Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри вӑл е ку пульницӑсенче уйӑхра пӗрре Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Паян ҫак йӗркесен авторӗ Республикӑн кардиологи диспансерне ҫул тытрӗ. Тӳрех палӑртам: кардидиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнине пӗлсенех эпӗ йышӑнӑва телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑннӑччӗ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, паян ӑнсӑртрӑн-кӗмсӗрт пынисем те кардиолог патне лекейреҫҫӗ. Пульница алӑкӗнчен кӗрсенех ятарлӑ сӗтел вырнаҫтарнӑ. Унта паян Уҫӑ алӑксен кунне хыпарланӑ. Ҫавӑнти медсестра регистратурӑна ӑсатать, регистратурӑран — кардиолог пӳлӗмне. Кардиолог патне кӗриччен манӑн пушӑ вӑхӑт пӗр сехетчӗ. Тухтӑр пӳлӗмӗнчи медсестра пире, черетри икӗ ҫынна, ЭКГ тӗрӗслевне кайса килме сӗнчӗ. Унта та халӑх йышлӑ марччӗ — хӑвӑрт йышӑнчӗҫ. Кардиолог мӗн ыратнипе кӑсӑкланчӗ, анализсемпе, ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе (унччен тӗрӗсленнӗччӗ эпӗ) паллашрӗ. Унтан мӗнле сипленмеллине ҫырса пачӗ. Ҫапла вара кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑксем уҫах тесе калама юрать. |
Республикӑра
![]() dw.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 46 ҫулти арҫын каллех решетке хыҫне кайӗ. Хальхинче суд ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсенчен 4 ҫулне вӑл тӗрмере ирттерӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, 38 ҫулти ентешне тапӑннӑ, пичӗ ҫине газ баллонӗпе сирпӗтнӗ, унтан хӗненӗ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине ҫак арҫын 44-ри ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫын 1997 тата 2005 ҫулсенче ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 25 ҫул ытла ирттернӗ. Унтан вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 19-меш ача пахчин архивӗнчи сӑн Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫейри чи лайӑх предприятипе организаци» конкурс Пӗтӗм тӗнчери «Инновацисем. Аталану» форумпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Конкурса Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. «Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» номинацире Шупашкарти 128-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медпулӑшу служби тунӑ сӑн Йӗпреҫ районӗнче пӗр кунхине васкавлӑ медпулӑшӑва хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл – ватӑ арҫыннӑн кӳрши-мӗн. Лешӗн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухнӑ. Тухтӑрсем пациента пӑхнӑ чухне лешӗ тӑнне ҫухатнӑ, кӑвакарса кайнӑ. Унччен реанимацире вӑй хунӑ Марина Максимова фельдшер тата Дмитрий Майоров ҫамрӑк фельдщер часрах реанимаци ӗҫӗсене пурнаҫланӑ: разряд, венӑран эмел янӑ, массаж тунӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа ӗҫлеттернӗ… Ҫапла вӗсем пациент пурнӑҫӗшӗн 5 минут кӗрешнӗ. Кӑштахран арҫын хӑй тӗллӗн сывласа янӑ. Фельдшерсем арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна специалистсем сӑнаса тӑнӑ, кайран ӑна Шупашкара куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер каҫхине Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланчӗ – ҫил вӑйланчӗ. Ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫӗр ҫийӗнчен 700 метр ҫӳллӗшӗнче ҫеккунтра 45 сантиметр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку самолетсене самай чӑрмав кӳнӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкар ҫийӗн «Победа» самолет вӗҫсе ҫӳренӗ, аэропорта анса ларайман. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех вӗҫленнӗ. Пӗр сехет те 15 минут кая юлса вӑл аэропорта анса ларнӑ. Сӑмах май, синоптиксем ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех ашӑтасса, ҫумӑр ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() gcheb.cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унӑн алӑкӗсем ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче уҫӑлмалла. Ку хулари чи пысӑк шкул пулӗ, унта 1600 ача ҫӳрӗ. Халӗ шкулта ӗҫлемешкӗн ҫынсене пухма тытӑннӑ. Резюмесене кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ (Мускав проспекчӗ, 8-мӗш ҫурт, 5-мӗш тата 9-мӗш пӳлӗмсем). Ҫӗнӗ шкулта педагогсем кирлӗ. Педагогика енӗпе аслӑ шкултан е колледжран вӗренсе тухнӑ кандидатурӑсене те пӑхса тухӗҫ. Ҫавӑн пекех шкула администраципе хуҫалӑх валли персонал кирлӗ. Сӑмах май, авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ шкул валли директор суйланӑ. Ку пукана халӗ Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Наталья Маслова йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ чӗрӗк ӗмӗрхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявларӗ. Ҫав ятпа ирттернӗ пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хӑтлӑ залне пуҫтарӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансем тӗрлӗ созывра депутат пулнисем вӑл е ку енӗпе тунӑ ӗҫсене палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова та, РФ Паташлӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та депутатсене ырларӗҫ. Кирек епле уяври пекех наградӑсем те пулчӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн председательне Евгений Кадышева Михаил Игнатьев орден медалӗпех чысларӗ. Республика ертӳҫи ӗнер алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн Евгений Кадышев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() hr-portal.ru Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма суйса евитленӗшӗн штрафланӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хайхискер ывӑлне салтака ӑсатнӑ. Ялти йӑлана пӑхӑнса хӑна-вӗрле: тӑван-пӗтен, ял-йыш — пуҫтарӑннӑ. Кайран хӗрарӑм ялти пӗр арҫын ҫавӑн чухне хӑйне хӗненӗ тата пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫил вӗрмесӗр йывӑҫ хумханмасть теҫҫӗ те, иккӗшӗ тем пайлайман ӗнтӗ — эпир ӑна пӗлеймӗпӗр. Тӗпчевҫӗсем евит тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнсан хӗрарӑма хайхи этем мӑшкӑламанни палӑрнӑ иккен. Ҫапла пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби. Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса лекет тенӗ евӗр пулса тухнӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма суйса евитленӗ тесе 8 пин тенкӗ штраф хурса та панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Чӑвашкино» ҫурчӗ. http://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ 2020 ҫулта ӳкермелли фильмсене палӑртма ыйтать. Ҫак ыйтӑва учреждени халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса парасшӑн. «Асран кайми» программӑна кӗртес шухӑшпа ҫынсем 10 фильмшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫынсен хӑйсен те сӗнме май пур. Программӑна кӗме тивӗҫ ӗҫсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен халӑхпа тишкерӗҫ. Списокра ҫак ӗҫсем: Н.И. Ашмарин ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Мӗтри Юман ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; В.Н. Яковлев ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Трофимов ҫинчен документлӑ фильм; «Реванш Волжской Болгарии в XV веке» художествӑпа документлӑ фильм; П.Е. Егоров ҫинчен документлӑ фильм; Г.Н. Айги ҫинчен документлӑ фильм; А.Н. Крылов адмирал ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Кокель ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Л.П. Кураков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; С.М. Ислюков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; «Рождение чувашской буквы» анимаци фильмӗ; «Билясувар-Веде Сувар-Шупашкар» художествӑпа документлӑ фильм; «Чувашской автономии — быть» художествӑпа документлӑ фильм; В.Д. Димитриев ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен тӗп хулинче, Шупашкарта, «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» мегапроект иртӗ. Мега тесе проект пирки мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтереҫҫӗ. «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» проект раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнӗлле форматлӑ мероприяти — Алексей Московский, Фарида, Вячеслав Христофоров («Янра юрӑ»), Елена Иовлева, Полина Борисова, Михаил Ӑраскал тата Вера Кожеманова проекчӗ. Асӑннӑ юрӑҫсем ку вӑл калӑпӑшлӑ музыка проекчӗ пулассине шантараҫҫӗ. Концерт И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Йӗркелӳҫесем билета ӑҫта туянмаллине те, епле номерпе шӑнкӑравламаллине те каланӑ. Мегапроект епле шайра иртнине унта кайса курсан хаклама май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |