Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ. Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sravni.ru сайтри сӑн РФ Правительстви юлса аталакан 10 региона укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пек регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. РФ Правительстви социаллӑ экономика кӑтартӑвӗсемпе кая юлса пыракан субъектсем валли икӗ тапхӑрпа 100 млрд тенкӗ уйӑрӗ. Регионсене кӗҫех 50 млрд тенкӗ пайласа памалла. Кун пирки Марат Хуснуллин премьер-министр пӗлтернӗ. «Халӗ эпир ҫав регионсенчен программа ыйтса янӑ: ку укҫа ӑҫта тӑкакланать, проектпа смета джокументацийӗ пур-и? Вӑл е ку программӑна хӑҫан пурнӑҫлама палӑртнӑ?» Хальлӗхе кашни региона миҫешер тенкӗ лекесси паллӑ мар. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кая юлса аталанакан регионсен йышне ҫаксене кӗртнӗ: Алтай, Тува, Карели республикисем, Курган облаҫӗ, Мари Эл, Алтай крайӗ, Псков облаҫӗ, Калмӑк Республики тата Чӑваш Ен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ. Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ. 41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки. Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ. Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Александра Пунда Пӗтӗм тӗнчери «Красота Божьего мира: «Великая победа: наследие и наследники» ача-пӑча конкурсне хутшӑнса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. 6 ҫулти Александра регион шайӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш шайра вара пӗрремӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Раҫҫей шайӗнчи конкурса 3115 ӗҫ ҫитнӗ: Раҫҫейрен, Молдовӑран, Украинӑран, Беларуҫран, Кипртан, Аргентинӑран. Александра Пундӑна конкурса ҫӗнтернӗшӗн Кирилл Патриарх тата Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матиенко чысланӑ. Ӑна вӗренӳре тата ӳкерӳре кирлӗ парне парса та хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rodino-info.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви журналистсемпе тӗл пулнӑ, тухтӑрсем патне онлайн-мелпе мӗнле ҫырӑнма май пуррине сӳтсе явнӑ. Унччен пульница сайтне кӗрсе кирлӗ тухтӑр патне ҫырӑнма май пурччӗ. Малашне ун пек пулмӗ. Малашне, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, тухтӑр патне Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ ҫеҫ ҫырӑнма пулӗ, электронлӑ ҫырава пӗтерӗҫ. Унчченхи пек регистратурӑна пырса е шӑнкӑравласа та тухтӑр патне лекме пулӗ, ку йӑлана сыхласа хӑварӗҫ. Ҫакна та палӑртмалла: хальлӗхе тӳлевлӗ тухтӑрсем патне электронлӑ ҫырав урлӑ лекме пулать-ха, электронлӑ регистратурӑна кӗмелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулма тивӗҫ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе вӑл Владимир Осипова шаннӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Осипов Чӑвашупрдор ертӳҫинче ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Карели элчелӗхӗ» патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн директорӗ пулнӑ. Владимир Осипов 1962 ҫулта ҫурални паллӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Александр Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Министрта Александр Николаев 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kabar.kg сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, сывлӑх енчен хавшак каччӑ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайни пирки, амӑшӗ, нимеҫӗсем тата полици ӑна шырани ҫинчен нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ¬¬. Амӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, 23-ри ывӑлӗ Шупашкара кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка вара унта мар, пачах урӑх ҫӗрте тупнӑ. Каччӑна 30 нимеҫӗ, 20 полицейски шыранӑ. Вӗсем вӑрмансенче, ҫырма-ҫатрара тӗплӗн шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Унӑн виллине нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет ҫурӑра уйра тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал палли ҫук. Каччӑ уйра шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kramola.info сайтри сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, университетӑн пӗрлештернӗ команди КВНра палӑрнӑ, Премьер-лигӑна лекнӗ. Тепӗр вӑйӑ пуш уйӑхӗнче иртӗ, ентешӗмерсене те Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ. «ЧПУн пӗрлештернӗ команди» кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери «КиВиН-2020» КВН фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Сочире иртнӗ. Фестивальте ентешӗмӗрсене ҫӑмӑлах пулман. Ара, унта 457 команда хутшӑннӑ, вӗсен 10 проценчӗ кӑна «Премьер-лигӑна тата «вышкӑна» тухнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Енрен ЧПУ команди ҫеҫ кунашкал шая тухнӑ, унччен кун пекки пулман. Сочире иртнӗ фестивальте пирӗн студентсем залри ҫынсене кӑна мар, Александр Масляков телеертӳҫе те култарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |