Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев регионти Общество палатин элчисемпе тӗл пулнӑ. Олег Алексеевич ҫӗнӗ орган – Социаллӑ проектсен центрне - йӗркелеме сӗннӗ. Ҫӗнӗ центр республикӑри Общество палати ҫумӗнче пулӗ, хастар ҫынсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Социаллӑ проектсен центрӗн республика ертӳлӗхӗпе тата правительствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле, муниципалитетсене те явӑҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rostov-on-don.sm-news.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ҫывӑрнӑ чухне асӑрхамасӑр пӗчӗк ачине вӗлернӗ. Амӑшӗ пӗчӗкскер ҫине хӑпарса выртнӑ, хӗрача сывлӑш ҫитменнине пула вилсе кайнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ача 3-4 уйӑхра ҫеҫ пулнӑ. Шел те, пӗчӗкскере ҫӑлса хӑварма май килмен. РФ Следстви комитечӗ ку пӑтӑрмах чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев халӗ те пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн плана кӗртмен ларӑвӗ иртнӗ. Унта администраци пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑй Владимир Павлович каланӑ тӑрӑх, вӑл урӑх вырӑна ӗҫлеме куҫать. Аса илтерер: Владимир Димитриев ку тивӗҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пурнӑҫласа пыма тытӑннӑ. Унччен, 2016-2018 ҫулсенче, вӑл администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пынӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пуҫлӑх Георгий Егоров тӗлӗшпе следстви пынӑ. Каласа хӑварар: Владимир Димитриев 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Беларуҫ гербӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ Гербри хӑш-пӗр элементсене пӗчӗк улшӑнусем кӗртессисӗр пуҫне эскиз авторӗсем унти глобуса та — хальхи вӑхӑтра унӑн пысӑк пайне Раҫҫей лаптӑкӗ йышӑнать — ҫавӑрма шут тытнӑ. БелТА хыпарланӑ тӑрӑх, Беларуҫри юстици министрӗ Олег Слижевский хӑйсен ведомстви патшалӑх символӗсем пирки калакан саккунсен пуххине коррекцилекен саккун проектне хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх улшӑнусем республика гербне пырса тивӗҫ. Слижевский каланӑ тӑрӑх, герб тавра ыйтусем сиксе тухнӑран унӑн сӑнне лайӑхлатма тивет. Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӑмахран, ҫӳлте вырнаҫнӑ ҫӑлтӑр хальхи вӑхӑтра «кӑштах харсӑртарах характерпа» сӑнланать. «Беларуҫ — мирлӗ пурӑнакан патшалӑх, вӑл хӑйне нейтралитетлӑ тытать, хӑйӗн политики шутне агресси мелне кӗртмест», — тенӗ Слижевский. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак позиципе килӗшӳллӗн ҫӑлтӑрӑн хӗррисем вӑйлӑ палӑрмалла мар. Ҫавӑн пекех Бералуҫ контурӗсем айӗнче вырнаҫнӑ глобус ҫинчи параллельсемпе меридиансене урӑхларах ӳкересшӗн, тата хӑш-пӗр элементсене лайӑхрах палӑртасшӑн. «Пур чухне те тӗрӗсех ассоциацилеме май парайман нюанссем пур, ҫавӑнпа та вӗсене, паллах, йӗркене кӗртмеллех», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра технопарксем татах уҫасшӑн. Промышленность технопаркӗсене сарас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫейӗн Кластерсемпе технопарксен ассоциацийӗн ертӳҫипе Андрей Шпиленкопа сӳтсе явнӑ. Енсем шухӑшланӑ тӑрӑх, технопарксене промышленность предприятийӗсенче йӗркелеме май пур. Тепӗр организацисенче пушӑ вырӑнсем пур. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курма пулать те. Ун пек предприятисене «Пӗчӗк тата вӑтам бизнес тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх пулӑшма пултарать. Укҫа-тенке тивӗҫес тесен конкурса хутшӑнмалла. Пӗр технопарк йӗркелеме 500 млн тенкӗ таран илме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри аграрисем кӑҫал 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пултарӗҫ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсем ҫурхи ака-суха ӗҫне ирттерме ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Халӗ ҫуракине хатӗрленмелли вӑхӑт пулнине шута илсен кивҫен укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене питех те кирлӗ. Вӑрлӑх та ҫӗнетмелле, техника та туянмалла, им-ҫампа ҫунтармалли-сӗрмелли материал та туянмалла. Паянхи кун тӗлне РФ Ял хуҫалӑх министерстви ҫӑмӑллӑхлӑ 17 кредит уйӑрма ирӗк панӑ. Унта ҫитернӗ заявкӑсем хальхи вӑхӑтра тата тепӗр 17. Кӗске вӑхӑтлӑх кредит илме Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем валли Мускав пӑхса хӑварнӑ субсиди лимичӗ — 44,1 млн тенкӗ. Апла пулсан 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спорт гимнастики енӗпе иртекен кӑҫалхи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Ен спортсменӗ те хутшӑнӗ. Ӑмӑртӑва кайма Шупашкарти олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗнчи Владислав Поляшов тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Спорт гимнастики енӗпе тӗнче шайӗнче ӑмӑртма спортсменсем Австралири Мельбурн хулине пуҫтарӑнӗҫ. Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланса 27-мӗшӗччен пырӗ. Владислав Поляшов Раҫҫей командин йышӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи вӑйлӑ атлетсем пухӑнӗҫ. Ентешӗмӗр пӗлтӗр те ҫитӗнӳпе пӗрре кӑна мар палӑрнӑччӗ. Владислав Поляшова спортри ҫитӗнӳшӗн Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламлӑ телеграммӑпах хавхалантарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектне хупӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ проспекта юсаса ҫӗнетекен подряд организацийӗ асӑннӑ ҫул ҫинчи участокпа машинӑсене ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарасшӑн. Аса илтерер: ҫула «Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаҫҫӗ. Подрядчик ҫула Ашмарин урамӗнчен пуҫласа «Хӗвел» пасар таран хупӗ. Анчах нумайлӑха мар. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ таран. Ҫав вӑхӑтра машинӑсен Алькеш урлӑ ҫӳреме тивӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Кӳкеҫ енчен килсе вӗсем Алькеша кӗрӗҫ, Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар патӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗҫ. Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе Кӳкеҫ еннелле пыракан машинӑсем Кӑнтӑр поселокне кӗрсе кайса Алькешпа ҫаврӑнса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче пӗчӗк ачан пӳрине радиоизотоп меслечӗпе тӗрӗсленӗ. Пирӗн тӑрӑхра ун пекки халиччен пулман. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчен илсе пынӑ. Онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пульницӑри ачасен сывлӑхне урӑхла меслетпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах радиоизотоп мелӗпе усӑ курса пӑхман. Ун валли ачасене урӑх кӳршӗллӗ регионсене ӑсатма, унта тӗрӗслеме тивнӗ. Онкологи дисансерӗнче пӗчӗк ачана тӗрӗсленӗ чухне ачапа юнашар анестезиологсем пулнӑ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, радиоизотоп тӗпчевӗ пысӑк тухӑҫлӑ шутланать. Унран та ытларах — пӳре ӗҫ-хӗлне тӗп-тӗрӗс хаклама май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Андрей Николаевич Захарова тӑванӗсем пӗр уйӑха яхӑн курман. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑнса кайма пултарать. 47 ҫулти Андрей Захаров килтен кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен ун пек вӑрахлӑха ҫухалса курман. Вӑл авланман, ачи-пӑчи ҫук,сусӑрскер ниҫта та ӗҫлемест. Андрей Захаров 161 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Сулахай алӑ ҫинче якорь ӳкернӗ татуировка пур. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкаравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |