Раҫҫейре
![]() news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Альфа-банк карттисемпе усӑ курма май ҫуккине вӗсен хуҫисем асӑрханӑ. Банк карттисем банкӑн мобильлӗ приложенийӗнче те курӑнман. Ҫакӑн пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче, сӑмахран, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах пирки банк клиентсене маларах систерсе хуман иккен. Халӑх ушкӑнӗнче ҫынсем пӑшӑрханса ҫырнине курсан банк ӗҫченӗсем хӑш-пӗр карттӑ хуҫи пирки хыпар уҫӑ ҫӑлкуҫсенче сарӑлнине, ҫавна кура карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӗлтернӗ. Каярах Альфа-банкӑн пресс-службинче клиентсен укҫа ҫухатас хӑрушлӑх ҫуккине ӗнентернӗ. «Карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӑрахӑҫлатпӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур карттӑна ҫӗнӗрен тӳлевсӗр кӑларӑпӑр», — шантарнӑ кӗҫех банк ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута юри кӑларма пултарнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кредит учрежденийӗн финанс тӑрӑмне тишкерекенсем. Банк лицензине туртса илнӗ вӑхӑтра кредит учрежденийӗн обязательстви унӑн активӗнчен 348 миллион тенкӗ пысӑкрах пулнӑ. Вӑхӑтлӑх администраци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, лицензие туртса иличчен банк активсене айккинелле юри яма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, уйрӑм ҫынсене панӑ кредит 218 миллион тенкӗлӗх таврӑнман. Е тата банк ертӳҫисемпе ҫывӑх ҫынсене пурлӑх сутса 29 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫавӑн йышши тӗслӗхсене тата самай илсе кӑтартма пулать. Аса илтерер: «Чӑвашкредитпромбанка» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчи панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс управляющийӗ 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче отчет тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче тӳрӗ эфирта хуравланӑ. Республикӑра пурӑнакансемпе ҫакӑн пек мелпе Олег Алексеевич паян пуҫласа калаҫу йӗркеленӗ. Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене пӗр сехет хушши уҫӑмлатнӑ. Ыйтусем уйрӑм ҫынсемпе те, влаҫ органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннисем те пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяш, наци чӗлхисем, регионта шалу пӗчӗк, Китай инвестицийӗсен ыйтӑвне те хускатнӑ. «Тӳрӗ лини пирки» пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Унтанпа тӗнче тетелӗнчисем 1300-е яхӑн комментари хӑварнӑ. Олег Николаев халӑх ушкӑнӗнче «тӳрӗ лини» йӗркелесе ҫынсен ыйтӑвӗсене малашне те хуравлама палӑртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Кун пирки республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Ҫыравҫӑсемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов тӗл пулнӑ. Вӗсем, сӑмах май каласан, иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе хальхи чӑваш литературин хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Унтан вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. |
Хулара
![]() zen.yandex.by сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӳлӗм тара парасшӑн пулнӑ, анчах ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче ун патне арҫын шанкӑравланӑ. Хайхискер урӑх хулара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тытӑмӗнче ӗҫлет-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес вӑхӑтра 1,5 ҫуллӑха Ҫӗнӗ Шупашкара командировкӑна яраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна пӳлӗм кирлӗ. Хайхи ҫын 2 уйӑхшӑн тӳлесе хума шантарнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн ведомствӑн бухгалтерӗпе ҫыхӑнмалла, унран реквизичӗсене пӗлмелле-мӗн. Пӳлӗм хуҫине банкомат патне пыма, суя бухгалтерӑн телефон номерне карточка ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Ку укҫа куҫарнине йӗрлеме кирлӗ имӗш. Хайхи арҫын онлайн-банк тытӑмне кӗмелли май туса ҫак хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ. Тӑкак 372 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() radiokp.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра Раҫҫейре тепӗр ултӑ ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Пилӗк ҫын – Мускавра, тепри – Чулхулара. Чирлесе ӳкнӗ ҫак ҫынсем юлашки 2 эрнере Италире пулнӑ. Палӑртмалла: Италире коронавируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Китайра ку амакпа кӗрешеҫҫӗ, унта 10 кунра пульница та туса лартнӑ. Diamond Princess круиз ларнерӗнчен эвакуациленӗ Раҫҫей ҫыннисен те коронавирус пулни палӑрнӑ. Вӗсене Хусана 14 кунлӑха карантина илсе килнӗ. Коронавирус тӗнчипех сарӑлнине кура ҫынсене ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрнарта ватӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Кӑкӑр тӗлӗнче хӗртсе ыратнӑран васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ку – инфаркт палли. Васкавлӑ медпулӑшу бригади арҫынна пулӑшнӑ чухне вӑл тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Владимир Степанов фельдшер ҫийӗнчех чӗрине массаж тума тытӑннӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, уколсем тунӑ. Тепӗр 7 минутран арҫыннӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Тӑна кӗрсен ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Владимир Степанов Вӑрнарти васкавлӑ медпулашу постанцийӗнче 33 ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӑл 600 ытла пациента пулӑшу кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарни» астӑвӑм медалӗпе чысласси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Чи пӗрремӗш медальсене «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче парӗҫ. Унта ҫулталӑка официаллӑ майпа уҫӗҫ. Ҫак наградӑна чи малтан тивӗҫекен ҫынсем паллӑ. Вӗсем – Варнава митрополит, Вера Кузьмина тата Иван Долгушин. Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ, 1976 ҫултанпа Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ. Вера Кузьмина 1923 ҫулта Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кун ҫути курнӑ, 1947 ҫултанпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлет. Иван Долгушин «Промтрактор» ветеранӗ, 1938 ҫулта Ӗренпур облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Саха конгресӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ патне Заявленипе тухнӑ — Конституцин 68-мӗш статйине кӗртме палӑртнӑ улшӑнусемпе килӗшменни пирки пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв президенчӗ Конституцин 68-мӗш статйин 1-мӗш пунктне ҫапларах ҫырса хума сӗннӗ: «Государственным языком РФ на всей ее территории является русский язык, как язык государствообразующего народа, входящего в многонациональный союз равноправных народов РФ» (чӑвашла: РФ патшалӑх чӗлхи пӗтӗм унӑн лаптӑкӗнче РФ пӗртан праваллӑ халӑхсен нумай нациллӗ пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑха йӗркелекен халӑхӑн пек шутланакан вырӑс чӗлхи пулса тӑрать). Якутсен шухӑшӗпе кунашкал ҫырни Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсене уйӑрса хурӗ: пӗри тӗп халӑх пек шутланӗ, теприсем вара иккӗмӗшлисем пулса тарӗҫ. Саха конгресӗ шутлана тӑрӑх кунашкал пайланине хӑрушӑ та яваплӑхсӑр социаллӑ эксперимент пек ҫеҫ хаклама пулать. Ҫавна май вӗсем ку улшӑнусене пӑрахӑҫлама, тавлашуллӑ пункта малтанхи пекех хӑварма ыйтнӑ. Конституцине улшӑнусем кӗртнине йышӑннипе килӗшменнине халӑхран сасӑлав урлӑ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ыйтса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш халӑх сайтӗнче унччен лартнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулнӑ Дмитрий Неяскина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Министрӗн Кабинечӗн ертӳҫи (ҫак тилхепене, аса илтерер, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй тытать) паян, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Дмитрий Неяскина Алексей Вязов ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче министр ҫумӗн пуканне шаннӑччӗ. Вӑл ЗАГС пайӗсемпе ӗҫленӗ. Дмитрий Неяскин — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗ пулнӑ Сергей Неяскинӑн ывӑлӗ. Патшалӑх Канашӗн сессийӗсенчен пӗринче ун чухнехи Сергей Неяскин министртан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗ Игорь Моляков ывӑлӗ, Сартури ҫамрӑк, Чӑваш Енре министр ҫумӗнче ӗҫленине хаклама ыйтнӑччӗ, лешӗ ҫавӑнта ним начарри ҫуккине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |