Вӗренӳ
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра 9 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Шупашкарта туса лартасшӑн, унсӑр пуҫне пӗрер — Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Ача пахчисем тума 2020-2021 ҫулсенче 1 648,7 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, учрежденисене хӑпартма патшалӑх экспертизине ака-ҫу уйӑхӗсенче илӗҫ. Хальлӗхе вара «Солнечный-4» (чӑв. Хӗвеллӗ-4) микрорайонта 110 вырӑнлӑх, «Хӗвеллӗ-7» микрорайонта 250 вырӑнлӑх ача пахчисем хӑпартма ирӗк илнӗ те. Ҫӗрпӳре ача пахчи тума утӑ уйӑхӗнче экспертиза хатӗр пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 123ru.net сайтри сӑн Ватӑ ҫынсене те, ыттисене те килте ларма хушнӑ, анчах ҫакӑнпа ултавҫӑсем усӑ курма хӑтланаҫҫӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче маска тӑхӑннӑ икӗ арҫын Октябрь: 50 ҫул урамӗпе утса пынӑ чухне 34 ҫулти хӗрарӑм патне пынӑ та килте лармалли пирки каланӑ. Лешӗ лавккана апат-ҫимӗҫ патне кайнине пӗлтернӗ, кусем вара пулӑшма шантарса банк карттине е укҫа парса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшмен. Халӗ полицейскисем «ырӑ кӑмӑллӑ» ҫав арҫынсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ. ШӖМ асӑрхануллӑ пулма ыйтать, ултавҫӑсем халӗ тӗлӗрмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yandex.ru сайтри сӑн Ҫынсем пандеми вӑхӑтӗнче килте ларнӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах, канмалли кун графикӗпе килӗшӳллӗн, ҫӳреме тытӑннӑ. Малашне транспорт шучӗ тата чакассине пӗлтереҫҫӗ. Паянтан «час пик» мар вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах ҫӳреме пуҫлӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак графикпе ҫӳрӗ: 6-9 сехетсенче тата 15-18 сехетсенче – канмалли кун графикӗпе. 9-15 сехетсенче тата 18-21 сехетсенче транспорт 20-40 минутран ҫӳрӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш маршрута вӑхӑтлӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.com сайтри сӑн Коронавирус сарӑлнӑ май ваттисене килте ларма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре 60 ҫултан асӑраххисем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене ҫак чир уйрӑмах ернине шута илсе вӗсене килте ларма сӗннӗ. Анчах лавккана каймалла-ҫке-ха. Мӗн тумалла? Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Палӑртмалла: республикӑра 60 ҫултан аслӑ 200 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсене пулӑшас тӗллевпе правительство ҫак ӗҫе нимеҫӗсене явӑҫтарнӑ. Ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8-800-201-32-60. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫ, эмелсем илсе килсе парӗҫ. Каласа хӑварар: РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе Чӑваш Енре пурӑнакнсенчен чылайӑшӗ килте ларать, урама тухмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫланӑ. Анчах ӑна пула пушар тухма пултарнине асра тытмаҫҫӗ ахӑртнех. Республикӑра кун пек тӗслӗхсем пулни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Улатӑрта вӑрман участокӗ ҫуннӑ. Пӗтӗмпе - 90 гектар. Пушар типӗ курӑк ҫунтарнӑран тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Вӑрманти пушара 110 ҫын сӳнтернӗ, 14 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк сӳнтерме 12 хутчен тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем Элӗк, Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Шупашкар хулинче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пурӑнакан ҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна ятарлӑ бокса вырттарнӑ, хӑйсем те ятарлӑ тум тӑхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫын коронавируспа чирлеме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. «Арҫын ют ҫӗршывран килнӗ текен верси пур, килте ӑна япӑх пулса кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Кунашкал тӗслӗх пулнине ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирленӗ 1 ҫынна шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавран Шупашкара килекен пуйӑспа коронавирус инфекцийӗпе чирлӗ хӗрарӑм таврӑннӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Мари Эл влаҫӗсем хӑйсен республикинче коронавируспа чирлӗ икӗ ҫын тупӑннине ӗнер пӗлтернӗ. Йошкар-Олари пациенткӑсенчен пӗри «Мускав — Шупашкар» пуйӑспа таврӑннӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, ШӖМ тата Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви ҫав вакунта пулнӑ пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне – пурӗ 42 ҫынна – тупса палӑртнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, коронавирус инфекцийӗ ҫакланнипе ҫакланманнине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри тата ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Александр Яковлев, ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑкпа паллаштарассине пӗлтерет. Заповедник тытӑмне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑл «365 заповедных птиц» (чӑв. Заповедникри 365 кайӑк) ҫулталӑк марафонӗ ирттернӗччӗ. Хальхине хастар орнитолог Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. 3–4 уйӑх йӗркелесе пыма шантарнӑ вӑл ҫак ӗҫе. Вӑл вӑхӑтра 77 кайӑкпа паллаштарӗ. «77 телейлӗ число», – тет орнитолог. «77кайӑк (77 птиц) – «Ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑк» марафонти пӗрремӗш кайӑк – тӑрна. Кашни кайӑкпах икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – паллаштарма шантарнӑ. «Тӑрна — Чӑвашри чи пысӑк кайӑксенчен пӗри. Юр ирӗлсе пӗтсен мӑшӑр шурлӑхлӑ вырӑнта йӑва ҫавӑрать, икӗ ҫӑмарта хураҫҫӗ. Чӗпсем тухсан шурлӑхра, ҫаран синче тӗрлӗ тымар-курӑк, вӑрӑ, ҫырла, шапа-пулӑ тупса ҫиеҫҫӗ. Хӗл каҫнӑ вырӑнсенчен тӑван тавралӑха ака уйӑхӗнче таврӑнаҫҫӗ. Йӑва ҫавӑрса чӗпсене ӳстерсе ҫунат ҫине тӑратнӑ хыҫҫӑн вӑрманти шурлӑхсенче пысӑк ушкӑнсене пуҫтарӑнаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче Сӑр тӑрӑхӗнче 1000-1500-е яхӑн тӑрна пулать. Вӗсем унта ҫывӑрма пуҫтӑранаҫҫӗ, апатланма вара тул ҫутӑлсанах Чулхула ҫӗрӗсем ҫинчи уйсене вӗҫсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пӗчӗк ялсене те интернет ҫитӗ. Ҫӗршыври пӗчӗк ялсене тӗнче тетелне тухмашкӑн май туса парассипе ҫыхӑннӑ пуҫару пирки «Парламентская газета» хаҫат пӗлтерет. Маларах та ҫапларах йышӑну тунӑччӗ. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри чылай яла телефон тата интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗччӗ. Анчах ун чухне тӗнче тетелне килсерен тухма 500 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсене ҫеҫ май туса панӑччӗ, 250-500 ҫынлисене – Wi-Fi урлӑ. Ҫӗршыв Правительствин хальхи саккун проектӗнче 100-тен ытларах ҫын пурӑнакан ялсем пирки каланӑ. Ҫӗнӗ йышӑну сахал йышлӑ ялсенче пурӑнакансене хӳтӗлессине, ҫыхӑну инфраструктурине ҫӗршывӗпех сарма май парассине палӑртнӑ. Правительство сӗнӗвне ҫывӑх вӑхӑтри пленарлӑ ларусенчен пӗринче пӑхса тухма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман республикӑра типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче кунашкал темиҫе тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ вун-вун тӗслӗхе шута илнӗ. Атӑл леш енче, халӑх каннӑ вырӑнта, типӗ курӑк хыпса илнӗ 40 ытла тӗслӗх пулнӑ. Тӳре-шара ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтать. Тепӗр хутчен аса илтерер: ку тапхӑрта, коронавирус саралнӑ чухне, килте ларма хушнӑ тӑк ҫакна пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |