Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкара килекен Росгварди автобусӗ Сарту облаҫӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкеке лекнӗ. «Рен-ТВ» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Р-228 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «ЛиАЗ» автобуспа «Toйота» ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ. Росгварди автобусӗ Маздок хулинчен Шупашкара килме тухнӑ. «Ирхи 9 сехет тӗлӗнче «Сарту — Волгоград» ҫул ҫинче, Сарту районӗнче, 1973 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «ЛиАЗ» автомобиль тата 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «Toйота» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ. Автобусрисенчен никам та суранланман», — пӗлтернӗ Сарту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем журналистсене. Инкек сӑлтавне уҫӑмлтаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «ДепутатКлуб» порталта РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Усӑллӑ 50 парламентари йышне (ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче хатӗрленӗ) Чӑваш Енрен икӗ депутат ҫеҫ кӗрейнӗ. Танлаштарӑма хатӗрлекенӗсем — Дмитрий Гусев тата Алексей Мартынов политологсем. Мускавра вӗсем парламентарисен уссине палӑртакан саккӑрмӗш интеграллӑ рейтинг йӗркеленӗ. ТОП-50 танлаштарӑма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Алена Аршинова лекнӗ. Анатолий Аксаков — ҫӳлтен виҫҫӗмӗш йӗркере, Алена Аршинова — 14-мӗшӗнче. Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне парламентарисен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи хастарлӑхне те шута илнӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, хӑшӗсен ячӗ-шывӗ МИХсенче янӑранипех ҫырлахнӑ, теприсем, Анатолий Аксаков пеккисем, чӑннипех те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.com.ge сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан организацие лицензисӗр хӑварнӑ. Ҫапла йышӑнӑва Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Тӗп банкрисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, страхлакан организаци ҫапла тӑвассине хирӗҫ пулман. Компани хӑй ҫавӑн пек шухӑшлӑ пулнӑ. «Манӑн медицина полисӗ — «Чӑваш Ен-Мед»-ра», — тесе пӑшӑрханакансене тӳрех лӑплантарар. Ку йышӑну асӑннӑ полиссене пырса тивмест. Пирӗн полиссем хӑйсен вӑйне ҫухатмӗҫ. Компани ҫынсене хӑйсен кӑмӑлӗпе страхлаймӗ. Шупашкарти «Чӑвашкредитпромбанк»пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр юлнӑччӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Наци банкӗ Арбитраж судне «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 250 пинрен иртрӗ. Ҫапла май, 1 миллион пухма тӗллев лартнӑ ӗҫе эпир 25% таран ҫитертӗмӗр темелле. Чӗрӗкӗ пур. Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫӗччен ӑна сахалран та 50% таран та ҫитересшӗн. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхра, раштавра, эпир малтанхи хамӑр рекорда ҫӗнетме пултартӑмӑр — уйӑх хушшинче 43,3 пин мӑшӑр кӗртрӗмӗр. Шел те ку уйӑхра рекорда ҫӗнетме йывӑртарах пулать пулӗ — сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесенче. Чӑвашлипе вырӑсла текстсем самай уйрӑлса тӑнине пула ҫӗнӗ мӑшӑрсем кӗртессин хӑвӑртлӑхӗ пирӗн чакрӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 пин патнелле ҫеҫ кӗртейрӗмӗр. Ҫавах та ку уйӑхра эпир хӑй тӗллӗн ӗҫлекен куҫаруҫӑна лайӑхлатма пултартӑмӑр. Нумай пулмасть вырӑсла-чӑвашла куҫаракан моделе 26.76 BLEU таран ҫитертӗмӗр (аса илтеретпӗр, акӑлчанла-вырӑсла мӑшӑрсенче Google-па Яндексӑн ку кӑтарту 35 BLEU патнелле). Ҫавна май пирӗн куҫаруҫӑ халь аванран куҫарма пуҫларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() wikiyy.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш пуканин ӑсти Терентий Дверенин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хакланӑ. Ӑста пӗр ӗмӗрхине уявланӑ кун, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗччӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑччӗ. |
Политика
![]() Kremlin.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗршыв Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен тивӗҫе унчченхи министрсемех пурнӑҫлӗҫ. Дмитрий Медведев премьер-министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне ҫӗршыв пуҫлӑхӗ ҫирӗплетӗ. Владимир Путин ӗнер Правительствӑн кивӗ йышӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Унта Дмитрий Медведев премьер-министр Президент РФ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура Конституцие улшӑну кӗртмеллине палӑртни пирки чарӑнса тӑнӑ. Правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ертӳҫӗне ик эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Ҫӗнӗ премьер-министрӑн пӗр эрнерен кая юлмасӑр Правительствӑн ҫӗнӗ пайташӗсене сӗнмелле. Владимир Путин премьер-министр пулма Федерацин налук службин пуҫлӑхне Михаил Мишустина сӗннӗ. Унӑн кандидатурине Патшалӑх Думи паян пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пурлӑхне сутма пуҫланӑ. Ҫак предприятие 2018 ҫулта панкрута кӑларнине, унта ӗҫленисене шалу тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш халӑх вӗҫӗмех ҫутатса тӑнӑччӗ. Унччен чипер ӗҫленӗ предприяти панкрута тухнӑ хыҫҫӑн пурлӑха: автобуссене тата ытти актива — сутаҫҫӗ. Хӑш-пӗр автобуса 150 пин тенкӗрен те йӳнӗрехпе «ярӑнтарнӑ». Нумаях пулмасть иртнӗ суту-илӗве 243 лот кӑларнӑ. Кун пирки «Чӑвашавтотрансӑн» конкурс управляющийӗ Юрий Парамонов пӗлтернӗ. Ҫав списокра автобуссен йышӗ 100-тен ытла. Вӗсем, тӗпрен илсен, — 2008-2009 ҫулсенче кӑларнӑскерсем. 24 транспорта туянакан тупӑннӑ. 2012 ҫулта туса кӑларнӑ ПАЗ 116 пин тенкӗпе ӑсаннӑ. Чи хакли — 2014 ҫулта ПАЗ никӗсне тӗпе хурса кӑларнӑ, сусӑрсем валли вырӑн пӑхса хӑварнӑ автобус. Ӑна 785 пин тенкӗпе туяннӑ. Пӗр автобусӑн вӑтам хакӗ 200-300 пин тенке ларнӑ. Вӗсене туянаканӗсем — Пушкӑртстанри, Киров, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата ытти хӑш-пӗр регионти усламҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорт тулашӗ епле пулассине халӑхпа татса парӗҫ. Аса илтерер: республикӑн тӗп хулинчи аэропорта тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ темелле. Ҫапах та аэровокзалӑн тулаш енне тӑвассипе ыйту ҫуралнӑ иккен. Проектантсем унӑн пилӗк вариантне сӗннӗ. Кашниех хӑйне евӗр. Паянхи куна, сӑмах май, виҫҫӗмӗш вариантшӑн сасӑлакансем ытларах пулни курӑнать. Пурӗ 2 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Унта кашни ҫынах хутшӑнма пултарать. Тата ҫакна та аса илтерер: Шупашкарти аэропорт умне Андриян Николаев космонавтӑн скульптурине лартасшӑн. Ҫавӑн пекех хула администрацийӗпе килӗшӳ туса аэропорт ҫине асӑну хӑми ҫакасшӑн. Ку ыйтусене ятарлӑ комисси ларӑвӗнче ыран пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленмен-ха. Айӑплав енӗ, тепӗр майлӑ каласан, прокуратура ӑна колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтать. Паян Муркаш районӗнче Олег Ладыковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкерекен юлашки лару иртнӗ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснине пула ҫын йывӑр суранланнӑ. Айӑплав енӗ Олег Ладыкова пилӗк ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма ыйтнӑ. Хӳтӗлевҫӗ урӑхларах шухӑшлать иккен. Вӑл сити-менеджер ывӑлӗ айӑплӑ мар тесе каланӑ. Айӑпа ҫирӗплетсе парайманнине кура Олег Ладыкова е тӳрре кӑлармалла, е ӗҫе прокуратурӑна тавӑрса памалла тенӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва Муркаш районӗнчи суд (ҫул ҫинчи инкек унта пулнӑран ӗҫе унта тишкереҫҫӗ) кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче директор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ҫак ҫын унччен те ҫак должноҫре ӗҫленӗ пулнӑ, кайран Спорт министерствине ӗҫлеме куҫнӑ. Халӗ ав каялла таврӑннӑ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР спорт министрӗ Михаил Богоратов шкул коллективне ҫӗнӗ директорпа паллаштарнӑ. Вӑл – Борис Атаманов, ҫак должноҫре 1994-2014 ҫулсенче ӗҫленӗскер. Кайран, 2016 ҫулччен, вӑл ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем тӗрӗслев хыҫҫӑн Борис Атаманов тӗлӗшпе темиҫе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ун чухне вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Каярахпа служба тӗрӗслевӗ иртнӗ, тепӗр икӗ кунран ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |