Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехет те 40 минутра Канаш районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗнче йытӑ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ача ун чухне хӑйӗн килӗ умӗнче пулнӑ. Йытӑ хӗрачана самаях суранлатнӑ. Ҫынсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана травмпункта илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, йытӑ хӗрачана сулахай аллинчен тата сулахай уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Шурӑ халатлисем ӑна тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе машинӑсене ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен ҫав ҫула уҫассине республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере журналистсене пӗлтернӗччӗ-ха. Каланӑ сӑмаха тытнине халӗ, ав, хамӑр курса ӗнентӗмӗр. Сӑмахӑмӑр — Иван Яковлев проспекчӗн 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне пӑрӑнакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли вырӑн патне ҫитичченхи лаптӑк ҫинчен. Асӑннӑ урамри ҫав лаптӑка кӑҫал кӗркунне юсама тытӑннӑччӗ. Тӳррипе каласан, халӗ вӑл ҫула пӗтӗмпех туса пӗтереймен-ха. Асфальтӑн ҫиелти сийне ҫуркунне сарӗҫ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Чӑн та, паян 11 сехет тӗлӗнче вӑл ҫула уҫманччӗ, халӗ унтан машинӑсене ҫеҫ мар, троллейбуссене те янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ «Паян ирех радио итлесе ларатӑп... Хитре юрӑсем параҫҫӗ.. Юрӑ саламӗ кайрӗ... «Аякка, инҫе, инҫе вӑрласа каяп сана, аякра, инҫе, инҫе пурпӗр пулӑн ман кӑна...», — юрлать эп палламан юрӑҫ-пике...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра. «Эй, тур-тур, хӗрсем, арҫын пулма пӑрахӑр-ха, тархасшӑн...», — тенӗ вӑл унтан. «Хӗрсем, эсир мар, сире вӑрласа кайччӑр арҫысем «АЯККА, ИНҪЕ, ИНҪЕ»... Темле хӗрӳленсе юратсан та хӗр пулма ан пӑрахӑр, хӗр илемне ан ҫухатӑр, темле тӑрӑшсан та эсир нихҫан та арҫын пулас ҫук, ҫут ҫанталӑк сире ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, илӗртулӗх панӑ... «ВӐРЛАСА КАЙСАМ МАНА...», — тесе юрлӑр хӑть...», — тенӗ чылай юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ автор. |
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярассине те. Икӗ хула хушшинче транспорт кӗҫех ҫӳреме тытӑнмалла. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Михаил Игнатьев автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбуса ларса ку маршрутпа кайса пӑхасшӑн. Унта ытти пассажир та пулӗ. Хальлӗхе ку маршрутпа ҫӳремешкӗн 4 троллейбус туяннӑ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви пулӑшнипе ҫитес ҫул общесто транспорчӗ тунямашкӑн Чӑваш Ене 600 миллион тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kanash-info.ru сайтри сӑн «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ. Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче пӗр ватӑ арҫын хутаҫ манса хӑварни пирки, унта укҫа пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫав арҫын тупӑннӑ, укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Ҫак хутаҫа вокзалта асӑрханӑ хӗрарӑма вара ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов тав хучӗ, чечек ҫыххи тата парне парса чысланӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине аса илтерер. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын ывӑлӗ патне хӑнана кайма тухнӑ. Хайхискер вокзалта алӑри хутаҫне ӳкерсе хӑварнӑ. Ҫак хутаҫа вокзал ӗҫченӗ Елена Алексеева асӑрханӑ, малтанах ҫӳп-ҫап тесе шутланӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта укҫа, 90 пин тенкӗ ытла. Вӑл хутаҫа диспетчера панӑ. Анчах ун хуҫи тупӑнман. Кун хыҫҫӑн полици ҫав арҫынна шырама тытӑннӑ, МИХсем унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ. Ватӑ арҫыннӑн ҫемйи ӑшра ҫав укҫапа «сывпуллашнӑ» ӗнтӗ, тупасса шанман. Халӗ старике укҫине тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Элӗкре Мускавран Казахстана кайма тухнӑ автобуса чарнӑ. Транспортра 51 ҫын пулнӑ, пурте – Казахстан ҫыннисем. Анчах вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑхӑнман. 22 ҫын тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ, хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ. Раҫҫее вӗсен 5 ҫул килме юрамӗ. Тепӗр 6 ҫынна Раҫҫее мӗн тӗллевпе килнине суйса палӑртнӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Икӗ водителе те явап тыттарнӑ – вӗсем Раҫҫейре ҫынсене илсе ҫӳремелли палӑртнӑ йеркене пӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта районта ҫӗнӗ шкул тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Проект документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ. Шкул Кӳкеҫ поселокӗнче пулӗ. Унта 825 ача пӗлӳ илме пултарӗ. Шкула пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнче тума палӑртнӑ, ҫавна май халӑх итлевӗнче ку ыйтӑва татса панӑ. Халӑх хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Палӑртмалла: халӗ Кӳкеҫре шкул тата лицей пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ют ҫын вӑчӑрине илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна ҫын япалине вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкарти суту-илӳ точкисенчен пӗри япала тӑхӑнса пӑхнӑ чухне вӑчӑра манса хӑварнӑ. Хаклӑ япалана ҫухатнине аса илсен вӑл каялла вирхӗнсе пынӑ-ха. Анчах унта вӑчӑра пулман. Лавккара вырнаҫтарнӑ камерӑна пӑхнӑ та ҫухалнӑ япалана хӗрарӑм илме пултарнине палӑртнӑ. Юют ҫыннӑн манса хӑварнӑ япалине илнине пакунлисем вӑрланипе танлаштараҫҫӗ. Сӑнран пӑхсан хӗрарӑм 40-45 ҫулсенсе, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Вӑл хӗрлӗ куртка, хӑмӑр атӑ тӑхӑннӑ. Хӗрарӑма паллакансене е вӑл кам тата ӑҫтан иккенне пӗлекенсене 8-903-346-96-03, 51-03-72 тата 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() inforeactor.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин ӗҫченӗсем тата ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Ҫын пурнӑҫне ҫӑласси – питӗ пӗлтерӗшлӗ те пархатарлӑ тивӗҫ. Эсир инкеке лекнисене пулӑшма чӑн малтан пырса ҫитетӗр, ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан хӑрушлӑхсемпе хастарлӑн кӗрешетӗр, техногенлӑ аварисен сиенӗсене вӑхӑтра сирсе яратӑр, экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ тата коммуналлӑ хуҫалӑх сферисенчи организацисемпе предприятисен кал-кал ӗҫне тивӗҫтеретӗр», — тенӗ республика ертӳҫи хӑйӗн саламӗнче. Унта вӑл ҫӑлавҫӑсен профессири пысӑк ӑсталӑхне, темле кӑткӑс лару-тӑрура та ҫухалса кайманнине ҫийӗнчех тӗрӗс те вырӑнлӑ йышӑнусем тума пӗлнине, вӗсен хӑюлӑхпа хастарлӑхне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |