Пӑтӑрмахсем
![]() footboom.ru сайтри сӑнӳкерчӗке касса илнӗ Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ. Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() aktanysh.tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирус, сиенлӗ ытти япала сутса укҫа темле мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра шкулсенче СНЮСсем сарӑлни пирки хыттӑн, уҫҫӑн ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Ку амак Шупашкара та ҫитни вӑрттӑнлӑх мар. Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ. Тавах Турра тесе каламалла-ши, халӗ ку ыйтупа прокуратура ӗҫлеме пуҫлӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СНЮСсене сутнине тата усӑ курнине надзор органӗ ытти ведомствӑпа пӗрле пулса тӗрӗслеме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута каяҫҫӗ. Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ май спорт сооруженийӗсене виҫӗ муниципалитетра уҫнӑ. Аса илтерер: кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑччӗ. Ӗнер хӗрлӗ хӑю касса виҫӗ районта уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче пулса иртнӗ. Спорт сооруженийӗсене «Спорт — норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) федерацин тата регионти проектсемпе килӗшӳллӗн туса хатӗрлеҫҫӗ. Ӗнерхи виҫӗ лапама шута илсен ӗҫ малтан шантарнӑ пекех пулса пыни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moika78.ru сайтри сӑн «Про Город» редакцирен арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл 21 ҫулти арӑмӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ. Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн ҫамрӑк арӑмне килтен васкавлӑ медпулӑшупа Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Раштавӑн 8-мӗшӗнче упӑшки ун патне шӑнкӑравланӑ. Арӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем унпа мӗн пулнине татӑклӑн калаймаҫҫӗ, аппендицин тесе шутлаҫҫӗ. Операци хыҫҫӑн хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл унтан халӗ те тухайман. Хӗрарама Республикӑри пульницӑна куҫарнӑ. Унччен маларах Шупашкарти неврологсем, реаниматологсем килсе пӑхнӑ. Анчах сӑлтавне уҫӑмлатайман. Каҫ енне ҫамрӑк хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл халӗ те Республикӑри пульницӑра выртать, тӑна кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ. 20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ. Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Смолев архивӗнчи сӑн Сергей Смолев – профессионал спортмен мар, ҫапах вӑл нумай ҫухрӑма парӑнтарма пултарать. Сергей ӳркенмест, тренировкӑсем тӑвать. Вӑл ультрамарафонпа ӑнсӑртран кӑсӑкланма пуҫланӑ. Пӗрремӗш вӑрӑм дистанцие вӑл 2017 ҫулта Паттӑрлӑх Сукмакӗнче парӑнтарнӑ. Ун чухне 70 ҫухрӑма 10 килограмм таякан рюкзакпа чупмалла пулнӑ. Сергей 20 ҫухрӑмне чупайнӑ, ыттисене утнӑ. Халӗ Сергей туристсен марш-бросокне хутшӑнать, тусем, уй, вӑрман тӑрӑх чупать. «Кунашкал чупусем пур ҫӗрте те иртеҫҫӗ. Уйрӑмах тусем хушшипе чупасси анлӑ сарӑлнӑ. Шел, кун пеккисем Чӑваш Енре ҫук, Ҫурҫӗртен кӑнтӑра республика урлӑ ҫул хывма пулатчӗ вӗт», - каласа кӑтартнӑ Сергей. Унӑн ҫывӑрмасӑр, канмасӑр 160 ҫухрӑма та парӑнтарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн. Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер ҫӗрле пулнӑ. Клуб 1970 ҫулсенче пӗренерен тунӑскер пулнӑ. Ӑна ҫулталӑк каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Ун чухне клубра чӳречесене улӑштарнӑ, ҫӗне урай сарнӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма монтаж тунӑ, ҫӗне сцена тунӑ. Юсав ӗҫӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Подрядчик харпӑр усламҫӑ Алина Тарасова пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ сумма 1,74 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑкне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн тӗп хулинче чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫалтӑрӗсенчен пӗрне, Ҫеҫпӗл Мишшине, халалласа литература каҫӗ ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки Мускав хулинчи Чӑваш культурин обществи Фейсбукра паян хыпарланӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа (кӑвар чӗреллӗ поэт 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ) 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти Мускаври Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнчи 6-мӗш залра иртӗ. Литература каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна Мускав хулин Правительстви, Мускав хулин наци политикин тата регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑвӗн департаменчӗ тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫапла ӑнланма пулать литература каҫӗ пирки йӗркеленӗ анонса тишкерсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта. «Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче. Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ. Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |