Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 100-мӗш маршрутпа троллейбус ҫӳрени пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмӑр. Халӗ лару-тӑру мӗнлерех-ха?

Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. Аса илтерер: троллейбус пӗр уйӑх каялла ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 18,8 пин пассажира илсе ҫӳренӗ. Вӑтамран пӗр рейсра 56 пассажир ларнӑ. Пӗтӗмпе 427 пин тенкӗ тупӑш кӗнӗ. Анчах тӑкакӗ нумайрах – 790 пин тенкӗ.

Тӑкак ан пултӑр, пассажирсем ытларах ҫӳреччӗр тесе ҫак маршрут ҫинче ятарлӑ проездной тӑвасшӑн. Вӑл 900 тенкӗ тӑрӗ, унпа 60 хутчен кайма май пулӗ. Ку билетпа 100-мӗш маршрутпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ.

 

Спорт

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев каллех ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Вӗсем Польшӑра иртекен Европа Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче биг-эйр дисциплинӑпа ӑмӑрту иртнӗ. Дмитрий Мулендеев Швейцарири Эмиль Грабпа тата Финляндири Миик Виккипе тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш вӗсене ҫӗнтерсе мала тухнӑ.

Лана Прусакова вара чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ: 168.34. Раҫҫей спортсменки Ксения Орлова тата Украинӑри Диана Дьякова призерсем пулса тӑнӑ.

 

Республикӑра
xn--b1aecn3adibka9mra.xn--p1ai сайтри сӑн
xn--b1aecn3adibka9mra.xn--p1ai сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра Китайран Чӑваш Ене 90 ҫын килнӗ. Вӗсене халӗ тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра коронавируспа чирленӗ тӗслӗх ҫук.

Ют ҫӗршывран килнӗ ҫак ҫынсене больничный ҫырса панӑ, хваттертен тухма сӗнмен. Кун пирки Сывлӑх сыхавӗн надзорӗ пӗлтерет.

Аса илтерер: унччен Чӑваш Ене Китайран 22 ҫын килнӗччӗ, вӗсене Кӳкеҫри инфекци пульницине вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсем короновируспа чирлӗ пулни палӑрман. Пульницӑра выртакан ҫак ҫынсен карантинӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62642
 

Республикӑра
Enc.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
Enc.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

1992-1994 тата 1996-1998-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Данилов ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Вӑл — историк, истори наукисен кандидачӗ, профессор. 1946 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн истори институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ.

И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент пулса тӑрӑшнӑ. 1990-1991 ҫулсенче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Наука, информатика, халӑх вӗренӗвӗн комиссийӗн председателӗ, 1991-1992 ҫулсенче Чӑваш ССР Министрсен Совечӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Владимир Данилов 100-е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, авторӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех улшӑнусем тума палӑртнӑ. Паян администрацире иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫити тӑсасшӑн.

Кун валли Марпосад ҫулӗ ҫинче кӑштах ӗҫсем туса ирттермелле. Ҫавна май 1 миллион тенкӗ кирлӗ.

Алексей Ладыков маршрута ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсма ыйтнӑ. Ҫапла майпа 20-мӗш троллейбус кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗсене, «Ҫӗнӗ хулана» ҫыхӑнтарӗ.

Палӑртмалла: микрорайонта пурӑнакансем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ урлӑ тахҫанах троллейбус яма ыйтнӑ.

 

Тӗнчере
planet-today.ru сайтри сӑн
planet-today.ru сайтри сӑн

Боготӑри (Колумби) Росарио Университечӗнчи ӑсчахсем Кӑнтӑр Америкӑра ӗлӗкхи-авалхи 7–13 миллион ҫулсем хушшинче пурӑннӑ пысӑк тимӗр шапа юлашкине тупнӑ. Шуса ҫӳрекенсен йышне кӗрекен ҫак тем пысӑкӑш чӗрчун хӑйӗн калӑпӑшӗпе автомобильпе тан пулнӑ тесе ҫырать «Би-би-си».

Stupendemys geographicus пысӑк тимӗр шапасем пирки иртнӗ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш ҫулӗсенче тӗпчесе пӗлнӗ, анчах та палеонтологсен ҫак авалхи чӗрчунсем ҫинчен тӗплӗ информаци пулман. Халӗ вара, тӗпчевҫӗсем Колумбири Татакоа пушхирӗнче S. geographicus юлашкийӗсене тупнӑ хыҫҫӑн, ку тӗлӗшпе улшӑнусем пуласси куҫкӗретех.

«Эпир тимӗр шапан сыхланса юлнӑ виҫӗ метрлӑ панцире тата унӑн аялти янах шӑммине тӗпчерӗмӗр. Ҫӗнӗ палеонтологи материалӗ пире ҫак авалхи шуса ҫӳрекен тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен тарӑнрах пӗлме май пачӗ», — каласа параҫҫӗ Колумбири ӑсчахсем.

Stupendemys geographicus пысӑк тимӗр шапан тӑршшӗ тӑватӑ метр таран пулма пултарнӑ, шуса ҫӳрекен чӗрчунӑн йывӑрӑшӗ вара 1200 килограммран кая мар пулнӑ. Урӑхла каласан, Кӑнтӑр Америкӑри калама ҫук пысӑк тимӗр шапана автомобильпе танлаштарма пулать. Тӗлӗнмелле те, тахҫан ӗлӗк ҫӗр ҫинче тата та пысӑкрах тимӗр шапасем пулнӑ — сӑмахран, океансенче ҫитмӗл миллион ҫул каялла пурӑннӑ архелонсен тӑршшӗ тӑватӑ метр ҫурӑна ҫитнӗ.

Малалла...

 

Персона

Паян, нарӑс уйӑхӗ 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев 55 ҫул тултарнӑ.

Валерий Клементьев 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Философи, этика тата тӗн вӗрентӗвӗ» енӗпе пӗлӳ илнӗ.

Валерий Клементьев «Ҫавал» ансамбльте, Сартури «Аншлаг 94» ансамбльте ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑваш автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫлет.

 

Хулара
news.nashbryansk.ru сайтри сӑн
news.nashbryansk.ru сайтри сӑн

2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне ача ҫуртӗнче хӑварнӑ. Ҫак ҫӑмӑлах мар утӑма тума унӑн сӑлтавӗ пулнӑ: хӑй чирленӗ. Ҫавна пула вӑл ывӑлне пӑхайман. Ҫитменнине, ачан та сывлӑх енчен кӑлтӑксем пулнӑ.

Анчах амӑшӗ ывӑлӗ пирки манман, ун патне килсех тӑнӑ, сывлӑхӗпе интересленнӗ. Хӗрарӑм кӗҫех сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, сипленнӗ.

Унтанпа ҫулалӑк иртнӗ. Халӗ амӑшӗпе ывӑлӗ пӗрле ӗнтӗ. Хӗрарӑм ӑна ача ҫуртӗнчен пӗр ҫултан илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62627
 

Хулара
rbc.ru сайтри сӑн
rbc.ru сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чутах ҫынна ҫапса хӑварман.

Чӑннипе, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна юлашкинчен ҫеҫ асӑрханӑ, руле пӑрса ӗлкӗрнӗ. Ара, ҫав ҫын ҫул урлӑ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ.

Телее, тӑватӑ уран упаленекен ҫын машина айне пулман. Кун хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чарӑннӑ.

Видеона такси пассажирки ӳкернӗ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ

 

Республикӑра
https://favoritenikolaev.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://favoritenikolaev.com сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хули 35,7 млн тенкӗ перекетлессишӗн 71,4 млн тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫакӑн пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ.

Хула аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫав конкурсра подрядчик организацине палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци хулари ҫутӑ перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ҫине тӑрӗ.

Хальхи вӑхӑтра хулара 125 Вт тата 250 Вт урамри 2 842 ҫутӑ лампи вырнаҫтарнӑ. Подрядчикӑн вӗсене 35 Вт, 65 Вт, 100 Вт, 120 Вт лампӑсемпе ылмаштармалла.

Пӗлтӗр Улатӑр хулинчи урамри лампӑсем 2,2 миллиард Квт ҫунтарнӑ.

Подрядчик лампӑсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫул хушшинче ресурссен 50 процентне перекетлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара улатӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, урамри ҫутӑшӑн укҫа-тенкӗ тӑкакласси ултӑ ҫулта 35 млн 736 пин тенкӗ таран чакмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 1549, 1550, 1551, 1552, 1553, 1554, 1555, 1556, 1557, 1558, [1559], 1560, 1561, 1562, 1563, 1564, 1565, 1566, 1567, 1568, 1569, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...