Ӑслӑлӑх
![]() © EBONYEG / shutterstock.com Сергей Лукьяшко историк шухӑшӗпе, Азовпа Хура Тинӗс тӑрӑхӗнчи скиф йӑхӗсем кӑйкӑрсене сунара ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ, ҫакна вӗсем македони ҫыннисенчен ҫӗр ҫул маларах тунӑ. Ӑсчахсен шутланӑ тӑрӑх, сунара кӑйкӑрпа ҫӳреме пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте пуҫланӑ. Дон вӑрринчи Елизаветовски виле тӑприне тишкернӗ май Сергей Лукьяшко кӗтмен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Унта тискер вӗҫен кайӑкпа пӗрле пытарнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫакӑ вара пытарнӑ ҫынпа кӑйкӑр хушшинче туслӑ ҫыхӑну пулнине кӑтартса парать. Унсӑр пуҫне скифсем хӑйсен килти савӑт-сапана тата хаклӑ капӑрлӑха кӑйкӑрсен, хурчкасен тата ытти тискер вӗҫен кайӑксен сӑнӗсемпе илемлетнӗ. Ун пек вӗҫен кайӑксен юлашкийӗсене Азовпа Хура Тинӗс лаптӑкӗнчи ҫӗр чавса тӗпченӗ ытти вырӑнсенче те тупкаланӑ. Вӗсем хушшинче караппӑл, кайӑк хурчки, варакшӑ, хӑлат тата шур кутлӑ тинӗс ӑмӑрткайӑкӗн шӑммисене асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗ) 1905‑1917 ҫулсенчи политика юхӑмӗсемЧӑваш халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусене виҫӗ паллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарса пӑхма пулать: чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫейӗн пӗр пайӗ пулса тӑнипе (1551), чӑваш ҫынни православи чиркӗвӗн тӗнне куҫнипе (XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсем) тата Раҫҫейре патша йӗркине пӑрахӑҫа кӑларнипе (1917). Ку статьяра эпир, тӗпрен илсен, юлашки паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки калаҫӑпӑр. XIV ӗмӗрте пӑлхарсем (ун чухне вӗсем хӑйсене пӳлер тенӗ пулас) тӗн енчен икӗ ушкӑна пайланса каяҫҫӗ: пӗсӗрменсем (мӑсӑльмансем) тата ҫӑваҫсем (халӑх тӗнне уякансем, каярах тутар чӗлхин витӗмӗпе чӑваш тесе калама пуҫлаҫҫӗ). Пӗрремӗшӗсен ытларах пайӗ хуласенче тӳре-шарапа тӗн тата ытти хула ӗҫӗпе, иккӗмӗшӗсем вара ялсенче ҫӗр ӗҫӗпе тӑрмашса, чӳксем ирттерсе тата киреметсене упраса пурӑннӑ. XVI‑XVII ӗмӗрсенче чӑваш халӑхӗн традицилле сӑнӗ-сӑпачӗ (культурипе йӑли-йӗрки), унӑн этнографи ушкӑнӗсем (анат енчисемпе анатрисем тата турисем), этнотерриторийӗ ҫирӗпленсе ҫитеҫҫӗ. Ку тапхӑрти наци ӑнӗ чӗлхепе культурӑран ытларах тӗнпе (ҫу/ҫӑв чӑваш тӗнӗпе) тачӑ ҫыхӑннӑ (тӗнне улӑштарнӑ чӑваш чӗлхипе ҫи-пуҫне те, йӑлисене те улӑштарнӑ). |
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе «Дорисс» пурнӑҫлать. 6 ҫухрӑмлӑ ҫул ҫинче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли икӗ каҫӑ пулӗ. Тепри – Хыркасси тӗлӗнче. Пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 56 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2023 ҫул тӗлне унти ҫул, Хыркассипе Явӑш хушшинче, тӑватӑ полосаллӑ пулмалла. Хыркасси патӗнче вара развязка тума палӑртнӑ. Халӗ ҫул ҫинче ӗҫ хӗрӳ пырать. Водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. «Ҫыхӑнура» портал ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнченпех халӑх ҫинче курӑнман, коронавируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче те пулман. Сheb.media портал пӗлнӗ тӑрӑх, 64 ҫулти Вениамин Петров халӗ килте ларать. Ҫакна Элтепер Администрацийӗ те ҫирӗплетнӗ-мӗн. Аса илтерер: паян министрсем, республикӑри ведомство ертӳҫисем, Элтепер Администрацийӗн подразделенийӗн пуҫлӑхӗсем кӑшӑлвирус анализне пани пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан йӗкӗрешсем — Роман тата Алексей Билялов — ашшӗне 38 ҫултан шыраса тупма йышӑннӑ. Алексей ку шухӑша ырласа йышӑнман-ха, анчах пӗр тӑванне кӳрентерес килменнипе шырама килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл НТВ каналпа кӑтартакан «ДНК» телекӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлсен амӑшӗ ашшӗ, судпа айӑпланнӑскер, вӗсене тӑватӑ уйӑхра чухне пӑрахнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланман тесе каланӑ. Халӗ хӗрарӑм та пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Йӗкӗрешсен аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен амӑшӗ пуйӑс айне пулса вилнӗ. Ывӑлсенчен пӗри ашшӗне шыраса тупма йышӑннӑ. Вӗсем, сӑмах май, тӑван мар ашшӗпе ӳснӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, лешӗ усал пулнӑ, ӗҫлеме ӳркеннӗ. Пӗчӗк айӑпшӑнах арҫын ачасене хӗненӗ. Телекӑларӑмра ывӑлсем ашшӗпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ӑна каҫарма хатӗр мар та, тепри Украинӑра юрлӑ пурӑнакан ашшӗне киле кӗртме хатӗррине пӗлтерчӗ. Кӑларӑма ҫакӑнта https://www.ntv.ru/peredacha/DNK/m69240/o599856/video/ пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() sunhome.ru сайтри сӑн Тин кӑна лайӑх ҫанталӑкчӗ, паян вара юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫумӑр пӗрӗхет… Ваттисем калашле, хӗл ҫуркуннепе вӑрҫӑнать. Ҫу уйӑхӗн мӗнлерех килӗ-ши? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада ӑшӑ пулӗ, типӗ кунсем тӑрӗҫ. Термометр 20-25 градус таранах ӑшӑ кӑтартма пултарӗ. Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗтӗ. Малтанах ҫумӑр ҫусан ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, каярахпа сивӗтӗ. Ҫӗр шӑнма та пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, Скандинави антициклонӗ килӗ. Кӑнтӑрласерен 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – сивӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри министрсем, патшалӑх комитечӗсен, республикӑри ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн подразделенийӗсен ертӳҫисем кӑшӑлвирусран тӗрӗсленнӗ. Биоматериала илме тухтӑрсем Правительство ҫуртне пынӑ. Анализа тӳре-шара Роспотребнадзор сӗннипе панӑ. Правительство унчченхиллех ӗҫлет-ҫке. Хӑш-пӗр канашлӑва унта видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе ирттереҫҫӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ. Анализ пама никама та хистеменнине ӗнентереҫҫӗ, кашни хӑй кӑмӑлӗпе тест тутарнӑ. Маларах, сесси умӗн, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кӑшӑлвирус чирӗнчен тӗрӗсленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Виталий Станьял (80 ҫулхи юбилее палӑртнӑ мероприятире). Николай Плотников тунӑ сӑн Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме. Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр. Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ. Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать. Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ). |
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ку амак пирӗн тӑрӑха та ҫитсе кӗчӗ. Шел те, вилекенсем те пур. Чӑваш халӑх сайчӗ пирӗн республикӑри 5 ҫын вилнине стопкоронавирус.рф сайт хыпарлани тӑрӑх ӗнерех пӗлтерчӗ-ха. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви усал хыпара халӑх патне паян ирхи 8 сехет те 23 минутра ҫитерчӗ. COVID-19 диагноз ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен ҫулӗ — 65-рен пуҫласа 86-ччен. Вӗсем пурте йывӑр ытти амакпа нушаланнӑ: ӳпке шыҫҫипе, сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем кашнин пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах ҫӑлса хӑварма май килмен. Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцине ҫулталӑк пуҫланӑранпа 235 ҫыннӑнне тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑсем — паян ирхи 8 сехет тӗлне. 14 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче, «Строймонтажизоляция» тулли мар яваплӑ обществӑра, шалу вӑхӑтра тӳлемен. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Ку статьяпа шалӑва икӗ уйӑх ытларах тӳлеменнисене явап тыттараҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ӗҫченсенчен пӗрне 80 пин ытла тенкӗ тӳлемен. Халӗ предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлесе татнӑ-ха. Ҫапах та пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |