Вӗренӳ
![]() pronedra.ru сайтри сӑн Коронавирус эпидемине пула Раҫҫейри шкул ачисене ҫуркуннехи каникулта ытларах кантарма йышӑннӑ. Ахаль чухне вӗсем 10 кунлӑха каяҫҫӗ, хальхинче – 23 кунлӑха. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, дистанци мелӗпе вӗрентӗҫ, ҫыхӑну операторӗсем вара цифра вӗренӳ ресурсӗсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтерӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗн пуҫламӑш класра вӗренекен ачине килте хӑварма май ҫук тӑк ӑна шкула илсе килме юрать. Чӑваш Енре ачасене пӳлӗмрен куҫса ҫӳремесӗр вӗрентме сӗннӗ. Аслӑ шкулсенче вара студентсем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ. Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ. Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мурманскри ҫынсем Чӑваш Енрен тухнӑ министр, Анна Головина, йӑнӑшсемпе ҫырнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: асӑннӑ тӑрӑхра вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшаканскер Инстаграмри страницӑра пост ҫырнӑ чух йӑнӑш ҫине йӑнӑш тунӑ. «Тавах сире мана йӑнӑшсене кӑтартнӑшӑн! Эпӗ технарь, физик-математик, анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав мар, паллах. Кашнинех йӑнӑшма ирӗк пур, анчах ку министрпа пулни лайӑх мар. Тимлӗрех пулӑп! Постсене малашне васкаса ҫырмӑп, тимлӗ пулӑп. Тавах тепӗр хут)», — тесе ҫырнӑ Головина. Хӑйӗн йӑнӑшне асӑрхаттарнисене вӑл икӗ эрнерен хуравланӑ. Анна Головина Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫсене алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар хули хитреленсе, капӑрланса пырать. Кӑҫал тата республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫавна кура та пулӗ Шупашкара чӑвашлӑх сӑнӗ кӑштах пулин те кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Мускав ҫыранӗ хӗрринче чӑваш орнаменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗринче ҫавна хурласа ҫырнӑ. Чӑваш орнаменчӗсене 5 таран вырнаҫтарнине палӑртнӑ унта. «Вӗсем пурте пӗрех, пӗри ҫеҫ кӑшт пӗчӗкрех курӑнать. Вӗсене пӗр тӗлте ҫавӑн чухлӗ мӗншӗн вырнаҫтарнине ӑнланмастӑп. Атӑл хӗрринчи килӗшӳллӗ-ха. Ҫуртсем умӗнчисем патне тӑрса кам сӑн ӳкерӗнӗ?» — тенӗ унта. Лакрей паркне, «Дорисс» парка, Кадет паркне пӗрер орнамент вырнаҫтарсан килӗшӳллӗрех пулатчӗ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Видеори сӑн «ПроГород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх халӑх пасарта кӗрпе туянасшӑн хыпӑнать. Ҫавӑн пекех сахӑр илме пынисем те сахал мар. «ПроГорода» вырнаҫтарма панӑ видео авторӗ Хевеш пасарӗнче кӗрпе таврашне хӗвӗшсех туянннине виҫҫӗмӗш кун сӑнать. Хӑшӗ-пӗри тавара михӗпех илет. Коронавирус сарӑлса пынӑҫемӗн халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пуҫланӑ. Кунашкал лару-тӑрӑва пасарсенче кӑна мар, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккисенче те кураҫҫӗ. |
Хулара
![]() youtube.com сайтри сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1,4 пин ача валли ача пахчисенче вырӑн ҫитмест. Темиҫе ҫултан халь хута каякан шкулта та вырӑн ҫитмӗ. Сӑмах май, вӑл Шупашкарти чи пысӑк шкул пулӗ – 1600 ача валли. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Микрорайонта 9 пин ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ – ачасем.1-7 ҫулсенчи ачасем – 2300 ытла. Унта хальлӗхе 4 ача пахчи хута янӑ, пӗтӗмпе – 810 вырӑнлӑх. Эппин, 1,4 пин ача валли хальлӗхе вырӑн ҫук. Ҫавна май микрорайонта тата ача пахчисем тӑвасшӑн. Застройщик тепӗр икӗ ача пахчи тӗлӗшпе проект хатӗрлеме палӑртнӑ. Ку кӑна мар, тепӗр шкул валли те проект тӑвӗҫ. Палӑртмалла: халӗ хӑпартакан шкула ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта FM-хумсем ҫинче «Радио Книга» (чӑв. «Радио Кӗнеке») радиостанци ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл лицензие 2016 ҫулхи ҫуллах илнӗ. Радио эфирӗнче кӗске калавсем, кӗнекери сыпӑксене вулаҫҫӗ. Кӗнекесем, авторсем, сӑнарсем, ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртни пирки каласа кӑтартакан кӗске программӑсем те пур. Радио ӗҫченӗсем итлекенсене кӗнекесемпе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн, кӗнекесем вулани кӑсӑклӑ ӗҫ пулнине кӑтартасшӑн. Эфира тухакан кӑларӑмсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Наци телекуравӗн сайтӗнчи сӑн Етӗрне районӗнчи Автанҫырми ялӗнче пурӑнакан Илларион Илларионов ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те тӑмра, купӑс калать. Илларион Илларионович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑра вӑл пулеметчик пулнӑ, Ржев хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗррехинче нимӗҫсем тӳперен тапӑнсан вӗсен полкӗнчи темиҫе салтак ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Илларион Илларионов та вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ, ӑна контузи пулнӑ. Юрать-ха, вӑл киле черех таврӑннӑ. Илларион Илларионовичӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл ҫуралсан ҫемйине кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Май тупӑнсанах вӗсем Автанҫырмине куҫса килнӗ. Кайран Илларион Илларионович колхозра счетоводра тӑрӑшнӑ. 3 уйӑхран документри йӑнӑшсемшӗн ӑна ҫемйипе пӗрле Киров облаҫне вӑрман касма янӑ. Ветеран мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта коронавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе массӑллӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче афишӑсене пуҫтарса хунӑ. Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, палӑртнӑ тӑрӑх, концертсем ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулмӗҫ. Кононавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне те ирттермесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна юпа уйӑхӗ ҫине куҫарнӑ. Каласа хӑварар: паянхи кун тӗлне Раҫҫейре 114 ҫын ҫак инфекицпе чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет те 45 минутра Тӑвай районӗнче авари пулнӑ. 103-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ шӑпах ҫав ҫулпа утнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Авари вӑхӑтӗнче автобус водителӗ урӑ пулнӑ. Шупашкарта та ҫав кун ҫынна машина ҫапса кайнӑ. 59 ҫулти арҫын «зебра» урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине «Калина» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Водитель хӑйех арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |