Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак кунсенче кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, ку хыпар та ҫав чирпе ҫыхӑннӑскерех. Килтен тухмасӑр ларсан амакран асӑрханма пулать тесе ӗнентернипе ватти-вӗтти урама тухма шикленет. Влаҫрисем йӗркене ҫирӗплететпӗр тесе саккунсене хытарчӗҫ. Карантин йӗркине пӑсакансене тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ суя хыпар саракансене ҫирӗп явап тыттарма йышӑнчӗҫ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Мы из Чувашии» (чӑв. Эпир Чӑваш Енрен) пӗрлӗхре «Ырантан хулана кӗртме тата унтан тухма чарӗҫ... Ятарлӑ ирӗк кирлӗ пулӗ. Протоколсем ҫырӗҫ… Штраф виҫи 40-70 пин тенкӗ…», – тесе ҫырнине прокуратура асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче ҫавӑн пек чаруллӑ хушу пулман. Апла пулсан тӗнче тетелӗнчи ҫӳлерех асӑннӑ хыпар суя шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Хулари иккӗмӗш пульницӑн стационарне карантина хупнӑ. Унтан никама та кӑлармаҫҫӗ, никама та кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Стационарта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынна пулнӑ. Поликлиника вара унчченхиллех ӗҫлет-мӗн. Вӑрмарти район пульницинче 1-мӗш тата 2-мӗш корпуссенче обсерватори туса хунӑ. Ирӗксӗр тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Асӑннӑ пульницӑн терапи уйрӑмӗнче сипленекен пӗр хӗрарӑм covid-19 чирли палӑрнӑ. Пациенткӑпа пӗр уйрамра выртнӑ 26 пациента тата медорганизацире ӗҫлекен 20 ҫынна обсерватора вырттарнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн ытти стационарӗнчи ҫынсенне те анализ илнӗ. 12 тухтӑра киле карантина янӑ. Ытти уйрӑмри специалистсем унчченхиллех ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем ача ҫуратма хатӗрленнӗ 50 ытла хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравласа шыв кайнине, хырӑмӗ ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади 15 минутран Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялне ҫитнӗ. Марина Беловӑпа Артем Налимов хӗрарӑма машинӑна хурса пульницӑна кайма тухнӑ. Анчах ҫитеймен – ҫуратма пуҫланӑ. Водитель машинӑна чарнӑ кӑна – 5 минутран ача сасси янӑраса кайнӑ. Ҫул ҫинче 3 килограмм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Фельдшерсем ку таранччен кун пеккине тӗл пулман. Хӗрарӑма ҫураттарни – вӗсен пӗрремӗш опычӗ. Ача ҫуралсан вӗсем часрах Шупашкрати пульницӑна вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Республикӑра ку эрнере 15 градус таран ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Анчах паян-ыранах мар. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, калллех юр ҫума пултарӗ, ҫавна май ҫулсем шуҫлакланӗҫ. Юнкун вара самаях ӑшӑтӗ, термометр 10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 15 градуса ҫитӗ. Акан 10-мӗшӗнче кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Ку хальхи вӑхӑтра питӗ хӑрушӑ: ҫынсем тем чуль асӑрхаттарсан та типӗ курӑк ҫунтараҫҫӗ, ҫулӑм ҫиле пула сарӑлма пултарать. Анчах шӑматкун каллех ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫитес эрнерен вара Чӑваш Енре ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи пӗр пуҫлӑха ӗҫри машинӑпа хӑйӗн тӗллевӗпе ярӑнма юратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем коррупципе кӗрешмелли саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн машина пулнӑ. Унпа вӑл кӑмалтан усӑ курнӑ. Ӗҫ тума кайнӑ чухне ҫеҫ мар. Канмалли кунсенче те, уявра та. Ун чухне вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Ӗҫри машинӑпа тӗллевсӗр хутланӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ кодексӗн 19.1 статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухса суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти клиника центрӗн 1-мӗштата 2-мӗш поликлиникисене карантина хупнӑ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Поликлиникӑсем паянтанпа, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе, ӗҫлемеҫҫӗ. Медицина организацийӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсенчен пӗрин коронавирус тесчӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ӑна уйрӑм палатӑна вырттарнӑ. Хӗрарӑм чикӗ леш енче пулман. Поликлиникӑсенче дезинфекци ирттереҫҫӗ. Медицина организацийӗсен ӗҫченӗсене карантина янӑ. Вӗсенне COVID-19 анализӗ илнӗ. «Анализ кӑтартӑвӗ хальлӗхе паллӑ маи пулин те поликлиникӑна карантина хупас терӗмӗр. Ҫакна эпир инфекцие сарас мар тесе турӑмӑр», — тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов. Маларах асӑннӑ поликлиникӑсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Чапаев поселокӗсенче пурӑнакансене йышӑннӑ. 1-мӗш поликлиника Социализм урамӗнче, 2-мӗш Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ алла ҫыхмалли сехет туянать. Пӗтӗмпе 300 штук. Вӗсенчен ҫурри — хӗрарӑмсем валли, тепӗр ҫурри — арҫынсем валли. Сехечӗ ахальли мар. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер пулӗ вӑл. Сехет хатӗрлекен валли 779 100 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр сехет хакӗ 2 пин те 597 тенке ларӗ. Контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн сехете 10 кунта хатӗрлесе памалла. Сехет классика формиллӗ пулмалла. Циферблатӑн варринче Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳкерчӗк вырнаҫтармалла. Сехетӗн хыҫал енне «От главы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Элтемерӗнчен) тесе ҫырса хурӗҫ. Сехет латуньтен хатӗрлӗҫ. Ылтӑн евӗр тӗслӗ пулӗ вӑл. Арҫын сехечӗн диаметрӗ 38 мм, хӗрарӑмӑн 28 мм пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр икӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи канашлура каланӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтернӗ. Кӗске хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр икӗ ҫынна палӑртнӑ. Шӑматкун ку чирпе аптӑракансене икӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус ернисем, арӑмӗпе упӑшки, ют ҫӗршывран – Доминиканӑран – канса килнӗ. Мӑшӑр карантинта килте ларнӑ. Арӑмӗпе упӑшкин анализӗ начаррине пӗлсен тухтӑрсем вӗсене пульницӑна васкавлӑн тата мӗнпур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ене Питӗрти хастар чӑваш, Валериан Гаврилов, килнӗ. Вӑл республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗпе Роза Лизаковӑпа тӗл пулнӑ. Валериан Анатольевич Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗсем юлашки ҫулсенче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унти икӗ организаци ултӑ программа пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш культурин «Чӑваш тӗнчи» интерактивлӑ музейӗ аван ӗҫлет. Музей ертӳҫисем — Валентина Пиличева тата Валериан Гаврилов. «В мире чувашского языка и культуры» (чӑв. Чӑваш чӗлхин тата культурин тӗнчинче) клуб, чӑваш чӗлхи курсӗ (ертӳҫи — Анастасия Бахматова), чӑваш тӗррин кружокӗ (ертӳҫи — Алевтина Челнокова) тата ыттисем ӗҫлеҫҫӗ. Валериан Гаврилов (вӑл — экономика ӑслӑлӑх кандидачӗ) ертсе пыракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ пур. Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗ кӗнеке-календарь кӑларма хатӗрленет. Валериан Гаврилов Роза Лизаковӑна «Юрату» ансамбль сӑнӳкерчӗкӗллӗ календарь парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ. Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ. Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |