Хулара
![]() vladimirnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗн администрацине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса пама ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ку ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Хайхискер администрацие кайса ку тӗлӗшпе кам пулӑшма пултарассипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна хӑй ӗҫленӗ предприяти юсав ӗҫӗсем туса пама шантарнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти пӗр хапрӑкра 36 ҫул вӑй хунӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫлӗҫ. Ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗшӗн ку Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе пысӑк парне пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Тӑвай районӗнче типӗ курӑк ҫунтарнине пула чутах ял хыпса илмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнӑ. Анчах ҫулӑма тытса чарайман – вӑл ял патне ҫывхарнӑ. Вырӑна пушар машинисем ҫитнӗ. Ҫулӑм икӗ масар патне ҫитнӗ, унти типӗ курӑк та ҫуннӑ. Ял ҫывӑхне ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарнӑ. 10 метр кӑна юлнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑталла ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян Атӑл леш енче те ҫуннӑ тӗслӗх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Апат-ҫимӗҫ лавккисен тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснӑ саманара та ӗҫлеме тивет. Сутуҫӑсем чирлесрен хӑраса килте лараймаҫҫӗ. Бельгири супермаркетсен ӗҫченӗсен профсоюзӗ сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасене халӑх йышлӑ ҫӳренӗ май суту-илӳ точкисен тупӑшӗ ӳсет. Анчах сутуҫӑсем те ҫынсемех. COVID-2019 эпидемийӗ вӑхӑтӗнче сутуҫӑсем хӑйсене хӳтӗлеме ыйтаҫҫӗ. «Хисеп туса компенсаци» тӳлеттересшӗн иккен вӗсем. Халӑх лавккана йышлӑ ҫӳрет, вирусран асӑрханмалли мелсем сахал теҫҫӗ. Забастовкӑна Бельгири апат-ҫимӗҫ сечӗсен вуншар ытла лавкки ирттерет. Эрнекун сутуҫӑсем ӗҫе тухман. Кунӗпех мар-ха. Ирпе. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӗҫ укҫине ӳстерме тата хӳтлӗх хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Наци музейӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ. Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() feelsider.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Кӑшӑлвирус тени хӑлхаран кайман саманара ҫынсем амакран сипленмелли мелсем шыраҫҫӗ. Таҫта такам импӗрпе лимон усси пирки каланине илтсен (шута илме: тухтӑрсем ҫакна ҫирӗплетмен) теприсем ҫак тавара хыпӑнса туянма тытӑннӑ. Пасар саманинче тахҫанах пурӑнатпӑр та, сутуҫӑсем аптӑраман — халӑх ыйтнине кура импӗрпе лимона хаклатнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ лавккари хаксене эрнесерен сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Анчах пурне те мар. Халӑха куллен кирлӗ тавара. Импӗрпе лимон ҫак шутра мар. Апла пулсан вӗсен хакне «ҫӑварлӑхлама» май ҫук. Сӑмах май каласан, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче импӗрӗн килограмӗ 1190-1999 тенкӗ тӑнӑ, лимонӑн — 355-372 тенкӗ. Танлаштарма: ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Пятерочка» сетӗн лавккисенчен пӗринче 1 килограмм лимона 140 тенкӗпе сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Сывлӑх
![]() Кунта эсир чи ҫӗнӗ информаципе паллашма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Республикинче 4 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен пӗри — сывалнӑ). Унсӑр пуҫне тепӗр республика ҫынни Краснодар крайӗнче сипленет. Вилнисем хальлӗхе ҫук-ха. Аçтахар Плотников22:30
Кӳршӗрен килнӗ ырах мар тепӗр хыпар: Чулхула облаҫӗнче кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнӗ икӗ карчӑк вилнӗ — пӗри 80 ҫулта, тепри 83 ҫулта пулнӑ. Пурӗ кӳршӗри тӑрӑхра 47 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен 22 — паян). Тӑваттӑшӗ сывалнӑ. Тӗплӗн кунта вулама пулать: tass.ru/obschestvo/8167653 Аçтахар Плотников22:15
Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика: • АПШ (330 пин /паян +18,8 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 9,4 пин вилнӗ); • Испани (130 пин /+4,6 пин/; вӗсенчен 12,4 пин вилнӗ); • Итали (129 пин /+4,3 пин/; вӗсенчен 15,9 пин вилнӗ); • Германи (100 пин /+3,9 пин/; вӗсенчен 1,6 пин вилнӗ); • Франци (91 пин /+~15 ҫын/; вӗсенчен 7,5 пин вилнӗ); • Китай (82,6 пин /+30 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ); • Иран (58,2 пин /+2,5 пин/; вӗсенчен 3,6 пин вилнӗ); • Аслӑ Британи (47,8 пин /+5,9 пин/; вӗсенчен 4,9 пин вилнӗ); • Турци (27,1 пин /+3,1 пин/; вӗсенчен 0,6 пин вилнӗ); • Швейцари (21,1 пин /+595 ҫын/; вӗсенчен 0,7 пин вилнӗ). Кун хушшинче кӑшӑлвируспа чирленӗ пин ытла ҫынна ҫавӑн пекех Канадӑра (1,5), Бельгире (1,3), Голландире (1,2) тупса палӑртнӑ. Кӑшӑлвирус тупса палӑртнин йышӗпе Раҫҫей ӗнерхи пекех 22-мӗш вырӑн йышӑнать. Ыран та паянхи пекех 658 пекех нумай тупсан Норвегипе Австралине иртсе кайма пултаратпӑр (Норвегипе Австралире паян 137 ҫӗнӗ ҫынна кӑна тупнӑ...). Раҫҫейрен аяларахра вырнаҫнисенчен Перу, Польша, Пакистан ҫӗршывӗсене асӑнма пулать — вӗсенче йыш хӑвӑрт хушӑнса пырать. Аçтахар Плотников21:01
COVID-19 ҫаклатнӑ чӑваш велосипедҫи пирки: вӑл сывалнӑ. Халӗ Чӑваш Республикине таврӑннӑ. Ҫавах та сакӑр ҫынна кӑшӑлвируспа чирлеттерме ӗлкӗрнӗ тет — халӗ вӗсем Геленджикра сывалаҫҫӗ. Аçтахар Плотников20:49
Газшӑн, шывшӑн, электроэнергишӗн, тата ҫавӑн пекех ҫуп-ҫапшӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн правительство пени илме чарнӑ. Постановление Михаил Мишустил акан 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку йӗрке ҫулталӑк вӗҫӗччен пырӗ. //Чӑваш Республикинче пени майӗпе сайра хутра тӳлеменнисене хӑраткалатчӗҫ. Ҫавах та ку енӗпе «МВК «Экоцентр» анлӑ усӑ куратчӗ — пӗр уйӑх тӳлемесенех 100% пени ҫырса паратчӗҫ. Ҫакна вӗсем саккун ирӗк панипе сӑлтавлатчӗҫ. Аçтахар Плотников20:45
Кейӳ хулин влаҫӗсем урамра маскӑсӑр ҫӳреме чарнӑ. Чару тунтикунран (ыранран) пуҫланӗ. Аçтахар Плотников20:23
![]() Кӑшӑлвирус тупса палӑртман регионсем сахаллансах пыраҫҫӗ. Паян, сӑмахран, Карелинче икӗ ҫынна тупнӑ. //Мари Эл ҫутӑ-сарӑ тӗсрен сарӑ тӗсе куҫмалла... Аçтахар Плотников20:16
Кӳршӗри хыпар: кӑшӑлвирус ернӗ ҫынсен шучӗ Мари Элте 13 ҫитнӗ! Тепӗр май каласан, тата 9 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсем пурте маларах чирлесе ӳкнисемпе хутшӑннисем. Асаилтерер, Мари Элте тупса палӑртнӑ пӗр хӗрарӑм Мускавран киле Шупашкар урлӑ кайнӑ. Аçтахар Плотников20:14
Турцинче кӑшӑлвирусран сиплемелли вакцинӑна чӗрчунсем ҫинче тӗрӗсленӗ тет. Тӗрӗслев ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Малалла ӑна ҫынсем ҫинче тӗрӗслемелле, вара чирлисене вакцинӑлама май пулӗ. Аçтахар Плотников20:09
tass.ru/obschestvo/8167389 — Таинландра кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ 48 ҫулти Раҫҫей ҫынни вилсе кайнӑ тет. Таиландра паянхи кун тӗлне 6 Раҫҫей ҫынни кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсем — 28–60 ҫулти хӗрарӑмсем. Аçтахар Плотников20:05
Кӑшӑлвируса пула Ливи премьерӗн вырӑнне маларах йышӑннӑ Махмуд Джибриль вилнӗ тет. Вӑл 68 ҫулта пулнӑ. COVID-19 ҫаклатнӑ хыҫҫӑн Египетри пульницӑра сипленнӗ. Кӑшӑлвирус ҫын статусне те пуянлӑхне те пӑхса тӑмасть... Аçтахар Плотников20:02
Кӑшӑлвирус сирӗн организма лекнин уйӑрса илмелли палӑрӑмӗ: температура хӑпарса кайни. Кун пирки ПТССО элчи Маргарет Харрис каланӑ. «Чирлисем ҫӗр варринче вӑранса каяҫҫӗ те кӑмӑл пӑтраннине туйса илеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене питӗ япӑх туяҫҫӗ, мӗн пулса иртнине ӑнланмаҫҫӗ. Вӗсен температури хӑпарса кайнӑ... Унтан вӗсем сасартӑк сивӗ пулнине, чӗтренине туяҫҫӗ...» — ӑнлантарнӑ Харрис. Кунашкал палӑрӑм чирлесе ӳкнӗ 90% ҫыннӑн палӑрать. Софья Савнеш18:48
Чӑваш Енре тунтикунран пуҫласа чылай предприяти-савут ӗҫлеме пуҫланӑран общество транспорчӗ те тӑтӑшрах ҫӳреме тытӑнӗ. Аса илтерер:ку эрнере РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе чылайӑшӗ каннӑ. Владимир Владимирович ҫакна кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышне чакарас тӗллевпе йышӑннӑ. Софья Савнеш18:36
Чӑваш Енре самоизоляцие пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслекен 36 мобильлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Унта полици, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, тӳре-шара кӗнӗ. Вӗсем чи малтанах ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем карантина мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Чӑваш Енре унашкал 923 ҫын, вӗсенчен ҫурри - Шупашкарта. Аçтахар Плотников17:04
Тутарстанра килтен тухма кирлӗ СМС илмелли йӗркене ҫӑмӑллатнӑ. Енчен те маларах хушамат, ят тата ытти даннӑйсем пӗлтермелле пулнӑ пулсан, халь вара паспорт даннӑйӗсем кӑна ҫителӗклӗ. Аçтахар Плотников17:02
Мускавпа Питӗртен килнисене ҫавӑн пекех 14 кунлӑх карантина Норильскпа Красноярск хупма тытӑннӑ. Аçтахар Плотников15:46
Вӑрмарти хӗрарӑм пирки тата сас-хура ҫӳрет... Анчах те тӗрӗс, те суя... Официаллӑ ун пирки пӗлтермен-ха. Кӗтес пулать. Аçтахар Плотников15:37
Томскра ытти регионсенчен килнисене 14 кунлӑх карантина хупма тытӑнӗҫ. Мускавран вӗҫсе килнисене — пурне те. www.kommersant.ru/doc/4314954 Чӑваш Республикин тӗп хулине, Шупашкара, Мускаврай пуйӑс ҫӳрет-ха. Самолетсем вара вӗҫме пӑрахнӑ. Ҫӑвӑн пекех муниципалитетсене ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене чарса лартнӑ... Аçтахар Плотников13:47
Раҫҫейре паян миҫе ҫыннӑн COVID-19 кӑшӑлвируса тупса палӑртнин статистикине пӗлтернӗ. Калӑпӑр, кунта паллашма пулать: www.kommersant.ru/doc/4314868?from=main_sujet ? Пурӗ 658 ҫыннӑн ҫӗнӗрен палӑртнӑ. Вӑл шутра! Чӑваш Республикинче пӗр тӗслӗх те ҫук. Пирӗн тӑрӑхра малтанхи пекех 1 ҫын кӑна чирленӗ тесе кӑтартаҫҫӗ. Кӳршӗсене илес пулсан, Чулхула облаҫӗнче — 22 ҫыннӑнне тупнӑ. Ӗнер пӗр тӗслӗх те пулман вӗсен... Чи нумаййи — Мускавра тупнӑ. 536 тӗслӗх. //сӑмах май, Чӑвашра тупнӑ кашни ҫӗнӗ тӗслӗх Мускавра анализ панӑ. Тен, вӗсене унта шута илнӗ?.. Аçтахар Плотников12:21
Нумай пулмасть, ӗнер кӑна, Собянин ҫапларах пӗлтернӗ: «Воронов пульница строительстви тепӗр стадие куҫнӑ. Тӗп строительство, корпуссен ытларах пайӗнче монтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, общежитире монтаж ӗҫӗсене вӗҫлесси юлать. Паян отделка ӗҫӗсене, комплектацилессине тата медицина оборудованине вырнаҫтарассине пуҫлама пулать, реанимаци уйрӑмӗсенчен пӗринче ку ӗҫе тунӑ ӗнтӗ, унта ӗҫе вӗҫленипе пӗрех ӗнтӗ» (Собянин сӑмахӗсене Яндекс.Куҫаруҫӑ урлӑ куҫартӑмӑр…). Аçтахар Плотников12:16
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Мускаври Бабенки ялӗ патӗнче хӑвӑрт хӑпартмалли материалсенчен инфекци пульницине тӑвас шухӑш пуш уйӑхӗнче паллӑ пулнӑччӗ. Пушӑн 10-мӗшӗнче ӑҫта тумалли вырӑна суйланӑччӗ. Пушӑн 12-мӗшӗсенче ӑна хӑпартма пуҫланӑччӗ. Хута яма ӑна ҫак уйӑхра шантараҫҫӗ. Сӑмах май, Китайри Уханьте ҫӗнӗ пульницӑна 10 кун хушшинче туса лартнӑ. Собянин та 2 эрне панӑ тет-ха та, анчах хушу панипе ӗҫ тӑвасси хушшинче уйрӑмлӑх пысӑк пулас. Аçтахар Плотников12:06
Ҫӗнӗ Мускаври инфекци пульницине туса ҫитереймен, анчах ҫынсен пурнӑҫне вӑл илсе кая пуҫланӑ та тет. Палаткӑсенче пушар тухнӑ иккен — 1 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар палаткӑна ӑшӑтакан кӑмакаран тухнӑ тет. Тӗплӗнрех кунта: tass.ru/proisshestviya/8165769 Аçтахар Плотников11:10
Енчен те маларах кӑшӑлвирус ертесрен Китайран килнӗ ҫынсене пурне те карантина хупатчӗҫ пулас, халӗ вара Раҫҫей ҫыннисене хупмалла пулас. Тӗп Китай телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 13 КНР гражданинӗн кӑшӑлвируса тупса палӑртнӑ — вӗсем пурте Китая Раҫҫейрен таврӑннӑ. Малтан вӗсем Мускавран Владивостока вӗҫсе ҫитнӗ, кайран чикӗ урлӑ автобуссемпе хӑйсен машинисемпе каҫнӑ, Суйфэгьхэне ҫитнӗ. Кунта вара вӗсене пурне те карантина хупнӑ. Анализ илнӗ те вунвиҫҫӗшӗн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. Тӗплӗнрех кунта: rg.ru/2020/04/05/reg-dfo/u-13-vernuvshihsia-v-knr-cherez-vladivostok-liudej-nashli-koronavirus.html //Раҫҫейри Тинӗсҫум крайӗнче вара паянхи кун тӗлне пурӗ те 7 ҫынна ҫеҫ тупайнӑ. Аçтахар Плотниковӗнер, 23:41
Паянхи куна пӗтӗмлетме вӑхӑт. COVID-19 чи нумай тупса палӑртнӑ ҫӗршывсем: 1) АПШ-ра чирленисен йышӗ 300 пинрен иртнӗ (+29 пин), 8,3 пин ҫын вилнӗ; 2) Испани иккӗмӗш вырӑна тухнӑ — 124,7 пин ку вируса ҫаклатнӑ (+5,5 пин), 11,7 пин вилнӗ; 3) Италире пурӗ 124,6 пин тупнӑ тӗслӗх (+4,8 пин), вӗсенчен 15,4 пин ҫын вилнӗ; 4) Германире 95,6 пин ҫынӑнне кӑшӑлвирус (+4,5 пин) тупнӑ, вӗсенчен 1,4 пин ҫын вилнӗ; 5) Франци пиллӗкмӗш вырӑна хӑпарнӑ — 90 пин ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине (+7,8 пин) тупнӑ, вӗсенчен 7,6 пин вируса пула ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Китайра кун хушшинче пурӗ те 19 ҫӗнӗ ҫынна регистрациленӗ, ку патшалӑх халь 6-мӗш вырӑнта. 81,6 пинрен 76,6 пин ҫын сывалнӑ, 3,3 пинӗшӗ вилнӗ. Кун хушшинче пин ытла ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна Аслӑ Британире (+3,7), Турцире (+3,0), Иранра (+2,6), Бельгире (+1,7), Канадӑра (+1,5), Бразилинче (+1,1) тупса палӑртнӑ. Раҫҫей кӑшӑлвирус ҫаклатнисен йышӗпе Ирландирен иртсе 22-мӗш вырӑна хӑпарнӑ. Аçтахар Плотниковӗнер, 22:23
Ӗнер эпир маскӑсем сыввисемшӗн усӑ паманни пирки ҫырнӑччӗ. Кун пирки ПТССО (WHO, ВОЗ) калани ҫине тайӑннӑччӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Сергей Яковлев медицина маски хӑҫан усӑлли пирки ӑнлантарса панӑ: aif.ru/health/coronavirus/pochemu_ne_stoit_nosit_masku_na_ulice? Аçтахар Плотниковӗнер, 22:15
Конор Макгрегор, Ирланди кӗрешӳҫи, Китай влаҫӗсене пулӑшнишӗн тав тумалла мар тенӗ. Сӑлтавӗ вара — Китайран пулӑшу пек ярса панӑ маскӑсен, кислород баллонӗсен тата ытти таварӑн пахалӑхӗ питӗ япӑх иккен. Сӑмах май, тепӗр эрнере Минпромторг медицина маскисене ярса памалла — вӗсене вара Китайра туяннӑ... Кун пирки кунта ҫырнӑ: sportrbc.ru/news/5e88850d9a79478520df6d22?ruid=UET9A1xAcbCo33mDA4RJAg==&from=newsfeed Аçтахар Плотниковӗнер, 21:58
www.medicin.cap.ru/news/2020/04/04/v-chuvashii-zaregistrirovani-novie-sluchai-zarazhe — паян тупса палӑртнисем ҫинчен тӗплӗнрех Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те килтен тухса ҫӳремен тет, халь вӗсене Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вырттарнӑ. Софья Савнешӗнер, 19:28
Паян республикӑра тепӗр ҫын, тӑваттӑмӗш, кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӑл - Чӑваш Ен ҫынни, Мускавра анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илеймесӗр республикӑна хӑйӗн машинипе ҫитнӗ. Унӑн тӑванӗсенчен те анализ илнӗ халӗ. Тӗплӗнрех кунта: chuvash.org/news/24814.html. Аçтахар Плотниковӗнер, 16:45
Малтанхи хӗрарӑм пекех Мускавра анализ панӑ та результата кӗтмесӗрех республикӑна вӗҫтернӗ... Аçтахар Плотниковӗнер, 16:41
Чӑваш Енре 3-мӗш ҫынна тупса палӑртнӑ: www.instagram.com/p/B-jt0_xApeR/ Аçтахар Плотниковӗнер, 16:07
Пирӗн сайт урлӑ та маскӑсем сутма пуҫларӗҫ: chuvash.org/borda (хаклӑ мар, 100 тенкӗ ҫеҫ). Аçтахар Плотниковӗнер, 16:04
Шупашкар хулин оперативлӑ штабӗ пӗлтерет: Аçтахар Плотниковӗнер, 16:03
Ирӗксӗр кану кунӗсенче те ӗҫлеме тивекен ашшӗ-амӑшӗ валли Шупашкарта 24 ача пахчи ӗҫлет. Калинин районӗнче — 8, Ленин районӗнче — 9, Мускав районӗнче — 7. Хӑш ача пахчисем ӗҫленине кунта пӗлме пулать: www.cheboksary.ru/education/101949_v_cheboksarah_rabotajuschie_roditeli_mogut_privodit_detej_v_24_dou.htm Аçтахар Плотниковӗнер, 15:29
«ПроГород» журналисчӗсем «Мегастройра» пулса курнӑ: pg21.ru/news/63597 . Пӗтӗмлетӳ: юсав ӗҫӗнче кирлӗ материалсем сутакан пысӑк центр, унта пурӑнма кирлӗ таварсем сутнӑ май, ӗҫлет. Суту-илӳ центрӗнче халӑх купипех — кану вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫынсем юсав ӗҫӗсем тӑвасшӑн пулас... Аçтахар Плотниковӗнер, 14:41
Китайри Уханьре (вирус ку вырӑнтан сарӑлма пуҫланӑ) кушаксене тӗрӗсленӗ. 15% — кӑшӑлвируслӑ пулнине палӑртнӑ. Тӗплӗнрех кунта: ria.ru/20200404/1569565692.html Аçтахар Плотниковӗнер, 14:36
Чи малтан COVID-19 кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ арҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Вирусран хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл пневмонипе чирлесе ӳкнӗ. Вӑл чиртен те сывалнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ. Асаилтеретпӗр, арҫын Бразилирен таврӑннӑ май Швейцарипе Мускав урлӑ иртнӗ. Ҫапла май кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Аçтахар Плотниковӗнер, 14:21
«Вектор» кӑшӑлвирусран вакцинӑна чӗрчунсем ҫинче ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӗрӗслесшӗн. Ҫынсем ҫинсе — ҫулла пуҫламӑшӗнче: www.rbc.ru/society/04/04/2020/5e884c9a9a79477277b2560b?from=newsfeed Аçтахар Плотниковӗнер, 12:46
Тулӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 93 ҫулхи карчӑк вилнӗ тет. Пӗр кун маларах унӑн анализӗ вирусран сывалнине кӑтартнӑ. Ӑна киле яма хатӗрленнӗ... анчах ӗлкӗреймен. Тӗплӗрех кунта: tvzvezda.ru/news/vstrane_i_mire/content/2020441130-voDMB.html Аçтахар Плотниковӗнер, 12:41
COVID-19 кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнисен йышӗпе Франци 5-мӗш вырӑна тухнӑ. Кӑна Яндекс.Карттӑри статистика урлӑ курма пулать. Ҫапла май Китай 6-мӗш вырӑна аннӑ. Раҫҫей вара 22-мӗш вырӑна хӑпарнӑ — Ирландирен иртнӗ. Аçтахар Плотниковӗнер, 12:30
Ивармектин эмел кӑшӑлвируспа кӗрешме пулӑшать тет. Кун пирки кунта ҫырнӑ: naked-science.ru/article/medicine/protivoparazitarnoe-sredstvo Ивармектин — паразитсемпе кӗрешмелли препарат. Унпа пыйтӑ тата тӗрлӗ хурт-шӗвӗрӗлчен ерсен усӑ кураҫҫӗ. Аçтахар Плотниковӗнер, 12:19
Талӑк хушшинче 9 ҫын вилнӗ тет. Ҫиччӗшӗ — Мускавра, пӗрер ҫын — Тинӗсҫум крайӗнче тата Кустӑрма облаҫӗнче. Аçтахар Плотниковӗнер, 12:15
Кӑшӑлвирус тупса палӑртнисен шучӗ кунран кун чакса пырать. Ӗнер 601 тӗслӗх пирки сӑмах пыратчӗ пулсан, паян — 582 кӑна. Кӑшӑлвируспа кӗрешме йӗркеленӗ оперативлӑ штаб пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре халӗ те 1 ҫынӑнне кӑна тупнӑ иккен (тӗрӗссипе вара — 2). Кӳршӗсене пӑхсан 1 ҫын Мӑкшӑ Республикинче тупнӑ. Аçтахар Плотниковӗнер, 11:13
Украинӑра COVID-19 кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ пӗр пинтен иртнӗ. Кун хушшинче 154 ҫӗнӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑ: moz.gov.ua/article/news/operativna-informacija-pro-poshirennja-koronavirusnoi-infekcii-2019-ncov- Таисия Ташнейӗнер, 11:10
![]() «Макдональдс» Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене тӳлевсӗр кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтерме тытӑннӑ. Кун пирки аслӑ шкулсенчен пӗрин вӗрентекенӗ Андрей Федоров Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Таисия Ташнейӗнер, 11:01
Ҫылӑха телефонпа е Skype урлӑ каҫарттарма пулать. Кун пирки Мускав патриархачӗн чиркӳ тулашӗнчи ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ Иларион митрополит каланӑ тӑрӑх «Новости» РИА хыпарланӑ. Аçтахар Плотниковӗнер, 09:24
Паянхи кун пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енри кӑшӑлвирус таврашӗнчи информаци: пурӗ 1 870 (ӗнерхипе танлаштарсан +35) ҫынна тӗрӗсленӗ; 821 (-142) ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ; COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2 (0). Таисия Ташнейӗнер, 05:56
Ҫул ҫитмен ачасен хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан урӑх ҫӗре кайма юрамасть. Кун пирки Чӑваш Енре йышӑннӑ хушура каланӑ. Аçтахар Плотников2020.04.03 22:50
Ҫыраҫҫӗ: «Как языки народов РФ из школьной программы убирать, так Москва решает. А как карантин — так регионы пусть сами думают». Чӑвашла: «Шкул программинчен РФ халӑхӗсен чӗлхине кӑларас тесен Мускав йышӑну тума хатӗр. Карантин пирки сӑмах пуҫарсан — регионсем хӑйсемех пуҫ ватччӑр». Аçтахар Плотников2020.04.03 22:26
Муниципалитетсем хушшинчи автобус ҫыхӑнӑвне чарса хурӗҫ. Кун пирки хӑйӗн Инстаграмӗнче Олег Николаев пӗлтернӗ: www.instagram.com/tv/B-hobMhAKS3/ Аçтахар Плотников2020.04.03 21:53
Паянхи статистикӑпа малта АПШ — унта 21,4 пин ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн Испани пырать — 5,6 пин (хӑш-пӗрисем Испани чирлисен йышӗпе Италирен иртсе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ теҫҫӗ). Виҫҫӗмӗш вырӑнта Франци — унта кун хушшинче 5,2 пин ҫынна тупса палӑртнӑ (пурӗ вӗсен 64,3 пин ҫын чирлет). Германи тӑваттӑмӗш вырӑнта — ҫӗннисен йышӗнче 5 пин ҫын тупнӑ. Итали пиллӗкмӗш вырӑнта ҫеҫ — +4,6 пин. Пин ытла ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна Аслӑ Британире (+4,5 пин), Турцире (+2,8), Иранра (+2,7), Бельгире (+1,4), Голландире (+1,0) тупса палӑртнӑ. Раҫҫей пӗтӗм ҫӗршывсем хушшинче 23-мӗш вырӑнта. Ӗнер кӑна 24-мӗшӗнче вӑл пулнӑ, паян, ав, вирус ернисен шучӗпе Чехирен (22-мӗшӗнчен 24-мӗшне паян куҫнӑ) иртсе кайнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.03 21:42
Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика: • АПШ (266 пин /паян +21 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 6,8 пин вилнӗ); • Итали (120 пин /+4,6 пин/; вӗсенчен 14,7 пин вилнӗ); • Испани (118 пин /+5,6 пин/; вӗсенчен 10,9 пин вилнӗ); • Германи (90 пин /+5 пин/; вӗсенчен 1,2 пин вилнӗ); • Китай (82 пин /+31 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ). Таисия Ташней2020.04.03 20:14
Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре йышӑннӑ хушма мерӑсем (хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ) ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ҫӗнӗлӗх ятарлӑ йышӑну тӑвиччен вӑйра тӑрӗ. Таисия Ташней2020.04.03 20:09
Чӑваш Енри 12 организацире маска ҫӗлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗринче, «Шупашкар трикотажӗнче», талӑкра 30 пин маска ҫӗлеҫҫӗ. Тавар федераци сечӗсене, влаҫ органӗсене, промышленность предприятийӗсене ӑсанать. Таисия Ташней2020.04.03 20:04
Шкулта тата техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансем ака уйӑхӗн 6-мӗшӗ хыҫҫӑн инҫет мелӗпе вӗренме тытӑнӗҫ. Таисия Ташней2020.04.03 19:59
Ӗҫе ҫӳрекенсене предприяти-организацисен ятарлӑ справкӑсем памалла. Таисия Ташней2020.04.03 19:58
«Производство организацийӗсене ӗҫлеттерме пуҫлас терӗмӗр. Анчах вӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла, дезинфекци ирттермелле, санитарно-эпидемиологи требованийӗсене тата ыттине пурнӑҫламалла», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян предприятисен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче. Таисия Ташней2020.04.03 19:55
Чӑваш Ене ятарлӑ пропускпа кӗртме тытӑнӗҫ. Таисия Ташней2020.04.03 19:54
Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре хушма мерӑсем йышӑннӑ. 65 ҫултан аслӑраххисен тата ҫивӗч респиратор вирусӗпе чирлисен килте лармалла. Аçтахар Плотников2020.04.03 19:29
Кӑшӑлвирус ҫемьесене упрать! chuvash.org/news/24799.html — уйрӑлас тесен хайхи ҫӗртме уйӑхӗччен кӗтме тивӗ пулас. Мӑшӑрланас текенсен те ҫак вӑхӑтах кӗтме тивӗ... Аçтахар Плотников2020.04.03 18:02
Кӑшӑлвируслӑ хӗрарӑма пула 7 ҫынна пульница вырттарнӑ, тепӗр вунтӑххӑрӑшне «Вӑрман юмахӗ» санаторине ӑсатнӑ. COVID-19 тупса палӑртнӑ хӗрарӑм пирки ӗнер пӗлтернӗччӗ. Вӑл Мускавра анализ тунӑ, анчах пӗтӗмлетӗвне кӗтсе тӑмасӑр Шупашкара вӗҫтернӗ. Чӑваш Ене вӑл автобуспа килнӗ. Кампа-кампа вӑл калаҫнине тата ҫыхӑну тытнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май 7 ҫынна пульница хунӑ, 19-ӗшне вӗсенчен — обсервацие ӑсатнӑ («Вӑрман юмахӗ» санаторие). Кӑшӑлвируслӑ хӗрарӑм карантина пӑснӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.03 16:55
Пуйӑспа ҫӳреме хӑнӑхнисене пӗлме: Канашпа Шупашкара тата Шупашкарпа Питӗре ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӳреме пӑрахӗҫ — РЖД вӗсене чупма акан 9-мӗшӗпе раштавӑн 12-мӗшӗччен чарать. Шупашкара Мускавпа ҫыхӑнтараканни вара сайрарах ҫӳрӗ — эрнере виҫӗ хут кӑна. Акан 26-мӗшӗпе ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ хушшинче тата ҫертмен 12-мӗшӗнче ҫеҫ кашни кун ҫӳрӗ. Расписани улшӑнӑвӗ вӑйра раштавӑн 12-мӗшччен пулӗ... Тӗплӗрех кунта: pass.rzd.ru/static/public/ru?STRUCTURE_ID=5409 Аçтахар Плотников2020.04.03 16:39
«Сывлӑха сыхламалли маскӑсен хакӗ ҫине влаҫрисем витӗм кӳреймеҫҫӗ», — тенӗ Иван Моторин. Ҫавах та лару-тӑру эрнерен улшӑнмалла. Ун чухне РФ Минпромторгӗ республикӑна 326 пин маска ярса памалла имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара 50–150 тенкӗллисене туянма тивӗ. Сӑмах май, ПТССО (ВОЗ) каланӑ тӑрӑх, маскӑсем сыввисемшӗн усӑллӑ мар, кӑшӑлвирусран сыхлама пултараймаҫҫӗ. Чирлисемшӗн вара усӑллӑ — вируса анлӑ сарӑлма чарать. Аçтахар Плотников2020.04.03 15:09
Китай ертӳҫисем ака уйӑхӗн 4-мӗшне кӑшӑлвирусран (коронавирусран) вилнисене асӑнмалли хурлӑх кунӗ тума йышӑннӑ. Ку кун ялавсене антарӗҫ, хаваслӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Тӗплӗрех кунта: www.rbc.ru/rbcfreenews/5e8698909a7947457e5184a8 Аçтахар Плотников2020.04.03 13:55
Медицина маскине ӑҫта туянма май пур? gcheb.cap.ru/news/2020/04/03/gde-v-cheboksarah-kupitj-maski — кунта лавккасен списокне вырнаҫтарнӑ. Хакӗсем — пӗри 80–150 тенке ларӗ. Аçтахар Плотников2020.04.03 13:26
Сарӑту облаҫӗнче кӑшӑлвирусран (коронавирусран) пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ тет. Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх унӑн ытти чирсем те пулнӑ. Ку тӑрӑхра сӑмах май, 19 ҫынна кӑшӑлвирус ернӗ, вӗсенчен пӗри ҫеҫ сывалайнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.03 13:22
Ҫынсемпе хутшӑнмасӑр пурӑнмалли режима (режим самоизоляции) пӑснӑшӑн Ӗпхӳре пӗр ҫынна 15 пинлӗх штраф ҫырса панӑ. 33 ҫулхи арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ тет. Пушкӑртстанра COVID-19 кӑшӑлвирус ернӗ пурӗ 10 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсенчен ҫурри — 5-ӗшӗ — сывалнӑ та ӗнтӗ. Аçтахар Плотников2020.04.03 13:12
Ирӗксӗр кану тапхӑрӗ COVID-19 сарӑласси тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркене кӗрсен ҫеҫ вӗҫленме пултарӗ — ҫапларах пӗлтернӗ президентӑн пресс-ҫыруҫи Дмитрий Песков. Асаилтерер, паян Раҫҫейре 601 ҫӗнӗ тӗслӗх палӑртнӑ, пурӗ вара ку кӑшӑлвирус 4 149 ҫынна ернӗ. Аçтахар Плотников2020.04.03 13:05
Кӳршӗре: Хусана килекенсемпе унтан тухакансене пурне те тӗрӗслеҫҫӗ тет. Пурӗ 14 пост йӗркеленӗ. Документсене тӗрӗслеҫҫӗ, ҫула тухма сӑлтав пуррипе ҫуккине. Асаилтеретпӗр, кӳршӗри хулара ӑҫта та пулин каяс тесен СМС урлӑ регистрациленмелле, ҫула тухнин сӑлтавне кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ килтен тухма пулать. Тӗплӗнрех кунта: www.interfax.ru/russia/702114 Аçтахар Плотников2020.04.03 12:53
Кушаксемпе йытӑсем кӑшӑлвируспа (коронавируспа) чирлеме пултараҫҫӗ-и? Ку ыйту йытӑ-кушак тытакансенчен чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Ку тарана ҫити виҫӗ тӗслӗх пирки кӑна информаци пур: Бельгире пӗр кушака ҫак вирус ернӗ, тата Гонконгри икӗ йытӑ чирлесе ӳкнӗ. Урӑх тӗслӗхсем хальлӗхе ҫук. Сӑмах май, кӑшӑлвирус пӑсарасене хӑвӑрт ерет иккен. Ҫавна май вируспа кӗрешмелли вакцина тӑвакансен лабораторийӗсенче вӗсене чылай тытаҫҫӗ тет. Ӑсчахсем пӗлнӗ тӑрӑх COVID-19 йытӑсене, сыснасене, кӑвакалсемпе чӑхсене ермест. Тӗрӗсрех каласан, вӗсене вӑл йывӑррӑн ерет (икӗ кӑшӑлвируслӑ йытӑ тупнӑ-тупнах-ҫке!), ҫавна май вӗсем ҫак чире сарма пултараймаҫҫӗ теҫҫӗ. Аçтахар Плотников2020.04.03 12:00
Пурте канасшӑн мар ҫав ку кану тапхӑрӗнче. Ав, Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици персе ҫитсен тин хупӑннӑ: chuvash.org/news/24798.html Аçтахар Плотников2020.04.03 11:21
www.kommersant.ru/doc/4311114 — «Коммерсант» онлайн сутуҫӑсен курьерӗсене ӗҫлеме чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса ҫырать. Асаилтерер: апат-ҫимӗҫ шутне кӗмен таварсем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ, анчах та онлайн мелӗпе ӗҫлекенсене — чарман. Ҫапла май хӑш-пӗр тӑрӑхсенче ӑнланманлӑх сиксе тухать имӗш. Ытларах ку енӗпе ҫӗршывӑн тӗп тата кӑнтӑр тӑрӑхӗсенче пулса иртет имӗш: курьерсене тытса чараҫҫӗ, заказ илмелли пунктсене хупма ыйтаҫҫӗ, тавар турттаракан машшинсене регион чиккисенчен каҫармаҫҫӗ. АКИТ пӗрлӗх (интернет урлӑ суту-илӳ тӑвакансене пӗрлештерет) шухӑшӗпе ку ыйтӑва Правительство татса памалла. Аçтахар Плотников2020.04.03 11:10
Раҫҫейре ҫӗнӗ 601 тӗслӗх тупса палӑртнӑ тет. Чи кӑсӑкли: Чӑваш Енре халӗ те федераци шайӗнчи официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх ку чире 1 ҫын кӑна ҫаклатнӑ. Пирӗн кӳршӗсене илес пулсан — Тутарстанра ҫӗнӗ 6 тӗслӗх тупнӑ. Маларах икӗ кун хушши ҫӗннисем ҫукччӗ. Чулхула облаҫӗнче те ӗнер 13 ҫӗнӗ тӗслӗх палӑртнӑччӗ пулсан, паян вара пӗр ҫӗнӗ тӗслӗх те ҫук. Аçтахар Плотников2020.04.03 10:42
Чӑваш Енри коронавирус таврашӗнчи ҫӗнӗ информаци: пурӗ 1 835 (ӗнерхипе танлаштарсан +135) ҫынна тӗрӗсленӗ; 963 (+11) ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ; COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2 (0). Аçтахар Плотников2020.04.02 23:27
COVID-19 коронавирус ернисен шучӗ тӗнчере 1 миллион ҫынран иртсе кайнӑ. Вируса пула 50 пин ытла ҫын вилнӗ. Коронавируса ҫаклатнисен шучӗпе Китай 5-мӗш вырӑна анса ларнӑ. Чи нумай чирлисен йышӗнче: • АПШ (236 пин; вӗсенчен 5,6 пин вилнӗ); • Итали (115 пин; вӗсенчен 14 пин вилнӗ); • Испани (110 пин; вӗсенчен 10 пин вилнӗ); • Германи (85 пин; ; вӗсенчен 0,9 пин вилнӗ); • Китай (82 пин; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ). Аçтахар Плотников2020.04.02 21:45
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫавӑн пекех ҫулталӑк ҫурӑри ачан коронавирус пур тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна пульница вунӑ кун каялла илсе килнӗ. Малтанхи тӗрӗслев пӗчӗк ача коронавируспа чирлеменнине кӑтартнӑ. Иккӗмӗш хут тӗрӗслев мӗн кӑтартасса кӗтеҫҫӗ — ӑна акан 6-мӗшӗнче тӑвӗҫ. Аçтахар Плотников2020.04.02 21:42
Кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнчи хыпар: коронавируспа чирленӗ Чӗмпӗр облаҫӗн саккун пухӑвӗн Михаила Рожков депутатӑн ывӑлӗ сывалнӑ тет. Димиртровградри 15 ҫулхи каччӑна киле янӑ. Депутат ывӑлӗ коронавируса Аслӑ Британирен ҫаклатса килнӗ пулнӑ. Аçтахар Плотников2020.04.02 19:53
РФ Сывлӑх сыхлав министерстви хӑш-пӗр регионта эрех сутассине чарса лартас шухӑш пуррине ырланӑ. Кун пирки министр ҫумӗ Олег Салагай пӗлтернӗ. Эрес-сӑра коронавирус ересрен пӗрре те пулӑшманни пирки асаилтернӗ. Кунашкал чарусем пирки Байкалхыҫ тата Хӗрлӗҫыр (Красноярск) крайӗсенче, Пушкӑртстанра калаҫусем иртеҫҫӗ. Хӗрлӗҫыр крайӗнче, сӑмахран, 18:00–10:00 вӑхӑт хушшинче эрех сутма чарнӑ. Ҫавнашкалах лару-тӑру Пушкӑртстанра. Аçтахар Плотников2020.04.02 19:46
Коронавируса пула вырӑнти суйлавсене те урӑх вӑхӑта куҫарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ыран пӑхса тухӗ. Аçтахар Плотников2020.04.02 19:12
Валентина Матвиенко пӗлтернӗ тӑрӑх медицина маскисене ҫӗлекенсенчен лицензи ыйтса тӑмӗҫ. Кунашкал йышӑнӑва влаҫрисем эрне вӗҫӗччен йышӑнма палӑртнӑ. Софья Савнеш2020.04.02 19:02
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман инфекционисчӗ Сергей Ефимов республикӑра коронавируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна инфекцирен сыватни пирки пӗлтернӗ. Халӗ пациент пневмонирен сиплев курсӗ витӗр тухать. Пульницӑна илсе ҫитернӗ чухне ун ӳт температури йӗркеллех пулнӑ, тепӗр кунхине хӑпарнӑ, арҫын йывӑррӑн сывлама тытӑннӑ. Рентген унӑн икӗ енлӗ пневмони аталаннине кӑтартнӑ. Софья Савнеш2020.04.02 18:37
Паян республикӑра коронавируспа чирлӗ тепӗр ҫынна тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев килте лармалли режима тата ҫирӗплетме сӗннӗ. Влаҫ ку енӗпе хушма мерӑсене ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Софья Савнеш2020.04.02 18:34
РФ Правительствин резерв фондӗнчен ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине коронавируспа кӗрешме 218 млрд тенкӗ уйӑрса пама палӑртнӑ. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев пушӑн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ: chuvash.org/news/24792.html Аçтахар Плотников2020.04.02 17:46
Владимир Путинӑн ҫӗнӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн регионсем хӑйсен чиккисене хупма пултараҫҫӗ: kremlin.ru/acts/news/63134 (унашкал йышӑну, сӑмахран, Чечен Республикинче тунӑ — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа хӑйсен патне никама та кӗртмӗҫ, никама та кӑлармӗҫ) Аçтахар Плотников2020.04.02 17:27
«Победа» авиакомпани те мӗншӗн Шупашкара вӗҫме пӑрахнӑ тетӗр? Йӑлт коронавируса пула: вӗсен темиҫе ӗҫченӗ ҫак вируса ҫаклатнӑ тет, унсӑр пуҫне чылайӑшӗ карантинра тет. Тӗплӗнрех кунта: www.rbc.ru/society/02/04/2020/5e85acae9a7947da152e4587 Таисия Ташней2020.04.02 17:26
Кану кунӗсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсасси ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ указ пуснӑ. Аçтахар Плотников2020.04.02 17:06
Вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне. Кӗскен каласан: уйӑх вӗҫӗччен канма тивӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫак тапхӑр вӑхӑтӗнче ӗҫ укҫине сыхласа хӑварма тивӗҫ. Аçтахар Плотников2020.04.02 17:03
Лару-тӑру ҫӑмӑллансан тен ку кану тапхӑрне кӗскетме те май пулӗ терӗ. Аçтахар Плотников2020.04.02 17:00
Кану вӑхӑчӗ уйӑх вӗҫӗччен тӑсӑлӗ — ҫапла йышӑннӑ. Кашни регион короновируспа кӗрешессине хӑйӗн майлӑ йышӑнусем тӑвӗ терӗ. Аçтахар Плотников2020.04.02 16:59
Уф... ака уйӑхӗн 30-мӗшччен тӑсаҫҫӗ! Кӑравул! Аçтахар Плотников2020.04.02 16:57
Нимеҫӗсене, тухтӑрсене пысӑк тав сӑмахӗ калать. Аçтахар Плотников2020.04.02 16:56
Пуҫланчӗ.... Аçтахар Плотников2020.04.02 16:41
НТВ сайчӗ 16:50-на куҫарчӗ... Аçтахар Плотников2020.04.02 16:38
Путина кӗтнӗ май кӳршӗ тӑрӑхсенчи лару-тӑру пирки: • чи япӑх лару-тӑру Чулхула облаҫӗнче. Унта 25 ҫынна тупса палӑртнӑ (паян кӑна +13); • ун хыҫҫӑн Тутарстан пырать. Унта 19 ҫын тупнӑ (2 кун хушшинче ҫӗннисем хушӑнман-ха...); • Мӑкшӑ Республикинче 4 ҫынна тупнӑ; • Мари Элте чылай вӑхӑт хушшинче пӗр ҫын та ҫукччӗ, халь вара унта та 4 ҫынна тупса палӑртнӑ; • Чӗмпӗр облаҫӗнче 1 чирлӗ ҫын пур. Аçтахар Плотников2020.04.02 16:31
НТВ вара 16 сехет те 40 минута кӑтартать: www.ntv.ru/air/putin020420/ Аçтахар Плотников2020.04.02 16:27
Сӑмахран кунта курма пулать: www.youtube.com/watch?v=GcLc6jzrq_4 Аçтахар Плотников2020.04.02 16:26
Владимир Путин халӑх умне 16 сехет ҫурӑра тухса калаҫӗ иккен. Аçтахар Плотников2020.04.02 16:21
Ҫак вӑхӑт тӗлне Чӑвашра пурӗ 1 705 ҫынна тӗрӗсленӗ. 952 ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ. COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2. Аçтахар Плотников2020.04.02 16:16
Владимир Путин паян телекурав урлӑ тепре халӑх умне тухса калаҫӗ тет. Ҫӗнӗ Огаревӑри резиденцире вӑл халь текст хатӗрлет имӗш. Кун пирки Дмитрий Песков каланӑ. Халӑх умне вӑл 16:00 хыҫҫӑн тухмалла... |
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшу пульницин архивӗнчи сӑн Паян Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа чирлени пирки сайтра хыпарларӑмӑр. Каҫ енне тепӗр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа паян кӑшӑлвируспа чирлӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те – Чӑваш Ен ҫыннисем, Мускавран килнӗскерсем. Ку та Мускавра анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илеймен – республикӑна ҫитнӗ. Ҫак икӗ ҫынран пӗри – автобуспа, тепри хӑйӗн машинипе ҫитнӗ. Ку арҫыннӑн тӑванӗсенчен анализ илнӗ, вӑл тата кампа хутшӑнма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫапла майпа паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 4 ҫын чирленӗ, вӗсенчен пӗрине пульницӑран киле янӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирус Раҫҫее те ҫитнине кура Чӑваш Енре кашни кун усӑ курма кирлӗ мар япаласем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ. Анчах Шупашкарта «Инком», «Юрат», «Мегастрой» малаллах ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑмӑлсӑрланса комментарисем хӑварнӑ – «Мегастройра» халӑх хӗвӗшет-мӗн. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ Хушӑвӗпе кунашкал гипермаркетсене ӗҫлеме чарнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 500 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ лавккасене (апат-ҫимӗҫ сутакансене пырса тивмест) хупмалла. Олег Алексеевич гипермаркет ертӳлӗхне кун пирки пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн лавкка вӑхӑтлӑха хупӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх сутакан лавккасене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ваттисене асӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. «Ирӗклӗ Чӑвашсен Авалхи (Шумертан пуҫланнӑ) Чӑн Тӗн кунӗ пулнӑран, Нӗсӗлсен йӑла йӗркипе, Чӳк пӑтти пӗҫерсе, Ҫӳлти Аслӑ ТУРӐна Кӗлӗ тӑвӑп, Киремете парнесем парӑп, Ваттисене асӑнӑп. Йе, Пӗсмӗлле, Турӑ, Ҫырлах, Амин. /Ҫапла пултӑр/», — тесе ҫырнӑ Юрий Туринке. «Туринке Керем умӗнчи, пурне те тасатакан, Этеме сыхлакан, усала та, чире те (короновирус) пӗтерекен - Ҫулӑмлӑ Кӑвайт...», — ҫырнӑ сӑнӳкерчӗксенчен пӗрне ӑнлантарса маттур чӑваш арӗ. Пӗчӗк видеосем те вырнаҫтарнӑ вӑл. Юрий Туринке чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлеҫҫӗ тесе шухӑшланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑччӗ. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Видеори сӑн Амур облаҫӗнче Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ Инҫет хӗвелтухӑҫ аистӑн пурнӑҫне сӑнама вырнаҫтарнӑ видеокамера тӑрӑх онлайн мелӗпе типӗ курӑк пысӑк лаптӑкра хыпса илнине курма май пулнӑ. Ҫӑмартаран тухмалли чӗпписене вара кайӑксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленӗ. Типӗ курӑк шӑп та лӑп нумай пулмасть ҫеҫ ҫӑмарта кӑларнӑ йӑва тавра хыпса илнӗ. Ҫулталӑк маларах ҫакнашкалах пулса иртнӗччӗ. Ун чухне мӑшӑр аист пурӑнакан кивӗ ЛЭП юпи ҫывӑхӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫунма тытӑннӑччӗ, Гильчин айлӑмӗ йӑлтах хыпса илнӗччӗ. Халӗ инкек тепӗр хут сиксе тухнӑ. Кайӑксем ҫӑмартисене хӑйсен кӗлеткипе хупланӑ. Йӑва ҫӳлте пулнӑран кӑна вӗсен сывлӑхӗ сиенленмен. Шел пулин те, ытти кайӑк-кӗшӗке унашкалах ӑнӑҫмӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен йӑвисене аялта, шурлӑхлӑ вырӑнта ҫавӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек пушарсем вара вӗҫен кайӑксемпе вӗсен чӗпписене ҫулран ҫул сахал мар тӗп тӑваҫҫӗ. Инҫет хӗвелтухӑҫ аисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑксен шутне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |