Пӑтӑрмахсем
![]() lospet.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе, РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав арҫын ӳсӗр пулнӑ, килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӗҫлеменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем вӑрҫӑннине пиччӗшӗ илтнӗ. 37 ҫулти арҫын киле кӗнӗ те амӑшне хӳтӗлеме пуҫланӑ. Пӗртӑвансем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кӗҫӗнни ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та аслине икӗ хутчен чикнӗ. Пиччӗшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫӗнӗ арт-объектсем вырнаҫтарнӑ. Г. Ильенко урамӗнчи 7/5 ҫурт тӗлӗнче «АН-2» самолет евӗр постамент вырнаҫтарнӑ. Халӑхра вӑл самолета «кукурузник» е «Аннушка» теҫҫӗ. Арт-объекта Георгий лентипе капӑрлатнӑ. «Волжский-3» управляющи компанин ертӳҫи Никита Спирин каланӑ тӑрӑх, хулара пурӑнакансем черетлӗ шухӑша ырласа йышӑннӑ. П. Ермолаев урамӗнче «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» вырнаҫтарнӑ. Коллектив микрорайона вӗҫӗмех хитрелетме тӑрӑшать. Хальхи арт-объектсене ал айӗнчи япаласенчен ӑсталанӑ. Конструкцие пӗрисем шухӑшласа кӑларнӑ, теприсем — ӑна епле хатӗрлессине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 731 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку республикӑшӑн – рекорд. Ку таранччен 134 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 28-шӗ килте сипленнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын. Халӗ тепӗр 64 ҫыннӑн анализне кӗтеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1393 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 4780 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Сӑмах май, паян Раҫҫейре 10 пин ытла ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Кун пекки унччен пулман, ку – рекорд Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Маскӑсене тӗрлӗ пусмаран чылай организацире ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсем те ҫӗлеме тытӑнчӗҫ. Пластикран кӑларакансем анлӑ сарӑлманччӗ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр усламҫӑ пластикран ӑсталама пуҫланӑ. Кун йышшисемпе темиҫе хут та усӑ курма юрать. Вӗсене ҫума тата антисептикпа сиенсӗрлетме пулать. Ҫӗнӗ йышши хӳтлӗх хатӗрӗсене кӑларма пуҫланисенчен пӗри ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк тухӑҫлӑхпа пурнӑҫлама май килнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ производствӑна пуҫарас шухӑш тытнӑранпа унӑн виҫӗ эрне ҫеҫ иртнӗ. Халӗ предприятире кунсерен 8-шер пин маска кӑлараҫҫӗ. Пластик маска медицинӑра тӑхӑнмалли мар. Ӑна общество транспортӗнче, лавккара тата ытти халӑх тулли вырӑнта тӑхӑнма аван. Тавара хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. #люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ. Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм. Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр. Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ. Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗ тӗп суд приставӗсӗр юлнӑ. Нумайлӑха мар паллах. Ҫветтуй вырӑн пушӑ пулмасть теҫҫӗ мар-и? Тутарстанра республикӑн ҫӗнӗ тӗп суд приставӗпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Rt-online» хыпарланӑ. Асӑннӑ республикӑри ҫав должноҫе 41 ҫулти Анвар Закиров, Тутарстан ҫынни, йышӑннӑ. Унччен вӑл 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра ӗҫленӗ. Тутарстанӑн тӗп суд приставӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынпа регион пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра паллаштарнӑ. Закиров 2018 ҫулта Федерацин суд приставӗсен службин Тутарстанри управленийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, кайран вӑл пирӗн республикӑна куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Максим Егоров кӑҫал инҫе ҫула тухнӑ – вӑл Вадивостока чупса ҫитесшӗн. Каччӑ тӗллевӗ патне талпӑнать, вӑл кашни кун 30 ҫухрӑм чупать. Хӑйӗн пирки вӑл халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса пырать. Максим палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинче киле чӗнекен ҫынсем пур, анчах пандемие пула хирӗҫлеме тивет. Кафесемпе тата хӑна ҫурчӗсемпе кӑштах йывӑртарах. Кафере апата урама илсе тухса параҫҫӗ, ҫавӑнтах ҫиме тивет. Хӑна ҫурчӗсемпе вара шӑнкӑравласа калаҫа татӑлма тивет. Вӑрӑм ҫул ҫинче йывӑрлӑхсем пулсан та вӑл каялла ҫаврӑнасшӑн мар, тӗллевӗ патне ҫитесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ. Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче. Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() клубсми.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 39 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑсене вӑл 1 миллион та 526 тенюкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх енӗпе тӑрӑшакан ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗ ҫинче такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр юлас мар тесен карттӑ ҫинчи тупрана илсе банкри хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тенӗ. Ҫавӑн пекрех тӗслӗх Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Пенсионеркӑна та банкран шӑнкӑравлатпӑр тесе тыттарнӑ. Ӑна та пур банкри укҫана илмелле тесе ӗнентернӗ. Преступниксем хӗрарӑм валли такси чӗнсе илнӗ. Унпа хӗрарӑм ҫывӑхри банк уйрӑмне кайнӑ. Кредит учрежденине ҫитсен укҫана илсе ултавҫӑсен счечӗ ҫине куҫарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм банка каллех ҫул тытнӑ. Хальхинче вӑл счет ҫинче юлнӑ 650 пин тенке пӗлмен-туман счет ҫине куҫарнӑ. Асӑннӑ тӗслӗхсемпе пакунлисем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |