Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑшӑлвируса пула 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем экзамен тытмӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. 9-мӗш класра ӑс пухакансен аттестат илес тесен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа ҫеҫ экзамен памалла пулӗ. Вӗсене хӑҫан тытассине РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Рособрнадзор палӑртӗҫ. Вӗренекенсем экзаменсене шкултах, хӑйсем ӑс пухнӑ вырӑнтах, парӗҫ. Экзамена маларах тытма май парас ыйтӑва ҫӗршыври эпидемиологи лару-тӑрӑвне кура татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Александрова Виктория Валерьевна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл киле килмен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унччен хӗрӗ капла тухса кайман, ҫухалса ҫӳремен. Хӗрӗ кайсан 3 сехет иртсенех хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Виктория килтен кайнӑ чухне симӗс куртка, хура лосина, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ. Хӗр 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksary.ru сайтри сӑн Паян унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Владимир Викторова Шупашкар районӗн пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ушкӑна ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ. Владимир Викторов 1999-204 ҫулсенче Шупашкар районӗн пульницинче ӗҫленӗ ӗнтӗ. Вӑл ун чухне стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. 2004 ҫулта ӑна Хулари 2-мӗш стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тепӗр ҫул Хулари стоматологи поликлиникине ертсе пыма тытӑннӑ. 2015 ҫулта вӑл стоматологи специальноҫӗпе диссертаци хӳтӗлесе медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Владимир Викторов 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча центрӗсенчен пӗри кӑшӑлвирусран шикленмен. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ канмалли кунсем тесӗ пӗлтернине те, Чӑваш Енре ятарлӑ мерӑсем йышӑннине те пӑхӑнман унта. Хулари Павлов мичман урамӗнчи «Джуниор» ача-пӑча центрӗ ӗҫленине Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча организациийӗнче дежурство ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пынӑ вӑхӑтра унта тӑватӑ ача пулнӑ. Ача-пӑча центрне Шупашкарти Мускав район сучӗ 31 кунлӑха ӗҫлеме чарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн учреждение пырса суд приставӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Джуниор» центра ӗҫлеттерме чарса лартнӑ, унӑн алӑкӗсене хупса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗн Николай Шелепин (1881–1945) «Кушакпа Автан. Кот и Петух» юмахӗ пичетленнӗ. Ӑна «Нестареющая книга» (чӑв. Кивелмен кӗнеке) ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ.Пьеса-юмаха 1926 ҫулта ҫырнӑ поэт. Халӗ ӑна чӑвашла та, вырӑсла та вулама пулать. Николай Шелепи поэта иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнчех литература ҫыннисем аван пӗлнӗ. Вӑл сатира сӑввисем, истори халапӗсем тӑрӑх поэмӑсем, ачасем валли хайлавсем ҫырнӑ. Кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина. Кӑларӑма хатӗрленӗ чухне 1957 ҫулта пичетленнӗ чӑвашла, 1960 ҫулта пичетленнӗ вырӑсла текстсене тӗпе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Ӗҫлев министерстви ӗҫсӗррисене уйӑхсерен 12 пин те 130 тенкӗ тӳлеме май паракан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унччен ку пособин чи пысӑк виҫи уйӑхсерен 8 пин тенкӗпе танлашатчӗ. Кӑшӑлвируса пула ҫынсем ӗҫсӗр юлнине кура пособи виҫине ӳстерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑй хушнӑччӗ. Унтан та ытларах. Пособие кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пурне те 12130 тенкӗ тӳлесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ укҫин виҫине шута илмесӗр. Ӗҫсӗр ҫыннӑн ача-пӑча пулсан кашни тӗпренчӗкшӗн 3-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ӗҫсӗр юлнине ҫирӗплетме ӗҫ кӗнекин копине, ӗҫрен хӑтарнине ҫирӗплетекен приказа, юлашки виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫине кӑтартакан справка илсе ҫӳреме кирлӗ мар. Яваплӑ ведомствӑсем ку хута хӑйсемех ыйтса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Николай Бударин космонавта професси уявӗпе саламланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. «Космонавтика кунӗпе, туссем! Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – наци мӑнаҫлӑхӗн, профессионализм ҫитӗнӗвӗн тата мӗнпур ҫӗршывӑн талпӑнӑвӗн кунӗ. Космос отраслӗн аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗпе эпир кунсерен усӑ куратпӑр. Пуласлӑх технологийӗсем пирӗншӗн тахҫанах кулленхи куна ҫаврӑнчӗҫ. Ҫав технологисем пулӑшнипе хамӑрӑн ентешӗмӗре Николай Михайлович Бударин космонавта уяв ячӗпе саламлама пултартӑм», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев. Чӑваш Ен тӗнчене харӑсах виҫӗ космонавта парнеленине палӑртнӑ вӑл. Андриян Николаев, Муса Манаров тата Николай Бударин ячӗсем Чӑваш Ен историйӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырӑннине асӑннӑ. «Эпӗ вӗсен паттӑрлӑхӗпе хавхаланатӑп. Тӳпе пирки ӗмӗтленсе вӗсен мӗн тӳсме тивнине ачасене каласа кӑтартатӑп», – ҫырнӑ Олег Николаев Инстаграмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() lospet.ru сайтри сӑн Шупашкарта 42 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын хӗрсен ушкӑнне ҫулӑхнӑ. Лешсем унпа калаҫасшӑн пулман. Ку вӗсене кӗленчепе пеме пуҫланӑ, икӗ ҫӗҫӗпе хӑратнӑ. Хӗрсем хӑраса кайнӑ, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Арҫын вара пӗрин хыҫҫӑн чупнӑ. Ҫакна 35-ри арҫын курнӑ та хӗре хӳтӗлеме тӑнӑ, ӳсӗрскере лӑпланма ыйтнӑ. Икӗ арҫын тытӑҫса ӳкнӗ. Ӳсӗрскер ҫамрӑккине ҫӗҫӗпе 6 хут чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ӳсӗр арҫынна иртен-ҫӳрен тытса чарнӑ, ӑна полицие тыттарса янӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Унччен ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойловӑна Росздравнадзор пуҫлӑхне лартнӑ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Палӑртмалла: Алла Самойлова 201 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи нарӑсчен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2018 ҫулта вӑл Росздравнадзорта ӗҫлеме пуҫланӑ, ертӳҫӗн канашҫи пулнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Проект ӗҫен департаменчӗн ертӳҫине лартнӑ. Ку ведомствӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче министерствӑсен нацпроекчӗсене тата проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслеме йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ Тӗнчипех кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра Никита Тӗнче ҫемйипе хӑш ҫӗршывра-ши? Ку ыйту чылайӑшӗшӗн кӑсӑклӑ пулӗ-ха. Нумях пулмасть Никитӑпа «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ ҫыхӑннӑ. Никита тата Настя Тӗнчесем тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Ая халӗ АПШра. Вӗсем Техас штатӗнче пурӑнаҫҫӗ. «Пурте килте лараҫҫӗ. Нимӗнле пӑлхану та ҫук. Халӗ ӗҫпе йывӑртарах, ҫавӑ ҫеҫ», - пӗлтернӗ Никита журналиста. Тӗнчешӗн йывӑр ҫак самантра та Никита Тӗнче Чӑваш Ене таврӑнма палӑртман-ха. Вӗсем малалла ҫул тытасшӑн, урӑх ҫӗршывсене ҫитсе курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |