҫирӗплетнӗ йӗрке-тӑрӑма паян пӑсма тивет. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене вара Турци Республикинче пӗлтӗр тухнӑ кӗнекери (ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ) статьямпа паллашма сӗнетӗп (содержанипе ҫыхӑнман вырӑнсене – «резюме», «ключевые слова», автор биографийӗ – кӗскетнӗ). Алексей Леонтьев, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ.
Иван Яковлев и Николай Никольский(к вопросу о взаимоотношениях двух чувашских просветителей)
Просветителем чувашского народа официально (от лат. officium, должность; служебным порядком, по установленной форме, торжественно, публично, бесстрастно, церемонно) считается Иван Яковлевич Яковлев. |
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ икӗ арҫынна вӑрланӑшӑн айӑпланӑ, вӗсене 280 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хайхискерсем «Ленин ячӗллӗ колхоз» ЯХПКра выльӑх пӑхаканра ӗҫленӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсем ӳсӗр пулнӑ, тырӑ складӗнчен выльӑх апачӗ тата урпа вӑрлама шухӑшланӑ. Ҫак икӗ арҫын складран тӑватӑ михӗ урпа, виҫӗ михӗ выльӑх апачӗ йӑтса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 4 пин тенкӗлӗх. Анчах ӳсӗр арҫынсем ҫакланнӑ, вӗсене явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() itpro.co.uk сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ татах нумайланнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 1787 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 87 ҫыннӑн анализӗ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартнӑ. Вилнисен йышӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, специалистсем лару-тӑру йӗркеленме пуҫланине палӑртаҫҫӗ. Унччен пӗр талӑкра 11 пин ҫын чирленӗ тӗк халӗ ку кӑтарту 9-10 пинпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vladtime.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Якаткасси ялне васкавлӑ медпулӑшу килнӗ те пылчӑк ӑшне кӗрсе ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу яла ирхи 8 сехет те 50 минутра ҫитнӗ. Анчах вӗсем пациентӑн килӗ патне ҫитеймен – лачака ӑшне лакса ларнӑ. Фельдшер пациент патне ҫуран кайнӑ. Водитель лачака ӑшӗнчен хӑй тӗллӗн тухайман. Кӗҫех трактор пулӑшма ҫитнӗ. Хӑватлӑ техника ӑна туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ялтан 10 сехет те 40 минутра ҫеҫ тухса кайнӑ. Вырӑнти администраци ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫула пӗлмесӗр урӑх енчен яла кӗнӗ. Унта лайӑхрах ҫул та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк питех савӑнтармасть. Урамра ҫу уйӑхӗ тееймӗн. Синоптиксем те савӑнмаллиех пӗлтермеҫҫӗ – Чӑваш Енре тепӗр эрне сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ыран кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 11 литр ҫумӑр ӳкме пултарать. Термометр 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Эрне варринче ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ. Юнкун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать. Кӗҫнерникун 15-17 градус ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр чарӑнӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк лайӑхланӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |