Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хӑйӗн сайтӗнче кӑнтӑрла ҫитес умӗн пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах стопкоронавирус.рф сайтра пирӗн тӑрӑхра пиллӗккӗн вилнине хыпарланӑ. Унти кӑтарту 10 сехет те 35 минут тӗлне хатӗрленӗскер.

Асӑннӑ сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне пирӗн ҫӗршывра 2,14 миллион тест тунӑ. Чирлисене 52 пин те 763 тӗслӗх палӑртнӑ. 3 пин те 873 ҫын сывалнӑ. 456 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилекенсенчен кашнинех ытти чир-чӗр пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Кӑшӑлвирус ернисенчен 45 проценчӗ чирлине туйман та, 20 проценчӗ вара хытах нушаланать. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ цифрӑна РФ сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ӗнер пӗлтернӗ.

 

Статистика

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ 225 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шӗ сывалнӑ. Ӗнер вилнисен йышӗнче 2 ҫынччӗ, паян вара виҫҫе ҫитнӗ. Иккӗшӗн кӑшӑлвирус пулнине вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлнӗ.

«Кӗрен парӑс» обсерваторие 16 ҫынна вырттарнӑ. Тепӗр 10 ҫыннӑнне анализ кӑтартӑвӗсене кӗтеҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 3621 ҫынна сӑнаса тӑнӑ, халӗ ку йышра – 1538 ҫын. Вӗсенчен 1260-шӗ килте карантинра лараҫҫӗ, 262-шне пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсен хушшинче 18 ҫул тултарман 22 ача.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ.

Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ.

Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мӑнкун уявӗнче, Етӗрне районӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Метикасси ялӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Кил хуҫисем уявра ҫурта ҫутнӑ, анчах ӑна пӑхса тӑман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шӑпах ҫуртана пула тухнӑ.

Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем вӗсен вити-сарайне сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑма кӳршисем патне куҫма паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63901
 

Республикӑра
"Яндекс навигатор" сӑнӳкерчӗкӗ
"Яндекс навигатор" сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем «Яндекс навигаторта» онлайн-митинг ирттернӗ. Сарӑмра (приложени) ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ комментарисем нумай. Эпицентр – Правителство ҫурчӗ умӗнче.

Ҫынсем тӳре-шара ним те туманнипе кӑмӑлсӑр. Кӑшӑлвирус сарӑлать, ҫынсен килте лармалла, анчах влаҫ инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнасшӑн мар-мӗн.

Халӑх килте лармалли тапхӑрта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемеллине пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Онлайн-митинга хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, «Яндекс» хӑш-пӗр комментарие хуратма тытӑннӑ.

Сӑмах май, кун пек митингсем Шупашкарта кӑна мар, Раҫҫейри хӑш-пӗр хулара та иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63906
 

Сывлӑх
pda.21.fsin.su сӑнӳкерчӗкӗ
pda.21.fsin.su сӑнӳкерчӗкӗ

Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри управленийӗ хӑйӗн учрежденийӗсенче кӑшӑлвирусран сыхланас енӗпе мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах халӗ ҫак тытӑма та ҫав амак ҫитнӗ.

Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑнне кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешме пирӗн республикӑра йӗркеленӗ оперативлӑ штабра ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн чир палли пулман. Анализа планпа килӗшӳллӗн илнӗ.

Следстви изоляторӗнче халӗ йӗркене ҫирӗплетнӗ. Чирлӗ хӗрарӑмпа хутшӑннисене урӑх ҫӗре куҫарнӑ, вӗсенне анализ илнӗ.

Кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, анализ илнисен 65 проценчӗн чир ниепле те палӑрман.

 

Статистика
abakan-news.ru сайтри сӑн
abakan-news.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 32 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла майпа ку таранччен ку инфекципе 225 ҫын аптӑранӑ.

Пӗтӗмпе 9 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 1 ҫын вилнӗччӗ. Паян вара ҫакӑ паллӑ: тепӗр ҫын та кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Аса илтерер: вируса пула вилнӗ пӗрремӗш пациент 79 ҫулта пулнӑ. Ӑна кӑшӑлвирус чирлӗ ҫынран ернӗ. Анализ илсенех ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Анчах сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Вӑл чире парӑнтарайман – вилнӗ. Иккӗмӗш пациент миҫе ҫултин хальлӗхе пӗлтермен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63894
 

Экономика
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗк
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗк

«Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ.

Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать.

Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур.

Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.

Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ
"Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна виҫӗ кун шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хасатарӗсем пӗлтереҫҫӗ.

27 ҫулти Алексей Геннадьевич Зайцев ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе киле таврӑнман. Ӑна полици, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ.

Алексей ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ – 172 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун вӑл хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Алексей пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 951-998-69-35 (Игорь Каспер) е 800) 700-54-52, 112.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63889
 

Страницӑсем: 1 ... 1501, 1502, 1503, 1504, 1505, 1506, 1507, 1508, 1509, 1510, [1511], 1512, 1513, 1514, 1515, 1516, 1517, 1518, 1519, 1520, 1521, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...