Культура
![]() Чӑваш Енри кадетсем федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлкине хутшӑннӑ. Унта ача ҫурчӗсенче, шкул-интернатсенче, округри кадет корпусӗсенче вӗренекен ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи арҫын ачасемпе хӗрачасене, ӗҫри тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен ывӑл-хӗрне, общество пӗлтерӗшлӗ проектсенче, шкулти олимпиадӑсенче ҫӗнтернисене йыхравланӑ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлка, ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чулхулари «Юпитер» концертпа кану комплексӗнче иртнӗ. Унта Чӑваш кадет корпусӗнчи 2о ачана илсе кайнӑ. Хӑнасене Чулхулари патшалӑх университечӗн нимеҫисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем ачасемпе савӑнӑҫлӑ конкурссемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ. Чулхулари М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсем юмах кӑтартнӑ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене пылак кучченеҫпе савӑнтарнӑ. Хулари экскурси те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштавӑн 27-мӗшӗнче «Чӑвашкино» кинозалӗнче Александр Осипов режиссерӑн «Рассвет» кӗске метражлӑ фильмне кӑтартӗҫ. Ку хупӑ кӑтарту пулӗ. Ҫакна Магнитогорскра вилнисене асӑнса йӗркелӗҫ. Пурнӑҫ мӗнле пулассине никам та пӗлмест. Ҫакна фильмри сӑнарсем те ӑнланса илеҫҫӗ. Фильм авторӗ – Шупашкарти «Два пути» пултарулӑх ушкӑнӗ. Кӗске метражлӑ фильма кӑҫал юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӳкернӗ. Тӗп сӑнарсене Раҫҫейри сериалсемпе фильмсенче ӳкерӗннӗ актерсем калӑпланӑ: Марина Засухина («Отец и сын», «Клюква в сахаре»), Сергей Баровский («Слепая», «Кулагин и партнеры», «След», «Глухарь. Продолжение» сериалсем). Ҫавӑн пекех Вырӑс патшалӑх драма театрӗн актерӗ Владимир Глушков ӳкерӗннӗ. Фильма курнӑ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе тата сӑнарсене калӑпланӑ актерсемпе калаҫма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() liter.kz сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ. Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкарти аэропорта ҫитес ҫул реконструкцилеме палӑртнӑ. Вӑл мӗнлерех пулӗ-ха? Проект организацийӗ тӑватӑ вариант сӗннӗ. Хӑшне суйлӗҫ? Халӑхран килет - халӗ шӑпах сасӑлав пырать. Унта хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа каймалла: http://aerocheb.ru/golosovanie_fasad/?pid=120. Хальхи аэропортӑн зданийӗ ҫумне тепӗр 2 пине яхӑн тӑваткал метр лаптӑк хушӗҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш хут та уҫӑлӗ, хальлӗхе вӑл ӗҫлемест. Инвесторсем аэропорта ҫӗнетес ӗҫе 500 миллион тенке яхӑн хывӗҫ. Пӗрремӗш хутра регистраци, багаж илмелли-памалли вырӑн, амӑшӗпе ачин пӳлӗмӗ, полици пӳлӗмӗ тата ытти пулӗҫ. Иккӗмӗш хут икӗ гейтран вӗҫмелли вырӑн пулӗ. Ҫӗнелнӗ аэропорт пӗр сехетре 200 пассажир таран йышӑнма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Про Город" сайтри сӑн Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ. Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ. «Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cgon.rospotrebnadzor.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре снюссем пирки нумай калаҫма пуҫларӗҫ. Сӑлтавӗ те пур: сиенлӗскере ҫамрӑксем, ҫав шутра 18 ҫул тултарманнисем те, тутанаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисен те сехри хӑпнӑ: ара, снюса лавккасенче ҫӑмӑллӑнах туянма пулать-ҫке-хе. Чи шухӑшлаттараканни – хальлӗхе Раҫҫейре снюссен сутма чаракан саккун ҫукки. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский регионти саккуна улшӑнусем кӗртме проект хатӗрлеме сӗннӗ. Снюс наркотик хутӑшӗ шутланать, вӑл ҫынна самаях минретет. Ку таранччен 20 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Ашшӗ-амӑшӗ те пӑшӑрханать, хӑшӗ-пӗри ачи снюс тутанса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫакна вӗсем шкулта тӑваҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ. Хайхискер диван ҫинче ларнӑшӑн укҫа тӳленӗ. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм «Модӑсен ҫурчӗ» суту-илӳ центрне телефон юсаттарма пынӑ. Хайхискере 20 минут кӗтме ыйтнӑ. Вӑл суту-илӳ центрӗнче уткаласа ҫӳренӗ, каялла таврӑннӑ – телефон хатӗр мар-ха. Хӗрарӑм кӳршӗ суту-илӳ пайӗнчи диван ҫине кайса ларнӑ. Унччен те пулман – унти сутуҫӑ ӑна укҫа тӳлеме ыйтнӑ – диванпа усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ памалла-мӗн. «Раштавӑн 21-мӗшӗнче телефон юсаттарма «Модӑсен ҫуртне» килтӗм. Кӳршӗ пайра кӗтсе ларнӑ чухне ҫамрӑк арҫын, сутуҫӑ, корпоратив пурлӑхӗпе, диванпа, усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ ыйтма тытӑнчӗ. Эпӗ сусӑр пулнине, ура ыратнине, тепӗр пилӗк минутран каяссине ӑнлантарма тытӑнтӑм. Кун хыҫҫӑн вӑл мана каларӗ: «Ҫук, тӳлӗр». Тӳлерӗм, тавар чекӗ пачӗҫ», - каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм редакцие. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗ хӗл пек пулмарӗ, ӗнер Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 16 литр ҫумӑр ҫунӑ. Тӗрӗссипе вара ҫак вӑхӑтра 18 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулмалла. Хальлӗхе вара – 1 сантиметр ҫеҫ. Сӑмах май, 2015 тата 2008 ҫулсенче те раштавӑн 25-мӗшӗнче юр пулман. 2006-2007 ҫулсенче вара хӗл нормӑран 7-9 градус сивӗрех пулнӑ. Шартлама сивӗ Кӑшарни хыҫҫӑн ҫеҫ иртсе кайнӑ. Хальхинче кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем мӗн каланине итлер. Малтанхи кунсенче сивӗтет, ҫӗрлесерен 15-20 градус пулӗ, юр ытлах ҫумӗ. Кӑрлачӑн 7-13-мӗшӗсенче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелле. Кӑрлачӑн 14-23-мӗшӗсенче эпир хӑнӑхнӑ хӗллехи ҫанталӑк тӑрӗ, атмосфера пусӑмӗ ӳснӗрен хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Кӑрлачӑн 25-27-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ, ҫапах ҫуркуннехи ҫанталӑк евӗрех пулмӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тӑрук сивӗтмелле, ҫӗрлесерен 24 градус е ытларах сивӗ пулмалла. Юлашки икӗ ҫулта карлачра кун пек шартлама сивӗ пулман, термометр 22-23 градус ҫеҫ кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ачасен шкула каймалла мар. Ҫапла йышӑннӑ хула администрацийӗнче. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уроксене ирттерменни пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе ҫыхӑннӑ. Чӑн та, хӗллехи хӑйне евӗр ҫак ҫанталӑка пула ҫул-йӗр пӑрлакланса ларать. Кун пек чухне ырӑ хуҫа хӑй йыттине урама кӑларас ҫук. Шупашкар хула администрацийӗнче шкулсен ертӳҫисене 1-4-мӗш классем валли занятие дистанци мелӗпе йӗркелеме сӗннӗ. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсене те ыран шкула пымасӑр вӗрентӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине шкула ярасах тесен вӗсене леҫме, унтан пырса илме сӗнеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе педагогсем ыран ытти чухнехиллех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |