Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче паян пӗлтерӗшлӗ самант пулса иртрӗ — пахалӑхлӑ куҫару тума кирлӗ мӑшӑрсен йышӗн 1/3 пайне туса ҫитертӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрсен шучӗ 333 333-рен иртрӗ! Хальхи вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмачра та, эпир хамӑр хатӗрленӗ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче те чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан-чӑвашла куҫарма май пур пулин те вӑл тем тесен те ҫав териех пахалӑхлӑ мар. Хӑшпӗр чухне лайӑхах куҫарса парать, тепӗр чухне ӑнланма ҫеҫ пулать, виҫҫӗмӗшӗнче вара пач та ӑнланмалла мар куҫарса парать. Ҫакӑн сӑлтавӗ — куҫару тума мӑшӑрсем ҫителӗксӗртерех пулнинче. Тем тесен те эпир хамӑр вӗрентнӗ модельте те, «Яндекса» панинче те пурӗ те 250 пин мӑшӑр кӑна. Мӑшӑрсен йышне миллиона ҫитерсен ҫеҫ йӗркеллӗ, тивӗҫлӗрех куҫару тума май пулӗ. Ҫавна май эпир пурне те ҫак ӗҫе хутшӑнма чӗнсе калатпӑр! Мӗнлде пулӑшма пултаратӑр-ха? 1) Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче чӑвашла пуплевӗшсене вырӑсла куҫарса (ку ӗҫе пурте тӑваймаҫҫӗ пулин те, хӑшӗ-пӗри ӑна пурнӑҫлама пултаратех!); 2) Сканерланӑ чӑвашла текстсенчи йӑнӑшсене юсаса тухса (эпир сире кӗнекен ӳкернӗ страницисене тата хӑй текстне парӑпӑр — сирӗн сканерланӑ хыҫҫӑн юлнӑ йӑнӑшсене юсаса тухмалла пулӗ); 3) Эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайчӗпе усӑ курса чӑвашларан-вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарса (ҫапла май пирӗн куллен усӑ куракан тӗслӗхсем пухӑнӗҫ); 4) Чи ҫӑмӑл ӗҫ вара — эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче пирӗн тӑлмач хатӗрленӗ куҫарусене хакласси (кунта япӑххисемпе аван куҫарусене ҫеҫ сирӗн суйламалла). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Шупашкарта ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем урамра ҫӗҫӗпе сулкалашса ҫӳрекен арҫынна асӑрханӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Ҫамрӑк ҫынна ҫийӗнчех полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 25 минутра Президент бульварӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй мӗн тунине ӑнланман, урам тӑрӑх ҫӗҫӗпе сулкалашса утнӑ. «Эпир ӑна изоляцилерӗмӗр, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма полици уйрӑмне илсе ҫитертӗмӗр. Эсир те ҫакнашкал ҫынсене курсан 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр», - тенӗ ҪҪХПИ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 102 ҫулти Анастасия Терентьева Шупашкара ҫӳлтен курма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӑнукӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ. Мӑнукӗ Андрей Шамбулин экскурсие лекес тесе ЧР Элтеперӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ. Кӗҫех кинемее Правительство ҫуртне чӗнсе илнӗ. Унта унпа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев курнӑҫнӑ. Анастасия Терентьевӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл ялта ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемьере тӑхӑр ачана пиллӗкӗшӗ ача чухнех вилнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсене кулак тесе айӑпланӑ, икӗ хутлӑ шкулӗнчен шкул тунӑ. Амӑшне ачисемпе мунчана пурӑнма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ. 22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта. Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра юридици пулӑшӑвӗ паракан портал уҫма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ресурс «мӗн тумалла?» ыйтӑва хуравлама пулӑшӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, право ыйтӑвӗсене юристсем он-лайн тата тӳлевсӗр хуравлӗҫ. Раҫҫей Юстици министерстви «О едином государственном портале правового просвещения и бесплатной юридической помощи» (чӑв. Право ҫут ӗҫӗн тата тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗн пӗрлехи патшалӑх порталӗ ҫинчен) ятпа правительство йышӑнӑвне хатӗрленӗ. Портала 2021 ҫулта ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. Порталта ваккат тата нотариус сӗнӳ-канашӗ пулӗ. Кӑткӑс ыйтусем пулсан профессионал юристсен списокӗпе паллашма май килӗ. Регионсенче вырӑнти саккунсемпе норматив докуменчӗсем вӑйра тӑнине кура вӗсен сегментне те пӑхса хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() google.com сайтри сӑн Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ачана кун ҫути парнеленӗ те ӑна ҫуратмалли ҫуртрах хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварнӑ. Тин ҫуралнӑ хӗрачана урӑх ҫемье усрава илнӗ. Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ача ҫуралсанах ӑна хӑварасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӗрачана медицина организацийӗнче хӑварса хӑй киле кайнӑ. Юрать, ачан телейӗ ҫумрах пулнӑ. Тепӗр хӗрарӑм, ачашӑн пачах ют ҫын, ун ҫине пӑхнӑ та ӑна хӑйӗн хӳттине илме шухӑшланӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫемьере хӗрача валли пӗтӗм услови пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Вӑрҫӑ ачисем пирки юлашки вӑхӑтра час-часах калаҫаҫҫӗ. Патшалӑх хӑйсене пулӑшасса ашшӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисен ывӑл-хӗрӗ уйрӑмах кӗтет. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ сӗннипе пухӑннӑ. «О детях войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) саккун проектне сӳтсе явма депутатсем, влаҫра ӗҫлекенсем, юристсем пухӑннӑ. Ҫак ыйтӑва ветерансен организацийӗсемпе те маларах, пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче, сӳтсе явнӑ. Саккун проектӗнче вӑрҫӑ ачисен статусне тата вӗсене социаллӑ пулӑшу парассине пӑхса хӑварнӑ. Вӑрҫӑ ачисен йышне 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене кӗртме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерствин Инстаграмри страницинчи сӑн Чӑваш Енре пӗр ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Ҫак пациент халӗ хӑйне мӗнле туять-ха? Аса илтерер: Бразилирен таврӑннӑ арҫын Сӗнтӗрвӑрринче хӑйӗн килӗнче изоляциленнӗ. Тест унӑн коронавирус инфекцийӗ пуррине палӑртнӑ. Арҫынна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ, уйрӑм бокса вырнаҫтарнӑ. Паян кӑнтӑрла ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент хӑйне лайӑх туять, чир ҫӑмӑл формӑпа иртет. Унӑн температура ҫук. Тест коронавирус инфекцийӗ ҫуккине палӑртсан ӑна пульницӑран кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ. Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ. Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен. Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |