Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ.

Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ.

 

Культура

Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева пулнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑстана республика ертӳҫи хӑй йыхравланӑ.

Ӑстапа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпарта ҫырнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва Евгения Жачеван ывӑлӗ, Питӗрти Мариински театрти балетӑн концертмейстерӗ Гурий Жачев; Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Культура тата ӳнер институчӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева та хутшӑннӑ.

Евгения Жачева Михаил ИгнатьевЭлтепере Чӑваш тӗррин музейне йӗркеленӗшӗн тав тунӑ-мӗн.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Хуракасси ялӗнче пурӑнакансене кӗпер пӑшӑрхантарать. Кивелнӗскер тӑрӑх ҫӳреме те хӑрушӑ. Анчах мӗн тӑвӑн: ватӑсемпе ачасем те ҫавӑнтах каҫса ҫӳреҫҫӗ.

Ку ыйтупа ҫынсем «Про Город» хаҫата пынӑ. Пилӗк ҫул ытла ӗнтӗ ялти темиҫе кил ялтан «уйрӑлса» тӑрать. Ара, кивӗ кӗперпе каҫса ҫӳреме хӑрушӑ.

Унччен кӗпере колхоз пӑхса тӑнӑ. Вӑл салансан кӗпер те саланма тытӑннӑ. Вырӑнти администраци пулӑшма шантарнӑ: тепӗр икӗ ҫултан. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Никитина пӗлтернӗ тӑрӑх, районта кӗпере юсамашкӑн укҫа шыраҫҫӗ, хӑвартах пулӑшма шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62179
 

Чӑваш чӗлхи

Шāматкун, кāрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш ачисен клубӗ (вӑл Шупашкарта ӗҫлет) тӑван чӗлхене вēренес шухашлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарӗ.

«Ҫыннӑн пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех хамāртан килет.

Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.

Заняти Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи 212-мēш пулēмēнче иртӗ. Унта икӗ ӳсӗмри ачасене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнēн занятийӗ 12 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре пуҫланē.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 89051987795 тата 89603030880.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-15356121_1167
 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти лифтсене кӑҫал та ҫӗнетӗҫ.

2020 ҫулта нумай хваттерлӗ 16 ҫуртра 90 лифт ылмаштарма палӑртнӑ. Ҫакӑн валли 158 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси ҫинчен калакан программӑпа килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков ӗнентернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра 12 ҫуртра 62 лифта ылмаштарса пӗтернӗпе пӗрех. Тепӗр 28 лифта пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче. Кӑҫалах тепӗр 11 ҫуртри лифтсене ҫӗнетмелле.

Шупашкарти ҫуртсенче пассажирсене турттармалли лифтсен шучӗ 3479-па танлашать. Япӑхнисене кашни ҫулах пӗчӗкшерӗн ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

 

Персона
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Муркаш районӗнче пурӑнакан Иван Васильев кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. 29 ҫулти арҫын чӑнах та маттур – схемӑсемпе чертежсемсӗрех ял хуҫалӑх техникине пуҫтарать. Пӗтӗм шухӑшӗ – пуҫра.

Иван Васильевӑн хуҫалӑхӗнче техника пайтах: вӑл ҫӗрулми кӑлармалли хатӗрсем, боронсем, культиваторсем пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗр пек модельсем тӗл пулмаҫҫӗ унӑн, пурте тӗрлӗрен.

Унӑн ашшӗ – инженер, кӳршӗри хуҫалӑхра ӗҫлет. Ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ вӗрентекенӗ те ҫавӑнтах тӑрӑшать. Вӗсене кура Иван та ҫак ӗҫпе аппаланма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62182
 

Республикӑра
«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗн» сӑнӗ
«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗн» сӑнӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Атӑл ҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Унта водолазсем, ҫӑлавҫӑсем тата следовательсем ӗҫленӗ.

«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври водолазсен ушкӑнӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна Куславкка районӗнчи Криуш ялӗ ҫывӑхӗнче шыранӑ.

Ҫак ӗҫе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫӑлавҫисем те хутшӑннӑ. Анчах ведомство кун пирки нимӗн те хыпарламан.

Водолазсемпе ҫӑлавҫӑсем нимӗн те тупайман. Специалистсен ӗҫне шыв юххи вӑйлӑ пулни те йывӑрлатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62189
 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ.

Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ.

Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.

Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ.

 

Спорт

Паян Шупашкарта «Спортивное долголетие» (чӑв. Спортри вӑрӑм ӗмӗр) спартакиада пуҫланнӑ. Унта аслӑ ҫулхисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулланнисен ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви тата Раҫҫей пенсионерсен союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Паянхи ӑмӑртура теннисла выляса ӑмӑртнӑ.

Паянхи ӑмӑрту Шупашкарта иртет. Унта районсемпе хуласенчен 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. «Спартак» спорт шкулӗнче вара шашка-шахмат вылякансем, пурӗ 80 ытла ҫын, пухӑннӑ. Вӗсем те — асли ҫулхисемех. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тӳре-шара саламланӑ, хастарлӑхшӑн ырланӑ.

Спартакиадӑн тепӗр тапхӑрӗсенче пульӑран перес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас, ишес, дартс, волейбол, мини-футбол, ҫӑмӑл атлетика тата хутӑш эстафета енӗпе тупӑшассисем пулӗҫ.

 

Персона

2020 ҫулта чӑваш халӑх писателӗ, драматургӗ, прозаикӗ, режиссерӗ, актерӗ, тӑван тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри, Петр Осипов, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йӗркеленӗ. ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелекенӗсем – Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова.

Петр Осипов республикӑра сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗ, «Хисеп палли» орденсене тивӗҫнӗ. Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ.

Петр Осиповӑн пултарулӑхне хак пама, ӑна сума сума асӑну каҫне ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1572, 1573, 1574, 1575, 1576, 1577, 1578, 1579, 1580, 1581, [1582], 1583, 1584, 1585, 1586, 1587, 1588, 1589, 1590, 1591, 1592, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...