Раҫҫейре
![]() Фейсбукра Павел Дуровӑн хӑйне евӗр реклами анлӑ сарӑлнӑ. Долларлӑ миллиардер хӑйӗн ҫӗнӗ платформипе усӑ курма сӗнекен рекламӑра Павел Дуров чухӑн ҫемьере ҫуралнине, амӑшӗ учитель, ашшӗ врач пулса ӗҫленине ӗнентернӗ. Унта килӗшӳллӗ пӗр ҫемье сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Павел Дуровӑн рекламинче (ӑна кам хатӗрленине калаймӑпӑр) Чӑваш Енри паллӑ журналист Михаил Вансяцкий хӑйӗн ҫемйин сӑнӳкерчӗкне асӑрханӑ. Ашшӗпе амӑшӗ тата хӗрӗпе ывӑлӗ сӑнланнӑскере Вансяцкийсем 1989 ҫулта Красноармейскинче ӳкерӗннӗ иккен. «Контактра» халӑх ушкӑнне тата ҫавӑн ятлӑ компание, Телеграм канала тата ытти проекта пуҫарса янӑ программист, Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, 1984 ҫулта Питӗрте ҫуралнӑ. https://www.facebook.com/103095294540937/videos/535716750385255/ |
Республикӑра
![]() yandex.ru сайтри сӑн Китайра коронавирус сарӑлнӑ май ЧР ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ҫак ҫӗршывра пурӑнакансенчен вӑхӑтлӑха документсем йышӑнмаҫҫӗ, Раҫҫее ӗҫлеме килме ирӗк паракан документсем хатӗрлесе памаҫҫӗ. Ку – вӑхӑтлӑх кӑна, ҫӗршывра коронавирус инфекцийӗ тӗлӗшпе лару-тӑру лӑпланиччен. Ҫакна вируса республикӑна илсе килесрен сыхланас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ чарусем Раҫҫее хӑйсен тата вӗренес тӗллевӗсемпе килме палӑртнӑ Китай ҫыннисене те пырса тивет. Палӑртмалла: коронавируспа чирлӗ ҫынсене пур ҫӗршывра та тупса палӑртнӑ. Раҫҫейре икӗ ҫын, Китай гражданӗсем, чирленӗ, вӗсене сыватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() krdsnus.ru сайтри сӑн ЧР Патшалӑх Канашӗ ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарассине ырланӑ. Ҫакна паян парламент сессийӗнче йышӑннӑ. Малашне 18 ҫул тултарманнисене ҫак япалана сутакансене штрафлӗҫ. ЧР прокуратури никотинлӑ снюса ачасемпе ҫамрӑксене сутмалла маррине палӑртса саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Федераци саккунӗсенче ҫакна тума чаракан статьясем ҫук, ҫавна май снюса кирек хӑш ӳсӗмри ҫын туянма пултарнӑ. Малашне Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутнӑшӑн граждансене – 3,5-5 пин, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин, юридици сӑпачӗсене 50-100 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vikulovo72.ru Раҫҫей телекурав тата радиохыпарлав сечӗ Чӑваш Енре эфирта пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Телевизор ҫинчи ӳкерчӗк тата сасӑ ҫуркуннехи интерференцие пула япӑхланма пултарӗҫ. Ку – ҫутҫанталӑк пулӑмӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Хӗвел, ҫыхӑну спутникӗ тата антенна телебашня ҫинче пӗр линие тӑрать. Ҫавна май пӑтӑрмахсем сиксе тухас хӑрушлӑх пур. Интерференци вӑйлӑ пулнӑ вӑхӑтра телепрограммӑсем пачах ҫухалма та пултарӗҫ, анчах нумайлӑха мар. Телесигнал кашни ялта хӑш вӑхӑтра татӑлма пултарассине Раҫҫей телекурав тата радиохыпарлав сечӗн сайтӗнче пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() vk.com/wall сайтри сӑн Чӑвашавтотранс суту тӑвасси пирки виҫӗ пӗлтерӳ кӑларнӑ. Предприятин куҫман тата куҫакан пурлӑхне сутаҫҫӗ. Канашри автотранспорт предприятине сутмалли малтанхи хака палӑртнӑ: 40,1 миллион тенкӗ. Хак кашни 10 кунра пӗчӗкленет. Юлашки хак – 22,9 миллион тенкӗ. Улатӑрти автотранспорт предприятине 15,1 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Кашни 10 кунра хак пӗчӗкленсе 7,5 миллион тенке ҫитме пултарать. Етӗрнери автотранспорт предприятине 9,2 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Юлашкинчен хак 6,4 миллион тенкӗ пулма пултарать. Аса илтерер: Чӑвашавтотранс 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yandex.ua сайтри сӑн Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен ача ҫине юр ӳкнӗ. 14 ҫулти арҫын ачан пуҫӗ суранланнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Следстви тата Мускав районӗн сучӗ акӑ мӗн палӑртнӑ: «Управдом» управляющи компанийӗн 31 ҫулти участок мастерӗ карниза юртан вӑхӑтра тасатман. Ҫапла майпа мастер ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Суд постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна 20 пин тенкӗ суд штрафӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Иракина. cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетрӗҫ. Паян ҫак ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн 38-мӗш сессийӗнче тишкерчӗҫ. Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Швардаков хӑйне ҫак тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Кун пирки сессире Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова пӗлтерчӗ. Депутатсем Сергей Иванович йышӑнӑвне майлӑ пулчӗҫ. Сергей Швардаков Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Халӗ вӑл «Микрохирургия» МНТКра директорӑн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Сергей Швардаков – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ. Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулма Ирина Иракинӑна ҫирӗплерӗҫ. Унччен вӑл аудитор пулса 17 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗнче республикӑри паллӑ ҫынсем вырӑнти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Канаш районне Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай (вӑл – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫи), Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, ҫыравҫӑ тата радиожурналист Ольга Тургай, Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Никитин-Станьял, ЧППУн профессорӗ Юлия Димитриева (вӑл —«Ҫеҫпӗл» фильмра поэт сӑнарне калӑпланӑ Иосиф Дмитриевӑн мӑшӑрӗ). Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурте — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе тата Ҫеҫпӗл ялӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсем. Хӑнасем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне Анатолий Орлова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ят пани ҫинчен калакан свидетельство панӑ. Иосиф Димитриева та (вӑл пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ) ҫак ята пама йышӑннӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен хута унӑн мӑшӑрне Юлия Димитриевӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Google Translate сервиса ҫӗнӗ пилӗк чӗлхе хушнӑ. Вӗсен хушшинче тутар чӗлхи те пур. Ҫапла май вӗсен куҫару сервисӗ 108 чӗлхе пӗлме пуҫланӑ. Тутар чӗлхисӗр пуҫне ҫӗннисен йышне руанда, ори (е оди), туркмен тата уйкур чӗлхисем кӗнӗ. Ixbt.com пӗлтернӗ тӑрӑх ку чӗлхесемпе пурӗ 75 млн ҫын калаҫать. Тутарпа уйкур тата руанда чӗлхисем валли Гугл ӑстисем виртуаллӑ клавиатура та ӑсталанӑ. Сӑмах май, тутарларан куҫарма Яндекс.Тӑлмач 2015 ҫултах вӗренсе ҫитнӗ. 2018 ҫулта Швейцарире пурӑнакан тутарсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Рустам Минниханов Тутарстанри ҫыхӑну министерствине тутар чӗлхине Google Translate куҫару сервисне хушма май тупма хушнӑччӗ, кун пирки хыпар тухнӑччӗ. Халь вара ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ теме май пур. Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кӑларас тӗлӗшпе «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ӗҫлет. Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑваш чӗлхине Google сервисне те ҫитерес шухӑшлӑ — хальхи вӑхӑтра вӗсем чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Фото: Михаил Метцель/ТАСС Монголсен делегацийӗ кӳршӗри КНР-а коронавирус сарӑлнӑ вӑхӑтра китай халӑхне пулӑшас тата икӗ халӑх хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тӗллевпе ҫитсе килнӗ. Халтмаагийн Баттулга Си Цзиньпин Китай пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ май хӑйӗн ырӑ шухӑшӗсене ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ — китайсене 30 пин така парнеленӗ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Улан-Батора таврӑннӑ хыҫҫӑн президент тата Монголин аслӑ ертӳлӗхӗ Чингисхан ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропортрах анализсем панӑ тата вирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме ятарлӑ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Вӗсем мӗн кӑтартни пирки прессӑна пӗлтермен-ха. Centralasia.media тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх ертӳҫине тата МИД-па ИӖМ пуҫлӑхӗсене министерство пульницине вырнаҫтарнӑ. Делегацин ытти пайташӗсене тӗп хула тулашӗнчи санаторине вырттарнӑ. Карантинра Монголи президенчӗ икӗ эрне ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |