Культура
![]() Чӑваш ҫыравҫисем Раҫҫей Писательсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Алла калем тытакан ҫнтан чылайӑшӗ ҫак ӗҫе чун ытйнипе пурнӑҫлать пулӗ-ха. Ҫапах та сума суни пӗрех паха. Вӗсен йышӗнче Пушкӑрт Республикине кӗрекен Авӑркас районӗнчи Дадановка ятлӑ ялта 1952 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ Микул Ишимбай (Николай Демьянович Иванов) та пур. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче хыпарланӑ. Раҫҫей Писательсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнисен йышӗнче ҫавӑн пекех Чӗмпӗрти Николай Ларионов тата Чӑваш Енри Николай Максимов пур. Ҫапла, пурте сумлӑ, пурне те халӑх пӗлет, пурне те халӑх хисеплет. |
Чӑвашлӑх
![]() Нумай чӗлхеллӗ ачасен «Аталану» ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Чӑваш ачисен клубӗ уяв ирттерессине пӗлтернӗ. «Хаваспах пēлтеретпēр, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехетре Шупашкарāн Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра Наци библиотекин 212-мēш пулēмēнче Чāваш ачисен клубē Ҫӗнӗ Ҫул уявне палāртать», — тесе ҫырнӑ ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницӑра. Уява пурне те йыхравланине пӗлтернӗ. Унта Ҫēнӗ Ҫyл парнисене салатӗҫ. «Уява сиртен кашниех хутшāнма пултарать. Хāвāрпа пēрле хаваслā кāмāл-туйāм илсе кēмелле, ачасен Ҫēнӗ Ҫул сāввине пāхмасāр пēлмелле. Тēл пуличчен, чӑваш юрри-ташши пӗтӗм таврана сарӑлē, Ҫēнē 2020-мēш Ҫула пēрле кēтсе илер», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() parohod.online сайтри сӑн ЧР финанс министрӗн пӗртӑванне Маргарита Замчинская тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки, ӑна суд тӗрмене хупмасӑр 7,5 ҫуллӑха айӑплани, аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме чарни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Унӑн приговорӗ тата ҫирӗпрех пулнӑ. Замчинскаяна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Маргарита Замчинскаяна суд залӗнчех арестленӗ. Аса илтерер: Замчинскаяна кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ФСБ ӗҫченӗсем укҫа илнӗ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӑна Шупашкарти пӗр фирмӑран илнӗ, ытлашши сӑмах каламасса шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи аварире шкул ачи шар курнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Патӑрьел ялӗнче 13 сехет те 45 минутра «Приора» вӗренӳ автомобилӗ кустӑрми айне 3-мӗш класра ӑс пухакан хӗрача лекнӗ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти курсантка пулнӑ. Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне уҫнӑ. Ӑна Константин Иванов чӑваш поэчӗн скверӗнче вырнаҫтарнӑ. Палӑка Шупашкар хулинчи тӳре-шара паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл унччен крепоҫ пулнӑ вырӑнта ларать. Палӑка уҫма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, унӑн ҫумӗ Алла Салаева, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультечӗн деканӗ Олег Широков хутшӑннӑ. Декан палӑка Шупашкарта вырнаҫтарни тӗрӗс, 1555 ҫулта вырӑс патши хушнипе кунта крепоҫ тунӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл Хаяр Йӑван хӑватлӑ империе йӗркеенине, Мускав патшалӑхе анӑҫ енне сарнине ырласа сӑмах каланӑ. Улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ пулнӑччӗ. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленес ӗҫ хӗрсех пырать. Юр кӑна ҫитмест ӗнтӗ. Акӑ «Ростелеком» ҫурчӗ умне ҫитес ҫул паллине – шӑшие – вырнаҫтарнӑ. Каласа хӑварар: 2020 ҫул – тимӗр йӗкехӳре ҫулталӑкӗ. Шӑшие папье-машерен хатӗрленӗ, вӑл 3 метр ҫӳллӗш. «Шӑши кӳлепи пурне те килӗшессе, фотосесси тумалли вырӑн пуласса шанатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ влаҫ органӗсен порталӗнче. Сӑмах май, «Ростелеком» умне кашни Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитес ҫул паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫынсем ҫав кӳлепесен умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элтеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава командировкӑна кайнӑ. Кремльте Ӗмӗтсен чӑрӑшне лартнӑ, унта Чӑваш Енри ачасен ӗмӗтне ҫырнӑ теттесене те ҫакнӑ. Чӑваш Енри ачасен пӗтӗмпе 3 тетте пулнӑ. Михаил Игнатьев виҫӗ теттене илнӗ, шӑпӑрлансен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама шантарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пӗрремӗш ӗмӗте ыран Правительство ҫуртӗнче иртекен пресс-конференци умӗн пурнӑҫлӗ. «Республикӑри икӗ ача Аслӑ Устюгра тата Питӗрте пулса курасшӑн. Денис Николаев Ҫӗнӗ ҫулта боксер грушине парнелессе шанать», - пӗлтернӗ влаҫ органӗсен сайтӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗр Элтепер Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр арҫын ачана тӗрлӗ тӗслӗ массаж сӗтелӗ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти Шевницын ячӗллӗ паркра хӗл варринче фонтан ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл шыв пӗрӗхтермест, ҫутӑпа ӗҫлет. Ҫӗнӗ парка «Альянсгрупп» тулли мар яваплӑ общество 10,1 миллион тенкӗпе хӑтлӑлатнӑ. Парк кӑҫал кӗркуннех уҫӑлнӑ-ха, анчах фонтан ӗҫлемен. Тинех ҫутӑ фонтанӗ ҫынсене савӑнтарать, Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑмӑла ҫӗклет. Ҫак хӗллехи фонтанӑн светодинамикӑллӑ конструкцие пластик пӑрӑхсенчен тунӑ. Вӗсем тӗрлӗ тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Фонтан ҫур миллиона яхӑн тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Коми Республикинче никӗсленекен «7х7» тетелти кӑларӑма Сыктывкарти суд 20 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Айӑпа журнал коми чӗлхиллӗ материалсемшӗн кӗнӗ. Суд шухӑшӗпе «7х7 журнала» регистрациленӗ чухне вӑл тухакан чӗлхе шутӗнче вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ, анчах та тетелти кӑларӑм Николай Удоратинӑн материалӗсене коми чӗлхипе тата «Комикс вӑйӗ» ятарлӑ проекта акӑлчан чӗлхипе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла май МИХ суд Административлӑ айӑплав кодексӑн 13.21 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Тетелти кӑларӑма судра хӳтӗлекен Андрей Никулин айӑпланакан сӑпатлава йӑнӑш кӑтартни ҫине, комилле тухнӑ материалсем обществӑра хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни ҫине таянса ку ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Анчах суд унпа килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе «7х7 журнал» килӗшмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, ку енӗпе ҫӳлӗрех инстанцисене тухӗҫ. МИХ ертӳҫисен шухӑшӗпе влаҫрисем вӗсене хирӗҫ ятарласа айӑплав шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Раштавӑн 25-мӗшӗнче ӗнер Йошкар-Олара ҫӗнӗ словарь хӑтланӑ — Любовь Абукаева, Андрей Чемышев тата Анжелика Митрускова хатӗрленӗ Ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине. Вӑл В.М. Васильев ячӗллӗ Чӗлхен, литературӑн тата историн мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче иртнӗ. Хӑтлавра Любовь Абукаева ҫӗнӗ словаре епле хатӗрлени пирки каласа панӑ. Ӑна калӑплас ӗҫре Андрей Чемышев ертсе пынипе хатӗрленекен ҫармӑс чӗлхин корпусӗ пулӑшни пирки вӑл уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Любовь Абукаева, сӑмах май, шӑп вӑл кун хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Ҫармӑссен паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи тата фольклорисчӗ 1969 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юбилейпа ӑна институт директорӗ Евгений Кузьмин тата ыттисем саламланӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |