Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ. Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() interfax.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче гараж комплексӗнче арҫын ҫӗҫӗпе ачана хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем 62-мӗш шкултан киле иккӗмӗш смена хыҫҫӑн таврӑннӑ, юрпа перкелешнӗ. Пӗр чӑмакка гаража лекнӗ, унтан арҫын сиксе тухнӑ, аллинче – ҫӗҫӗ. Хайхискер 11 ҫулти арҫын ачана ярса тытнӑ та кӑшкӑрашма пуҫланӑ. Унтан ачасем тарса ӳкнӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ вара полицие кун пирки пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Вӑл – 67 ҫулта. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл гаражра ҫӗҫӗ хӑйранӑ, такам гараж тӑрринче чупнине илтнӗ те чупса тухнӑ. Ҫакна шӑпах ҫав ачасем тунӑ тесе шутланӑ, хӑратасшӑн пулнӑ. Ара, унччен тӑрӑна юсама та тивнӗ вӗт. Ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнӑ. Вӑл хушупах Игнатьев Михаил Васильевича шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫ вырӑнне пушатма хушнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама лартнӑ ҫынпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ те ӗнтӗ. Олег Николаев — Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Патшалӑх Думин VII чӗнӗвӗн депутачӗ, нумаях пулмасть ӑна Патшалӑх Думин наци ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче астӑвӑм кунӗсем иртеҫҫӗ. Кун пикри ҫак йӗркесен авторне театрӑн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтерчӗ. Ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, театрта Чӑваш халӑх писательне, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачне, ЧАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, прозаика, драматурга, режиссера, актера, СССР Писталеьсен союзӗн пайташне Петра Осипова халалланӑ Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Тӑлӑх ӳссе ҫутта тухнӑ ҫак ҫын ҫуралнӑранпа виҫӗмкун 120 ҫул ҫитрӗ. Астӑвӑм каҫне Шупашкрати пӗрремӗш хула пульницин тӗп врачӗ Татьяна Спиридонова та хутшӑннӑ. Ара.ю ҫав учреждени Петр Осипов ячӗпе хисепленсе тӑрать-ҫке. Петр Осипов врач, Чӑваш Енре сывлӑх сыхлав ӗҫне йӗркелекен пулнӑ. Нумай енлӗ пултаруллӑскер ӑста скрипач, режиссер, актер, киноартист, драматург пулнӑ. Ӗнер «Сурхури сӑри» драмӑна кӑтартнӑ. Паян театрта Антон Чехов вырӑс ҫыравҫине халалланӑ каҫ иртӗ. Ун пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» камит кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ваттисен Канашӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ. «Президиум ларӑвӗн кун йӗркинче юлашки вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ телеканалӗсен эфирӗнче тата интернет уҫлӑхӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗлӗшӗпе килӗшмелле мар информаци панӑ пирки пӑхса тухрӗҫ. Ҫакӑ чӑваш халӑхӗшӗн кӳренӳллӗ пулнине сӳтсе явса йышӑну турӗҫ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш наци конгресӗ Фейсбукра. Ларӑва пухӑннисем Михаил Игнатьев тавра пулса иртекен лару-тӑрӑва вӑраха ямасӑр сӳтсе явмаллине палӑртнӑ. Ҫав йышӑнӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне ҫитерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() unian.net сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна пӑшал тытса пуҫтахланнӑшӑн айӑпланӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ӑна 2006 ҫулта та айӑпланӑ, ун чухне ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ. Колонирен вӑл 2017 ҫулта тухнӑ. Хальхинче вара арҫын пуҫтахланнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ҫӗрле ӳсӗр пулнӑ, кӳршӗ яла килнӗ те пӗлӗшӗсене ҫурчӗн чӳречисенчен сунар пӑшалӗнчен пеме пуҫланӑ. Юрать-ха, арҫын никама та амантман, чӳречесене ҫеҫ ҫӗмӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() kudago.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртрӗ ҫак шухӑша. «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн регион федераицн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш. Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикпех. 2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен ача ҫуратма тӑрать. Вӗсем ҫӗршывра паракан амӑш укҫине ҫеҫ мар, республикӑра уйӑраканнине те илейреҫҫӗ. Вӑл укҫана ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан параҫҫӗ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл хускатнӑ самантсенчен пӗри ачаллӑ ҫемьесемпе ҫыхӑннӑччӗ. Михаил Васильевич ачаллӑ ҫемьесене малашне республикӑн амӑш (ҫемье) капиталне хальхи пек 100 пин тенкӗ мар, 150 пин тенкӗ пама йышӑннине пӗлтерчӗ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗпе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() eaomedia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫил-тӑманлӑ кунсем пулчӗҫ, паян ав сивӗтрӗ. Синоптиксем республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫнелле кӗртсен ҫӳллӗшӗ 25 сантиметр ҫитмелле. Ырантан каллех ӑшӑтать. Хальхинче, юрать-ха, юр ирӗлесси патнех ҫитмест. Уйӑх вӗҫнелле, Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юр уйӑхри нормӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫума пултарать, сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа 5 градус таран сивӗ тӑрӗ. Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ нарӑс уйӑхӗн варринче пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Тӗнчесем каллех ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ?» — ҫакӑн пек пуҫ ватнӑччӗ Софья Савнеш маларах. Унта сӑмах паллӑ велоҫулҫулҫӳревҫӗн Никита Тӗнчен ҫемйи пирки пыратчӗ. Тӗнчесен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑпа Настьӑн тӗнче тетелӗнчи старницисене тишкерчӗ. Ҫапла вара хурава вӑрах шырама тивмерӗ. Нью-Йорк ҫывӑхӗнче пӳлӗм тара илсе пурӑннӑ ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑран Сан-Антонио хулине вӗҫсе кайнӑ. Хӗрӗпе Аяранпа Техас штатӗнче ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке Настя паян Интсаграма вынаҫтарнӑ. «Кӗтмен ҫӗртен эпир пӗр сезонтан теприне куҫрӑмӑр. Кӗркуннеччӗ, халӗ кунта ҫулла», — ҫырса хунӑ хавас сӑнлӑ Настя. Халӑх ушкӑнӗнчисем ача ҫанталӑк ылмашнине епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Настя ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл енӗпе йывӑрлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |