Культура
![]() workshome.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӑш-пӗр хулара причалсем тума палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ӗҫе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче пуҫӑнасшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакӑн пирки Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулусенчен пӗрин вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ӗҫлӗ ирхи апатра пулнӑ. Ӑна никама пӑхӑнман общество организацийӗ — Менеджерсен ассоциацийӗ — йӗркеленӗ. Олег Николаев Чӑваш Ен хамӑр ҫӗршыври туристсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисене те илӗртессе шанать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Енӗмӗр — тӗлӗнмелле регион, унӑн культури хӑйне евӗр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тата илӗртӳллӗрех пулса тӑрӗ. «Шупашкарсӑр пуҫне пирӗн интереслӗ вырӑнсем татах пур: Куславка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр. Вӗсем кашниех хайне евӗр. Кӑҫал эпир Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал стенкисем тума пуҫласшӑн», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Sfera.fm сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ял хуҫалӑхӗнче туса илекен апат ҫимӗҫ ҫителӗклӗ, хаксем ӳссе кайман. Ҫапла ӗнентерет короновирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабра йӗркеленӗ ведомствӑсем хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлӗнчи хаксене тишкернӗ. Хаксене кунсерен, ял хуҫалӑх чӗр таварӗпе апат-ҫимӗҫ саппасне эрнесерен тишкернине пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчипе танлаштарсан пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ кӑштах хакланнӑ: сахар хакӗ ӳснӗ, 1,7 процент, турӑх — 1,1%, ҫӗрулми — 1,0%, помидор — 1,4%, виноград — 1,8%. Сысна ашӗ 1,0%, чӑх какайӗ 1,2%, тӗтӗмленӗ пулӑ 1,0%, хӑяр 3,5%, пылак пӑрӑҫ 1,7%, мандарин 1,1% йӳнелнӗ. Ҫав вӑхӑтрах халӑхра лавккасенче апат-ҫимӗҫ пулмӗ тесе шикленекенсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ пулассине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫулталӑка пӗтӗмлетӗвӗ Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртмеллеччӗ. Унта районсемпе хуласенчи шкулсенче, пултарулӑх ҫурчӗсенче, музейсенче, клубсенче, вулавӑшсенче, архивсенче, таврапӗлӳ ӗҫӗпе тимлекен ытти учрежденипе организацире тӑрӑшакансене йыхравланӑччӗ. Анчах вӑл пуху пулмӗ. Ҫакӑн пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева паян Фейсбукра асӑрхаттарнӑ. «Шупашкарта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ (COVID-19) сарӑлас хӑрушлӑх пуртан Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пухӑвӗ каярах иртӗ», — ҫапларах ҫырса хунӑ вӑл хыпарта. Пухӑва хӑҫан пухӑнассине каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫитес уйӑхӑн ҫуррисенче пирӗн республикӑра сунар тапхӑрӗ пуҫланӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ. Ҫурхи сунар тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланса ҫав уйӑхӑн 27-мӗшӗччен пырӗ. Сунара пӑшал ҫакса каяс кӑмӑллисем ятарлӗке халех илме пултараҫҫӗ. Ҫав хутсене ырантан, пуш уйӑхӗн 18-мӗшнчен, Чӑваш Енӗн Чӗрчунсен тӗнчине тата ятарласа сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене упрассипе ӗҫлекен дирекцийӗнче пама пуҫлӗҫ. Асӑннӑ дирекци адресне те пӗлтерер. Вӑл Шупашкарти Мир проспектӗнчи 90-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Сунара кайма ирӗк илме унта 207-мӗш пӳлӗме каймалла. Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствин сайтӗнче сунар йӗркипе тӗплӗн паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Оперӑпеа балет театрӗ. Валери Туркай тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшпе 12-мӗшӗнче иртмелли Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивале пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Фестивале COVID-2019 коронавирус алхаснине пула ирттермӗҫ: Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ нумай пулмасть вӑл пандемие ҫаврӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра пӗр чирлӗ ҫынна та тупман пулин те вирус инфекцине сарӑлма парасран фестивале пӑрахӑҫланӑ. Фестивале хӑйне Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем икӗ концерт, ҫавӑн пекех пилӗк балет хатӗрлеме палӑртнӑччӗ: «Баядерка», «Эсмиральда» (Самар коллективӗ), «Корсар» (Чулхула), «Акӑш кӳлли», «Дон Кихот». Фестивале Раҫҫей балечӗн ҫӑлтӑрӗсем те, пӗтӗм тӗнчери сцена ӑстисем те хутшӑнмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ. Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ. |
Культура
![]() Чӑваш Енре пӑлхар-чӑвашсен XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчи историне халалласа фильм ӳкересшӗн. Ҫак ӗҫшӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви 2,95 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Фильм ячӗ — «Тайна древней Волги». Ӗҫе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ пурнӑҫлӗ. Фильм Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар-чӑвашсен кун-ҫулӗпе, ҫав саманари социаллӑ политика лару-тӑрӑвӗпе паллаштарӗ, Пӑлхар хулин шӑпине кӑтартса парӗ. Фильма ӳкерес кӑмӑллӑ «Чӑвашкино» киностуди кинокартина 40 минутран кая мар пырассине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерес тата монтаж тӑвас ӗҫсене кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Пӑлхар-чӑвашсем ҫинчен ӳкернӗ кинокартина юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли хатӗр пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...» (Н.И. Ашмарин). Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ. Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ. |
Раҫҫейре
![]() sott.net сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Раҫҫейре коронавируспа чирленӗ 93 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пульницӑсенче 79 пациент выртать. 4 ҫын сывалнӑ. Кун пирки РФ вице-пермьерӗ Татьяна Голикова пӗлтерет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 86 тӗслӗх – ют ҫӗршывран килнӗ хыҫҫӑн чирленисем. 7 пациент Раҫҫейре чирлӗ ҫынпа хутшӑнса аптӑраса ӳкнӗ. Ку енӗпе Италире лару-тӑру йывӑр. Унта чирлекенсен йышӗ кашни кунах ӳссе пырать. Федераци каналӗпе пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кӑна 100-е яхӑн ҫын чирленӗ. Вилекенсен йышӗ те нумайланса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Олег Николаев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑранпа иккӗмӗш хут лекет. «Медиалоги» пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевичӑн позицийӗ аялалла аннӑ. Пӗтӗмӗшле списокра вӑл 15-мӗш вырӑнтан 4 йӗрке аннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара 4-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне ҫитнӗ. Чи малти йӗркесене унчченхи пекех (Атӑлҫи федераци округӗнче) Тутарстан президенӗ Рустам Минниханов, Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |