Пӑтӑрмахсем
![]() Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ. Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ. Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ. Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yuristprav.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман. Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр ҫурт тӑрринчен рабочи ӳкнӗ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку Вокзалҫум урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ. Рабочи пилӗк хутлӑ ҫуртӑн тӑрринчен персе аннӑ. Халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, страховкӑсӑр ӗҫленӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини, полици ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ. Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ. Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лилия Говорова архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ. Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова. Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() irecommend.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул иртсе кайрӗ, чӗрӗ чӑрӑшсене урама кӑларса ывӑтма шел пек… Эсир вӗсене Шупашкарти Николаев паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтесе кайса пама пултаратӑр. Чӑрӑшсене 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Ку акци кӑрлачӑн 13-19-мӗшӗсенче иртӗ. Асӑрхӑр: чӑрӑшсене мишурапа пӗрле йышӑнмаҫҫӗ. Йывӑҫ туни хӑрса ларнӑ ан пултӑр тата йывӑҫа хими япалисемпе сирпӗтмелле мар. Йывӑҫсене зоокӗтесри чӗрчунсене ҫитереҫҫӗ, турачӗсене кайӑк-кӗшӗке сарса параҫҫӗ. Сӑмах май, кунашкал акци пӗлтӗр те иртнӗ, ун чухне ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Бурят Республикинче Базыр Цырендашиев композиторпа мӑнаҫланаҫҫӗ, вӑл вара хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ӗҫленӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ чӑвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Надежда Колесникова Фейсбукра пӗлтернӗ. Базыр Очирович — Бурят Республикинче паллӑ композитор. Вӑл — сахал мар кӗвӗ-ҫемӗ авторӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Инесса Павловна — чӑваш. Базыр Цырендашиевпа мӑшӑрӗ 1950-1960-мӗш ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Базыр Очирович Ҫӗмӗрлери культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Мӑшӑрне халалласа композитор «Задушевные песни» юрӑ-кӗвӗ пуххи те хатӗрленӗ. Сӑввисен авторӗсем — бурят сӑвӑҫисем. Базыр Очирович Бурят Республикин Хоринск район гимнне те хайланӑ. Вӑл 400 ытла юрӑ, хор валли хайлавсем, инструмент ансамблӗ валли пьесӑсем ҫырнӑ. Хӑйӗн пултарулӑхне пуянлатма тӑванла халӑхсен: монголсен, калмыксен, тутарсен, чӑвашсен — культурине пӗлни пулӑшнине палӑртнӑ вӑл. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ «Soyol.ru» порталта ҫырнине вуласа пӗлчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «В.П. Станьял: учёный, педагог, поэт и общественный деятель» (чӑв. В.П. Станьял: ӑсчах, педагог, поэт тата общество ӗҫченӗ) пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Аса илтерер: В. Станьял кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сакӑр теҫетке ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. Унпа паллаштаракан кӗнеке те пичетленнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Вулавӑшра иртекен пултарулӑх каҫне ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, литераторсем, учительсем, общество ӗҫченӗсем, юбилярӑн вӗренекенӗсем пухӑнӗҫ. Унта Виталий Станьялӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллаштарӗҫ. Мероприяти кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче 14 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Василий Димитриев паллӑ чӑваш ӑсчахӗ ҫурални ҫинчен Фейсбукра Л. Пэленич аса илтернӗ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор 1924 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Василий Димитриева Л. Пэленич «ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашсен пурнӑҫ чӑнлӑхне тупма тӑрӑшса Еврази талккӑшпех палӑрнӑ» тесе хакланӑ. «Вунӑ ҫултах тӑлӑха юлнӑ ял ачи, шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсем патӗнче завод лартма ӗмӗтленнӗскер, ҫити-ҫитми пурнӑҫа чӑтса ирттерсе, вӑрҫӑ нушине тӳссе, темиҫе хутчен вӑйлах аманса хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлӑнса юлса, ирсӗр тӑшмана ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, хамӑрӑн авалхи историне ывҫӑн-ывҫӑн пуҫтарса, ӑс-хакӑл ҫӗклемне куллен пуянлатса пырса, юлашки шевли ӳкичченех ҫине тӑрса ӗҫлесе пырса (вӑл пӗр минут та ахаль ларманнине пурте лайӑх пӗлетпӗр – унӑн ҫӗршер томлӑ ал ҫырӑвӗсем ӑслӑх архивӗнче упранаҫҫӗ!), чӑннипех чӑвашсемшӗн пуян историк-эткерҫӗ пулса тӑнӑ. Юлашки ҫулӗсенче «хӑй ҫитӗнтернӗ института» (1980-мӗш ҫулта вӑл мана чӗлхемӗр пайне ӗҫе илнӗччӗ!) тӑтӑшах пырса ҫӳретчӗ. Аса илӗвӗсем, ырӑ канашӗсем, сӑнӗвӗсем – пӗр вӗҫӗмсӗрччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |