Культура
![]() Ирина Оленкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ. Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ. Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре иртнӗ эрнере шӑнса пӑсӑлнӑ 12 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне иртен-ҫӳрен асӑрханипе васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Кун пирки Катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ 12 инкекрен саккӑрӑшӗ ҫынсем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Самай хӗрӗнкӗскерсем утнӑ ҫӗртех тӳнсе кайнӑ та урамра темиҫе сехет выртнӑ. Юрать, мӑнтарӑнсем, кипкепе ҫуралнӑ та. Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу машинисем 7 пин хутчен ҫула тухнӑ. Ҫав шутран 600-шӗнче вӗсене ӳсӗр ҫынсем патне чӗнсе илнӗ. Васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем эрех сиенӗ пирки аса илтереҫҫӗ. «Симӗс ҫӗлекен» текен хаяр шӗвек шӑнса пӑсӑлсан ӑшӑнма та пулӑшмасть, чир-чӗре те сиплемест. Сиенӗ вара, чӑн та, аванах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче Александр Белов журналист РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа интервью пичетленӗ. Унта илсе кӑтартнӑ кӑсӑклӑ самантсем чылай. Анатолий Аксаков патне, сӑмахран, пысӑк ӗҫ вырӑнӗ ыйтса пыракансем те пур-мӗн. Пӗр-пӗр муниципалитет, министерство пуҫлӑхӗ ҫеҫ мар, Правительство ертӳҫи пулас кӑмӑллисем таранах тупӑнаҫҫӗ. Анчах, Анатолий Аксаков ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва татса параканни — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Анатолий Аксаков Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоровпа ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнине те пытарман. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, «Николай Васильевич республикӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Чӑваш Енӗн Мускаври тылӗ шанчӑклӑ». Анатолий Аксаков, хӑй калашле, «пысӑках мар вӑрттӑнлӑха» уҫнӑ: ҫывӑх вӑхӑтра Федоров, Николаев, Аксаков тӗл пулса ҫитес малашлӑхра татса памалли ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн суя страницине @oleg_nikolaev_chuvashia аккаунтпа йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аккаунта уҫма Олег Николаев та, унпа пӗрле ӗҫлекенсем те никама та ыйтман. Апла пулсан ҫав страницӑри хыпарсене тӗрӗс тесе йышӑнма тӑхтамалла. Инстаграмра хӑйӗн ячӗпе страница йӗркеленине Олег Николаев ҫынсене тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑнсенче хыпарсем кирлӗ евӗр йышӑннӑ. Ҫавна май Инстаграмра хӑйӗн страницине @oanikolaev1969 уҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна тӗрлӗ хыпарпа пуянлатма тытӑнӗҫ. Хальлӗхе Олег Николаевӑн официаллӑ страницисем «Контактра» тата Фейсбукра пур. Вӗсенче ҫӗнӗ хыпарсемпе вӑл паллаштарсах тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхине Яндекса.Тӑлмача кӗртес ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки Яндекс Хабрхабр халӑх тетелӗнче каласа панӑ. Куҫару пахалӑхне хальхи шая ҫитерес тесе вӗсем пирӗн чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тивӗҫтернӗ 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе ҫеҫ усӑ курман, пахалӑха лайӑхлатас ӗҫре ытти чылай меслет те кирлӗ пулнӑ. Чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ валли Яндекс нейротетел системи ҫинче тӗпленекен хӑйсен системипе усӑ курнӑ. Анчах даннӑйсен йышӗ пӗчӗк пулнине кура (лайӑх пахалӑх валли 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлӗ) вӗсем ҫавӑн пекех пирӗн чӑваш чӗлхин тӑван ҫыхӑнӑвӗсемпе — азербайджан, пушкӑрт, тутар, казах, киргиз, турккӑ тата узбек чӗлхисенчи тӗслӗхсемпе — усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех каялла куҫармалли меслетпе те усӑ курнӑ: вырӑс тексчӗсен пысӑк та паха калӑпӑшне чӑвашла куҫарнӑ, ҫапла майпа вӗсем синтезлӑ мӑшӑрсем йӗркелеме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ятарлӑ меслетпе усӑ курса вӗсем йӑнӑш куҫарнӑ даннӑйсен ытларах пайӗнчен хӑтӑлма май ҫитернӗ. Чӑваш чӗлхи халӗ веб-версире те, ҫавӑн пекех мобильлӗ хатӗрсенче те пур. Пирӗн лаборатори 250 пин пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри полицейскисем пӗр хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хайхискер ют ҫын карточкипе усӑ курнӑ. Банк картти ҫухални пирки хуҫи полицие пӗлтернӗ. 51 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн карточкине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫухатнӑ. Унпа вара парольсӗрех, терминал ҫумне тытса, усӑ курма пулать. Кӑштахран ҫак хӗрарӑм счет ҫинчен 4 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрханӑ – карточкӑпа Шупашкарти 11 лавккара япала туяннӑ. Ют ҫын карточкине кам тупни паллӑ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Ҫак хӗрарӑма курнӑ ҫынсене 24-07-02, 24-07-42 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Викторов. Вперёд21.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулса ӗҫленӗ (ЧР Правительствине оставкӑна янӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ) Владимир Викторова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Владимр Степанова лартнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Николаевич 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Владимир Викторов — Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра стоматологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Унтан Шупашкарти хула стоматологийӗн (ун йышне хулари чылай поликлиника кӗрет) тӗп врачӗнче ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Валентиной Ягшимурадова рахивӗнчи сӑнӳкерчӗк. Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене. Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл. Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://egoza-tag.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар поселокӗнчи Дача урамӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе шывсӑр пурӑннӑ. Асӑннӑ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче унта шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Вӑхӑт самай иртсен те яваплисем кӑлтӑка пӗтерме васкаман. Шыв пӑрӑхне хупса хунӑ та — ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтнӗ. Ҫав урамра вара нумай ачалисен ҫӗр лаптӑкӗсем пулнӑ. Вӗсене ҫӗре ҫурт тума уйӑрса панӑ. Шывсӑр пурӑнса ывӑннӑ ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырма пуҫланӑ, прокуратурӑна ҫитнӗ. Ҫынсен интересне хӳтӗлесе прокуратура суда ҫитнӗ. Суд Вӑрнар район администрацине Дача урамне шывпа тивӗҫтермелле тесе йышӑну кӑларнӑ. Вӑл хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Апла пулин те вырӑнти ҫынсем ку хыпаршӑн савӑннӑ, лав вырӑнтан хускаласса вӗсем халӗ тем пекех шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() profile.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкаравланӑ. Хайхи хӗрарӑм валютӑсен курсӗ улшӑннипе тупӑш тума сӗннӗ. Вӑл Канаш арҫыннине брокер счечӗ ҫине 250 доллар хума сӗннӗ, ку вара итленӗ. Арҫын харпӑр кабинетра счет мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑнӑ. Кайран ӑна тата нумайрах укҫа хума сӗннӗ. Унӑн укҫи пулман, ултӑ банка кайса 3,2 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче хайхискер счет ҫинчен укҫа ҫухалнине курнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ултавҫӑсем — Чӑваш Ен тулашӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |