Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чылайӑшӗ ҫак кунсене килтен тухмасӑр ларса ирттерет. Ҫамрӑксем аптӑрамаҫҫӗ-ха: вӗсем онлайн-уроксенче вӗренеҫҫӗ, электрон кӗнекесем вулаҫҫӗ, паллӑ артистсен онлайн-концерчӗсене тата онлайн-спектакльсене пӑхса киленеҫҫӗ, тӗнче тетелӗнче ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗнӗ тантӑшӗсемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе калаҫаҫҫӗ. Хулара пурӑнакан ватӑсене кансӗр — уҫӑлса ҫӳресе вӑхӑта ирттерме те май ҫук вӗсен. Маларах онлайн-спектакль терӗмӗр те, Чӑваш Енре чӑвашла онлайн-спектакльсем кӑтартмаҫҫӗ. Вырӑс драма театрӗ онлайн-спектакль курма сӗнет-ха. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унччен ӳкернӗ спектакльсемпе фильмсене асӑннӑ учреждени сайтӗнчен уҫласа илме май пур Асӑннӑ учрежденин сайтӗнчи «Сидим дома» (чӑв. Килте ларатпӑр) ярӑмра «Кай, кай Ивана», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», «Ханума», «Юнлӑ туй», «Инҫет телей ҫути» спектакльсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() web.archive.org сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнертенпе пирӗн республикӑра общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ чару йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хулапа хула хушшинче ҫӳрекен транспорта ятарлӑ хушу кӑлариччен ӗҫлеме чарнӑ. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутпа хутлакан транспорт 5 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен ӗҫлӗ. «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутӑн расписанийӗ улшӑнӗ. 5 сехетрен 9 сехетчен транспорт кашни 10 минутра пӗрре ҫӳрӗ, 9 сехетрен 17 сехетчен – 20 минутсерен, 17 сехетрен 21 сехетчен – 15 минутсерен. Чӑваш Ен территорийӗнче, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те, пассажирсемпе багажа саккаспа турттаракансен ӗҫне те чарнӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Кӳкеҫ пирки уйрӑммӑн асӑнман. Апла пулсан, унти транспорт муниципалитетсем хушшинчи маршрут расписанийӗпе ҫӳрет пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Коронавирус тӗнчипе сарӑлнӑ май Раҫҫейри тухтӑрсен нумай ӗҫлеме тивет. Мускавра чирлӗ ҫын нумай пулнӑ май унти медиксем уйрӑмах канаймаҫҫӗ. Йывӑр ҫак тапхӑрта тухтӑрсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, федераци хыснинчен регионсене укҫа ярса парӗҫ. Чӑваш Ен тухтӑрсене хавхалантарма 48,1 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫапа пульницӑра пандеми вӑхӑтӗнче уйрӑм условисенче ӗҫлекен, коронавируспа чирлекен пациентсене пӑхса тӑракан тухтӑрсене хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хут уйӑрттарса пӗрлешме юрамӗ. Ҫапах, республикӑри юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗрине ҫырӑнма ирӗк парӗҫ. Анчах уява хӑнасене чӗнме юрамӗ. ЗАГСа хӑнасемсӗр каяс килмесен уява каярах куҫарма тивӗ. Хӑш куна куҫарасси пирки кайран ЗАГС ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен уйрӑлма та юрамӗ. Акан 3-мӗшӗччен панӑ заявленисене уйрӑм йӗркепе пӑхса тухӗҫ. Документсене илме вара чӗнсе илӗҫ. Аса илтерер: ку йӗркесене вӑхӑтлӑха тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнине кура йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ. Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Марина Доналд архивӗнчи сӑнӳкерчӗк «Лондон чӑвашла калаҫать» проект пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Марина Доналд пӗлтернеччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки пӗлсен ҫак йӗркесен авторӗ пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Маринӑпа ҫыхӑннӑччӗ. «Тӗрӗссипе каласан, проект халь пиҫсех ҫитмен-ха. Тепӗр пӗр эрне кирлӗ, эпӗ халь концепцие (чӑвашла хӑрушӑ курӑнать ку сӑмах) вӗҫлетӗп», – хуравланӑччӗ ун чухне хастар ентешӗмӗр. Марина Доналд Лондон хулинче пурӑнать. Хӑй вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар та юриста вӗренсе тухнӑ. Унччен – Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗнче. Шупашкарта та ӗҫленӗ, Мускавра та. Тӗнче тетелӗ урлӑ пулас упӑшкипе паллашнӑ. Великобританире икӗ ҫул каялла пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ вӑл киберхӑрушсӑрлӑх пӗлӗвне илет. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Эстонире пурӑнакан йӑхташсем «Ӑраскал» кӑларӑм йӗркелесе пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл передачӑна Ираида Захарова ертсе пырать. Унӑн черетлӗ каларӑмӗ ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 19 сехет те 35 минутра эфира тухӗ. Ираида Захарова Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑма чӑваш чӗлхине халаллӗҫ. Ӗмӗрсем иртнӗ май чӗлхемӗр аталанни, вӑл улшӑнса пыни пирки калаҫӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл передача ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртакан Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер пулӗ. Эфирта Виталий Адюков юррисем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Республики урлӑ «Атӑл» М-7 трасса 15 ял-хула патӗнчен иртет. Федераци ҫулӗ пулнӑ май машинӑсем йышлӑ хутлаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрене каҫса ҫӳреме кансӗр. Ҫавна шута илсе автобус чарӑнӑвӗсем тата ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул патӗнче хунарсем ҫаксан аван. «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтернӗ тӑрӑх, хунарсене М-7 ҫулӑн Чӑваш Енри виҫӗ участокӗнче вырнаҫтарӗҫ: Кипечкасси (км 629+511 — км 630+010), Шупашкаркасси (км 632+202 — км 632+652) тата Апаш (км 665+473 — км 665+91) тӗлӗнче. Питтикасси тата Энтри Пасар ялӗсем патӗнче светофор вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулсене дезинфекцилеме тытӑннӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ службӑсем санитарипе дезинфекци мероприятийӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ятарлӑ машинӑсем ҫул-йӗре дезинфекцилемелли шӗвексемпе сирпӗтеҫҫӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав дизинфекцилемелли япаласен пахалӑх сертификачӗ пур, ҫавна май вӗсем ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар. Палӑртмалла: ятарлӑ техника пысӑк территорие дезинфекцилеме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() syl.ru сайтри сӑн Чӑвашстат лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки эрнере республикӑра ҫӗр улми, кишӗр хакланнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ҫӗр улми – 8,8 процент, купӑста – 4,6 процент, сухан 4,3 процент хакланнӑ. Кӗрпе таврашӗн хакӗ те ӳснӗ. Уйрӑмах – хура тулпа вир. Астӑватӑр пулӗ: нумаях пулмасть ҫынсем хура тула черет тӑрсах туянчӗҫ. Хура тул хакӗ – 4,1 процент, вир 3,5 процент хӑпарнӑ. Чӑвашстат палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пекех сысна ашӗн, ҫӑмарта, сахӑр, тӑвар, ҫӑнӑх, рис, пан улми хакӗ хӑпарнӑ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ е 2 процент хакланнӑ, е унчченхи пекех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |