Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене тӗрмесемпе следстви изоляторӗсенче те паллӑ тунӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тытӑмри учрежденисенче палӑк та уҫнӑ, пултарулӑх конкурсӗ те ирттернӗ. Юсанмалли 3-мӗш колонире (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура монумент уҫӑлнӑ. Унта учрежденин ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салатксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Олег Федоров патриотизмпа ҫыхӑннӑ мероприятисене малашне палӑк умӗнче йркелессине палӑртнӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Изолятора лекнисем ҫар тематикипе ҫыхӑннӑ япаласем ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев «Виҫ кӗтеслӗ ҫырусем — Письма с фронта» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекене фронтран янӑ ҫырусем тата сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Документлӑ ӗҫе Петр Димитриевич Фомин ефрейторӑн, Василий Иванович Иванов лейтенантӑн тата Иван Федорович Чекушкинӑн виҫ кӗтеслӗ ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Вӗсем пурте — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинчен пӗри те таврӑнайман. Кӗнеке валли материалсене хатӗрлессипе автор ҫулталӑк хушши тӗплӗн ӗҫленӗ. Сарӑхнӑ хут ҫинчи паха ҫырусене Юрий Исаев пӗр ҫӗре пухнӑ. «Кашни ҫырура — ҫынсем чуна уҫни, вӗсен телейӗ, юратӑвӗ, ҫепӗҫлӗхӗ, килте юлнисемшӗн пӑшӑрханни, ҫӗнтерӗве шанни», — тенӗ Юрий Исаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ акци пуҫарчӗҫ. «День Победы» юрра чӑвашлатни хӑех мӗнле паха! Аса илтерер: Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ ҫав юрӑ пирӗн ҫӗршывра ҫӗнтерӳ маршӗ евӗр янӑрать. Ӑна темиҫе хут илтсен те, пӑхмасӑр пӗлсен те вӑл кашнинчех чуна хумхантарать. Паллӑ юрра наци чӗлхисем ҫине куҫарса ӑна марафон евӗр янӑратассине кӑҫал пуҫласа йӗркелерӗҫ. Юрӑ йӗркисене чӑвашла чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер куҫарнӑччӗ. «День Победы» юрра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та чӑвашла юрланӑ. Пӗрремӗш куплета тата хушса юрламаллине. Ҫавна Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн странцинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ua сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кӳршӗсен пӗр-пӗрин хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман вӗсем. 69 ҫулти арҫын пускилӗ нӳхрепе ансан ӑна унта хупса хунӑ. Лешӗ кӑларма. алӑка уҫма ыйтсан та хӑнк та туман. Нӳхрепре ирӗксӗр ларма тивнин ҫумӗнче, юрать, телефон пулнӑ. Вӑл унпа хӗрӗ патне пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ашшӗне ирӗке кӑларма васкаса ҫитнӗ. Ҫынна ирӗксӗр хӑварнӑ арҫын тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кайран ҫав материала суда ярса панӑ. 69 ҫулти арҫынна суд штрафлама йышӑннӑ. Пурӗ 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ ӑна. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() barahla.net сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗр этем тара илнӗ хваттерти пурлӑха ҫаратнӑ. Йӑлтах мар-ха. Унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ вӑл. Ҫухлрнӑ пурлӑха хуҫисем 25 пин тенкӗпе хакланӑ. Ӑна вӑрӑ Шупашкарти ломбардсенчен пӗрине кайса вырнаҫтарнӑ. Телевизорсӑр юлнӑ хваттер хуҫи вӑрра шыраттарма пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем ӑна вӑрах шыраса тӑман. Пӗр каҫлӑха хвтатер тара илнӗ арҫын кил хуҫине салука паспорт парса хӑварнӑ иккен. Телевизор йӑтса тухса кайнӑскер унччен те темиҫе хут судпа айӑпланни паллӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчен. 40 ҫулта. Вӑрӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна халӗ суда ярса панӑ. бард. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() twitter.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кашӑлвируса тӑрӗслемелли тестсене кашниех тума пултарать. Анчах тӳлевлӗ. Роспотребнадзор тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, анализа Республикӑри клиника пульницинче (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт). Тест хакӗ – 1200 тенкӗ. Кӑтартӑва 3 кун кӗтмелле. Харпӑр клиникӑсенче антитела пуррипе ҫуккине те тӗрӗслеҫҫӗ. Организмра унашкалли пур тӑк ҫыннӑн ку инфекципе кӗрешме иммунитет аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрлере унччен кафе пулнӑ ҫуртра кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсем валли хӳтӗлев костюмӗсем ҫӗлеме пуҫланӑ. Камӑн кӑмӑл пур – унта ҫавсем тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗвӗ цехне Ҫӗмӗрлери пӗр компани пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта ӗҫлекенсем пӗр эрне хушшинче тухтӑрсем валли 250 ытла хӳтӗлев костюмӗ тата халатсем ҫӗленӗ. Ҫӗмӗрлери васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан фельдшер Вера Никитина каланӑ тӑрӑх, костюмсем питӗ меллӗ, кирек хӑш калӑпӑшлӑ кӗлеткене те юраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗк районӗнче ака вӗҫленнӗ ӗнтӗ, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ку ӗҫе юлашки гектарсем ҫинче пурнӑҫлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра ҫуртрисене 114,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 59,4 проценчӗ пулать. Ҫапла вара ҫуртрисене акассипе аграрисем ҫурринчен иртнӗ. Планпа пӑхнӑ лаптӑксене Елчӗк районӗнче ҫӗннӗ, Шӑмӑршӑ районӗнче палӑртнин 85,1 проценчӗ чухлӗ акнӑ. Ҫӗрулмине 596 гектар лартнӑ, пахчаҫимӗҫе — 190 гектар, ҫу валли туса илекен культурӑсене — 6 пин гектар. Хӑмла хуҫалӑхӗсенче те ӗҫ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Правительство ҫуртӗнчи канашлу саманчӗ Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Кун пирки паян республика Правительстви ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хусканӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑлшӗнче республикӑна ют регионсенче ӗҫленӗ ентешӗмӗрсем йышлӑн таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнсах кайман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аякран ӗҫлесе килнисем ик эрне килте питӗрӗнсе ларманнине пирӗнтен чылайӑшӗ асӑрхать пулӗ. Вӗсем урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳреҫҫӗ, лавккана кӗрсе тухаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта пулаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын ав, хӑйӗн мӑшӑрне, икӗ ывӑлне (ҫав шутра пӗри ДЦПпа чирлӗскер иккен) кӑшӑлвирус ертнине паян республика Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура тӗслӗх евӗр асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ял-хулара паянтан ҫынсенеу рама тухма ирӗк пачӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫапла вара паянтан урамра икшер ҫынлӑ йыш уҫӑлса ҫӳреме пултарать.Ачаллӑ хӗрарӑмсене те ачи-пӑчине урама ертсе тухма ирӗк панӑ. Анчах тепӗр ҫавӑн пек ушкӑнран 1,5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. Спортпа туслисем те урамра велосипедпа ярӑнма, чупма т.ыт. те юрать. Анчах вӗсен пӗр-пӗрин хушшинче 5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. 65 ҫултан аслисене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе нушаланакансене урама тухса ҫӳреме ирӗк паман. Лавккасенче, общество транспортӗнче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнта ҫынсен маскӑпа ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |