Политика
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче ӗнер пуҫлӑх улшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, харӑсах икӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри — асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ пулнӑ Виктор Кочеткова ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен, тепри — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама шанасси пирки. Аса илтерер, Виктор Кочетков ведомствӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ӑна ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче инспекци пуҫлӑхне лартнӑ. Виктор Викторова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине хушура ӑнлантарман. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Юркина шаннӑ. Инспекцире Александр Юркин (сӑнӳкерчӗкре) унччен пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн черетлӗ пулӑшаканне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тивӗҫе хальхинче Иван Филиппова шаннӑ. Унпа алӑ пуснӑ контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, Иван Филиппов Михаил Игнатьев Элтеперте ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшуҫӑра тӑрӑшӗ. «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн пулӑшаканӗсен йышӗ ҫапла вара пиллӗке ҫитнӗ. Иван Филиппов маларах Рособрнадзорта ӗҫсен тата бюджет процесне йӗркелекен управленире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 2012 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, «стандартизаци тата сертификаци» специальноҫа алла илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн магистратурине вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ — Мускаври патшалӑхӑн облаҫ университечӗн аспиранчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш класа каякансен ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Шӑнкӑравсене вӗренӳ управленийӗнче 23-42-45, 23-42-53 телефон номерӗсемпе ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» кӑрлачӑн 29-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Пӗрремӗш класа каякан ачасене Шупашкарта кӑҫалтан «Е-услуги. Образование» (чӑв. Е-пулӑшусем. Вӗрентӳ) сервис урлӑ ҫырӑнтараҫҫӗ. Хӑш кун ҫырӑнасси хӑш микрорайонта пурӑннинчен килет. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Калинин районӗнчи шкулсене (пурӗ 18 вӗренӳ организацийӗ) ҫырӑнма май килӗ; кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче — Ленин районӗнчи шкулсене; кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче — Мускав районӗнчи шкулсене; нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен — хулари мӗнпур шкула. Территорие пӑхмасӑр пӗр-пӗр шкула суйлас текенсен заявленийӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене вырӑн пуррине кура илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gursesintour.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен дисконт картти евӗр карттӑ пулӗ. Вӑл епле пулса пӗтессине, карттӑна камсене парассине хальлӗхе тытса калаймӑпӑр. Мускавра, ав, ун пекки лавккасенче, ытти хӑш-пӗр пулӑшупа усӑ курнӑ чух сахалрах тӳлеме май парать. «Карта жителя Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинче пурӑнаканӑн картти) проекта пурнӑҫласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Паянах ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӑл список самаях пысӑк. Комиссие Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов ертсе пырать. Йӗркелӳпе техника ӗҫ-хӗлӗшӗн те асӑннӑ ҫак министерство яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Республикӑн клиника пульницин консультаци поликлиникинче (вӑл Мускав проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) поликлиника заведующийӗ — Пимен Иванов врач-уролог, Татьяна Воробьёва гематолог, Тамара Григорьева ревматолог тата Анна Никифорова гастроэнтеролог йышӑнӗ. Консультаципе диагностика центрӗнче (Мускав проспекчӗ, 19/4-мӗш ҫурт) Екатерина Сидякина терапевт, Галина Россейкина невролог-эпилептолог, Оксана Петрова гастроэнтеролог йышӑнӗҫ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пациентсене 8 сехетрен 13 сехетчен пулӑшӗҫ. Ыран чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ те йышӑнӗ. (8352) 70-95-90 телефон номерӗпе регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма кая юлман-ха. Республикӑн наркологи диспансерӗ те ыран Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Наркологсемпе психологсем сиенлӗ йӑларан хӑпма сӗнӳ-канашпа пулӑшӗҫ. Тухтӑрсем Пирогов урамӗнчи 6-мӗш уртра (тел. 23-41-68), Ленин проспектӗнчи 25-мӗш ҫуртра (тел. 62-63-63), Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра (тел. 73-29-83), Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра (тел. (83536) 2-14-30) 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксем студентсен отрячӗпе Крым Республикине тухса кайнӑ. Унта вӗсем Ялтӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «БЭМС» пӗрлештернӗ командӑна Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнчи студентсем кӗнӗ. Йышра Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн «Гольфстрим», Чӑвашпотребсоюзӑн Шупашкарти коопераци техникумӗн «Апельсин» тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Пегас» отрячӗсен пайташӗсем — пурӗ 50 ҫамрӑк — пулнӑ. Вӗсем 2019 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен «Ялта-Интурист» хӑна ҫурчӗн комплексӗнче ӗҫленӗ. Тӑрӑшнине кура 11 дипломпа чысланӑ. «БЭМС» отряд вара чи лайӑх производство отрячӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чиркӳ палӑртакан пысӑк уявсем ҫитсен ытти чухне Турӑ саккунӗпе пурӑннипе пурӑнманнисем те чиркӗве талпӑнаҫҫӗ. Кӑшарнинче те ҫавах. Ҫулталӑкӗпе пухӑннӑ ҫылӑха пӗрре шыва чӑмса тухса тасатма пулать теҫҫӗ пулинех: ватти-вӗтти вакка чӑмса тухма талпӑнать. 21-мӗш ӗмӗрте тата ҫав саманта сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелне вырнаҫтарма май килни те паха пулӗ хӑшӗсемшӗн. Ҫав вӑхӑтрах специалистсем: тухтӑрсем те, Чӑваш Енӗн Граждан оборони тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министерстви те — ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать. Шыва кӗрес тесен вак ятарлӑ каснӑ вырӑнсене (пирӗн патра ун пеккисене 100-е яхӑн хатӗрлӗҫ) ҫеҫ кайма сӗнет. Унта йӗрке хуралҫисем, ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Салтӑнса тӑхӑнмалли тата ӑшӑнса илмелли вырӑнсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Станьял. Николай Плотников тунӑ сӑн Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ. Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи. |
Республикӑра
![]() http://bo32.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене 2019 ҫулшӑн кама парассине татса панӑ. Н.В. Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спор пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тивӗҫнӗ. Конкурса вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑх ҫинчен каласа кӑтартакан материалсен ярӑмӗпе хутшӑннӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Чӑваш Ен» НТРК директорӗн ҫумне Александр Магарина пама йышӑннӑ. Александр Николаевич конкурсра Чӑваш Енри паллӑ культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ҫинчен «Самана» телепрограммӑсен ярӑмӗпе ҫӗнтернӗ. Леонид Ильин премине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат редакторӗ Екатерина Казаковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРКн телекуравӗн продюсерне Екатерина Фоминана парӗҫ. Премие илме конкурса хутшӑннисен тулли списокӗ кунта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |