Культура
![]() https://godliteratury.ru/events-post-reg/psevdonim-ego-vse-znayut-ydaraem-nazyv сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш ҫыравҫисен ячӗллӗ урамсем пулӗҫ-и? Асӑннӑ хулари «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова асӑрханӑ тӑрӑх, унта ҫыравҫӑсен ячӗллӗ пӗр урам та ҫук. Калем ӑсти Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра 1983-2005 ҫулсенче пурӑннӑ Николай Ытарая аса илнӗ. Ҫав ҫурт ҫине мемориал хӑми те ҫакса хунӑ. Тутарстанра ҫуралнӑскер, унта профессионал ҫыравҫӑ пулса тӑнӑскер Чӑваш Енре хваттер илме ӗмӗтленнине ӑнланма пулать. Йывӑрлӑхпа ӳснӗ Николай Ытарай ача чунӗллӗ пулни унӑн хайлавӗсенче курӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл ача ҫуртӗнче воспитательте, клуб директорӗнче, учительте ӗҫленӗ. Талпӑнуллӑ ҫамрӑка райкомра асӑрхаҫҫӗ. Хусана комсомол путевкипе юриста вӗренме яраҫҫӗ. Пединститутра та вӗреннӗ вӑл. Анчах чунӗ те, алли те калем еннех туртӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ чӑваш ҫыравҫине халалласа урам ятне памалла тесе маларах асӑннӑ Ирина Павлова сӗннипе (ҫыравҫӑсем те, тен, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пулӗ) хула ертӳҫисем килӗшсен, чӑн та, аван пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Ӳнер
Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр… Юрий Яковлев
Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки) Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ. Шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх, килӗшӳпе ҫураҫу юрӑҫи вӑл. Рункӑ енчи ҫӗршыв хӑй ҫавӑн пек. Унта аваллӑх упранать, унта чӑвашлӑх сӗврӗлмен-ха. Вӑл ялта йывӑҫ касакан ӑста Сантӑр Пикл пурӑнать, вӑл ялта Тимӗр куккӑшӗ Неҫҫе Енилин аталанса тухнӑ. Тимӗрпе Неҫҫе Енилинсем чӑвашсен шӗкӗр хулине Шупашкара Хырла илемӗпе сас-чӳллӗ шӑплӑхне илсе килчӗҫ. |
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: видеоинсценировка» чӑваш ҫыравҫисен прозипе хатӗрленӗ видеоинсценировкӑсен Регионсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксен V-мӗш видеоконкурс пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Пресс-релизра кӑтартнӑ тӑрӑх кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫул ӳсӗмӗпе чарусем ҫук. Конкурса хутшӑнакансене шкул тата шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен программине кӗрекен проза произведенийӗсен инсценировкине е фрагмента хатӗрлесе ӑна видео ҫине ҫырма сӗнеҫҫӗ. Видео 3 минутран кая мар пулмалла. Конкурс ӗҫӗсене 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чыслама шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() rosvlast.ru тата cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗсем Паян Чӑваш Енӗн Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 17-мӗш тата 18-мӗш номерлӗ хушӑвӗсемпе тепӗр икӗ ҫынна министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ. Хальхинче улшӑнусем Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине тата Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Константин Яковлева тата Иван Исаева министр пуканӗсене пушаттарнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе пурнӑҫлама министрсен ҫумӗсене хушнӑччӗ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама паян Виктор Косачева ҫирӗплетнӗ; культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ пулма — Роза Лизаковӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти пилӗк шкула ашшӗ-амӑшӗн укҫипе юсав тӑвӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, хыснаран та укҫа уйӑрӗҫ. Шупашкарти 44-мӗш лицей, 39-мӗш, 56-мӗш тата 45-мӗш шкул, 2-мӗш пуҫламӑш шкул пуҫаруллӑ хысна программине хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал шкулсене юсама тата хӑтлӑлатма 13 миллион тенкӗ таран уйӑрӗҫ. Кирлӗ суммӑран 8-13 процентне ашшӗ-амӑшӗ хывӗ. Тӗслӗхрен, 44-мӗш лицейре икӗ крыльцине юсӗҫ 300 пин тенкине ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен пухӗҫ. Ҫапла майпа шкула сусӑрсене те кӗмелли майсем туса парӗҫ. 56-мӗш шкулта спортзалпа хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме юсаса ҫӗнетӗҫ. 45-мӗш шкулта спорт лапамне юсасшӑн. 39-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ӗҫсене ҫуллахи каникулта пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 3-4-мӗшсенче Шупашкарта Раҫҫейӗн допинга хирӗҫ агентстви (РУСАДА) семинар ирттернӗ. Икӗ кунлӑх вӗрентӗвӗн малтанхи кунӗнче Республикӑн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗ ӗҫченӗсене йыхравланӑ, тепрехинче — спорт шкулӗсен ертӳҫисене, вӗсен вӗренӳпе спорт енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсене, тренерсене тата спортсменсене. Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, РУСАДА специалисчӗсем усӑ курма юраман препаратсен списокӗпе паллаштарнӑ, тухтӑрсен яваплӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, допинга хирӗҫ правилӑсене пӑснипе ҫыхӑннӑ йӗркене уҫӑмлатнӑ. Семинара пирӗн республикӑри 600-е яхӑн ҫын, ҫав шутра 400 ытла спортсмен, хутшӑннине пӗлтерет ЧР Спорт министерствин пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ. «Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yandex.ru сайтри сӑн Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем. Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() unian.net сайтри сӑн ЧР ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин оперуполномоченнӑйӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн, юраман препаратсене сутма тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пӗлӗшӗ урлӑ 300 пин тенкӗпе усӑ курма юраман япаласем, 1 килограмм ытла, сутма хӑтланнӑ. Хайхискер хӗрарӑм патне киле укҫа илме пынӑ. 50 пин тенкӗ илсен арҫын лӑпланман – наручниксемпе усӑ курса татах ыйтнӑ. Оперуполномоченнӑя халӗ тытса чарнӑ. Вӑл следовательсене каласа кӑтартма килӗшмен. Халӗ ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен ӗҫрен кӑларас, дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() rosbalt.ru сайтри сӑн ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ. Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |