Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлейри участок пульницинчи уйрӑмсен заведующийӗсене штата чакарасси ҫинчен уведомленисем панӑ сӑмах ҫав тӑрӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫав хутра хайхисен должноҫӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗш хыҫҫӑн пӗтерессине систернӗ имӗш. Ҫӗнӗ хыпара илтнисем Ишлей пульницине хупаҫҫӗ тесе пӑлханса кайнӑ. Ку ыйтупа пуш уйӑхӑн 18-мӗшӗнче Ишлейри культура ҫуртне халӑх зал тулли пуҫтарӑннӑ. 200-е яхӑн ҫын пулнӑ. Халӑха пухма районти коммунистсем те ҫине тӑнӑ. Пухӑва Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин ертсе пынӑ. Ҫынсем ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинчен мӗншӗн никам килмен тесе кӑсӑкланнӑ. Пухӑва Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Михаил Алексеев хутшӑннӑ. Штата чакарас тенӗ йышӑнӑва пӑрахӑҫланине пӗлтернӗ вӑл. Уйрӑм заведующийӗсем унчченхиллех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар район администрацине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Николай Хорасев йышӑннӑ. Аса илтерер: Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Димитриев нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑччӗ. Ӑна Гостехнадзора ертсе пыма шанчӗҫ. Ӗнер Шупашкар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем район пуҫлӑхӗ пулнӑ Николай Хорасева администраци пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Унпа контракта икӗ ҫуллӑха алӑ пуснӑ. Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене лӑплантарасшӑн. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Чувашия без паники» (чӑв. Пӑлханман Чӑваш Ен) ушкӑн йӗркеленӗ. Вӑл https://vk.com/bezpaniki21 адреспа вырнаҫнӑ. Унта коронавируспа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпара пӗлтернипе пӗрех лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине ҫакӑнта https://vk.com/topic-181162659_40661223 хыпарлама пулать; кирлӗ эмел тавраш ҫуккине кунта https://vk.com/topic-181162659_40661235 систермелле; лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине https://vk.com/topic-181162659_40661349 ҫакӑнта пӗлтермелле. Асӑннӑ ушкӑнра мӗнпур информацие тӗплӗн тӗрӗслеме тата тивӗҫлӗ инстанцие ҫитерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() kprf.121 сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Сӑмахӑмӑр — Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пирки. Иван Исаева (ҫак должноҫе ӑна 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иккӗмӗш хутчен лартнӑччӗ) министр пуканне пушаттарнӑ хыҫҫӑн пысӑк пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама Виктор Косачева ҫирӗплетнӗччӗ. Ку вӑл нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Паян вара министр тивӗҫне пурнӑҫлама Александр Воробьева шаннӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫын — 39 ҫулта. Александр Воробьев «Раҫҫей экологи обществин» регионти уйрӑмне ертсе пырать. Министр тивӗҫне унччен пурнӑҫланӑ Виктор Косачев хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() hmediazavod.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцине пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл леш енче, Мари Республикинче, виҫӗ арҫын пулӑ тытнӑ. Вӗсенчен пӗри пӑр айне анса кайнӑ. «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцин пуҫлӑхӗ Атӑлӑн леш ҫыранне часах ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра тусӗсем арҫынна хӑйсем кӑларма хӑтланнӑ. Шел те, пулӑшу ҫитиччен арҫын сивӗ шывра шӑннипе вилсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑпа пулӑҫсем вилнӗ арҫынна кӑларнӑ, ҫирӗпех мар пар тӑрӑх ӑна кимӗ таран илсе ҫитернӗ. Вӗсем вилене полицие тата васкавлӑ медпулӑшӑва панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() google.com сайтри сӑн Чӑваш Енре коронавирусран страхлама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «ОВАС Страховани» компани пурнӑҫлать. Страхлавпа килӗшӳллӗн, коронавируспа чирлесе вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем 1 миллион тенкӗ таран страховка илееҫҫӗ. Пандеми сарӑлнӑ май Раҫҫейри страхлав компанийӗсем ятарлӑ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Полис строкӗ – 1 ҫул. Диагноза ҫирӗплетсен компенсаци 20, 50 е 100 пин тенкӗпе танлашать. Ку хӑш программӑна суйланинчен килет. Страховкӑна сиплев, тухтӑр шырани, амбулатори сиплевӗ, эмелсен хакӗсем кӗреҫҫӗ. Аса илтерни пӑсмӗ: ҫак тапхӑрта алла уйрӑмах лайӑх, тӑтӑш ҫумалла, медицина маски тӑхӑнмалла, ҫын ҫӳрекен вырӑна тухмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей ӑсчахӗсем коронаавирус геномне палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ паян «Российская газета» хаҫат ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарлани тӑрӑх. Грипӑн А.А. Смородинцев ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсем SARS-CoV-2 коронавирусӑн тулли геномне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ДНК молекулинче нуклеотидсен йӗркине тишкернӗ. Генома палӑртни ҫӗнӗ коронавирус епле аталаннине тата вӑл епле аталаннине ӑнланма кирлӗ. COVID-19 коронавирус — ҫӗнӗ йышши вирус. Генома ӑнланни вирус Раҫҫее епле лекнине тата вӑл мӗнле аталанассине палӑртма май парӗ. Ӑсчахсем пӗлнӗ информацие тӗпе хурса коронавируса хирӗҫ вакцина тата коронавируса хирӗҫле препаратсем хатӗрлеме май килӗ. Ҫапла ӗнентереҫҫӗ специалистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() osnmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Пӑртас ялӗнче выльӑхӑн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ территорире ҫавна май паянтан карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта та карантин тесе йышӑннӑччӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Каранти тесе йышӑннӑ тӑрӑхра йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Робота Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн учрежденийӗсенче медицина маскисем ҫӗлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Робота пӗлтернӗ. Вӑл республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Унта енсем управленин производстви пирки калаҫнӑ. Ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенче ҫӗвӗ производстви, тимӗр-тӑмӑртан япала туса кӑларасси, йывӑҫ-чус тирпейлесси тата ял хуҫалӑхӗ вӑйлӑ аталаннӑ. «Пирӗн 2500 гектар ытла ҫӗр пур. Пахчаҫимӗҫпе, сысна ашӗпе, сӗтпе эпир хамӑра тивӗҫтеретпӗр. Ҫӗрулмие тата ытти пахчаҫимӗҫе кӑҫал Мари Эла та ӑсатрӑмӑр», – каласа кӑтартнӑ Александр Робота. «Раҫҫей Правительстви хушнипе пирӗн тытӑм медицина маскисем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Эпир те унта хутшӑнӑпӑр», — тенӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫак кунсенче коронавирус пирки ӳркенмен ҫын кӑна калаҫмасть пулӗ. Теприсем, хытах шикленсе ӳкнисем, канӑҫа ҫухатнӑ. Ҫавсем чирлесрен ҫеҫ мар, выҫлӑх вӑхӑчӗ ҫитесрен те шикленеҫҫӗ. Сыхланакана Турӑ сыхланине пӗлетпӗр-ха. Анчах шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенине те асра тытмалла. Канӑҫсӑрланса кам лавккана, кам аптекӑна васкать. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятире пулнӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӗртавар ҫӗнӗ тыр-пул тухӑҫне пуҫтарса кӗртиччен пурӑнмалӑх та ҫитет. Апла пулсан ҫӑнӑх та ҫителӗклӗ пулӗ, кӗрпе-макарон та. ...Пӗр вӑхӑтра, астӑватӑр-и, тӑвар хакланать терӗҫ, тепрехинче — сахӑр песукӗ, хуратул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |