Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекенсем Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутне экскурсие кайнӑ. Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва пулас профессие суйласа илме пулӑшас тӗллевпе 9 класс ачисемпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Класс сехечӗсенче прфесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, вӗрентекенсем ачасене кӑсӑклантарнӑ ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ профессийӗсемпе кӑсӑкланнине кура Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура заводне 8, 9 класс ачисене экскурсие илсе кайнӑ. Экскурсие йӗркелеме шкулти ашшӗ-амӑшӗн ертӳҫи Анна Николаевна (вӑл савутра ӗҫлет) пулӑшнӑ. Савутри профсоюз пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Романов экскурсовод ачасене предприятири ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cnews.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ. 17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен. Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр ҫинчи инкекре виҫҫӗн вилнӗ. Пӑтӑрмах 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ «Киа-Риа» автомашина прицеплӑ трактор айне пырса кӗнӗ. Инкек «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче, Елчӗк районӗнче, пулса иртнӗ. «Киа-Рио» водителӗ ҫула май пыракан тракторпа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина инҫӗше пӑхӑнман. «МТЗ» трактор йыӑҫ тиенӗскер пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина хӑвӑрт пынӑ. 22-ри водитель правана икӗ ҫул каялла илнӗ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна кӑҫал ултӑ хутчен явап тыттарнӑ. Машина водителӗ тата машинӑри икӗ пике: 8-мӗш тата 10-мӗш класра вӗренекенскерсем — вилнӗ. Тракторист урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ: — Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа. Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ: — Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет. — Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш шурсухалӗсен тӗп канашӗн ларӑвне хутшӑннисем 2019 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Чӑваш шурсухалӗсен (ваттисен) тӗп канашӗн ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта ҫак ыйтусене пӑхса тухнӑ: 1. 2019 ҫулта аксакалсен канашне пӑшӑрхантарнӑ ыйтусем (вӑл шутра — Слакпуҫӗнчи сысна комплексӗ лартассине сивлени; удмурт чӗлхине хӳтӗлесе Альберт Разин хӑйне ҫунтарса яни тата чӑваш шкулӗсенчи вӗрентӳ). 2. Тӗрлӗ пӗрлешӳсемпе уйрӑм ҫынсем Халӑх ячӗпе паракан чыс паллисем (медальсемпе орденсем) ҫинчен 2016 ҫулта хускатнӑ ыйтӑва малалла сӳтсе явни). 3. Чӑваш Республикин 100 ҫулне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне ял-хулари Шурсухалсен ушкӑнӗсем мӗнле кӗтсе илесси (ӗҫ планне палӑртни). 4. Халӑх Хуралӗпе Шурсухалсен канашӗн йышне ҫӗнетесси пирки. Лару ӗҫлӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ. Малтан кун йӗркинчи ыйтусемпе Шурсухалсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял хӑй шухӑшӗсене пӗлтернӗ, Унтан кашни ыйтӑва тӗплӗн шӗкӗлченӗ. Тӑван чӗлхе шӑпи тата ӑна шкулсенче мӗнле вӗрентни ҫинчен Владислав Эльмен (Шупашкар районӗ), педуниверситетра ӗҫленӗ Александр Мефодьевпа Василий Васильев профессорсем, Тимер Акташ журналист хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, Эдуард Бахмисов (ЧНКан «Чӑваш ялӗ» комитечӗ ертӳҫи) хӑй юлашки ҫулсенче Муркаш районӗнчи Калайкассинчи, Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерти, Элӗк районӗнчи Юнтапари тата ытти нумай шкулсенче чӑваш чӗлхипе культурин кунӗсене ирттерме пулӑшни ҫинчен, ку ӗҫре тем тӗрлӗ ӑнӑҫлӑ майсемпе меслетсем пурри ҫинчен тӗплӗ каласа панӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.vladtime.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Канаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти хӗрарӑма хӗненӗ. Шар курнин чунӗ куричченех ислетнӗ вӑл. Ал-урине ирӗке янӑскер ҫапса тапса пӗтернӗ. Кунпа та ҫырлахман-ха. Патак ярса илсе унпа хӗненӗ. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑмпа арҫын хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. 45 ҫулти арҫын витӗмлӗ сӑмах тупайман курӑнать, усаллӑхне кӑтартса ал-урине ирӗке янӑ. 41 ҫулти хӗрарӑма чунӗ тухмаллах хӗненӗ вӑл. Кӑра арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ та, арҫынна хальлӗхе суд тенкелӗ ҫине лариайман. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев халӗ малалла пырать. Пакунлисем тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе суда ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар. Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ. Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%. Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ. Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонине юсама федераци хыснинчен укҫа куҫарӗҫ. Ҫӗршывӑн регионӗсене культура объекчӗсене ҫӗнетме Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки калакан хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Ҫитес виҫӗ ҫулта Раҫҫей регионӗсене 3,5 миллиард тенкӗ куҫарса парӗҫ. Укҫа Чӑваш Ене те лекӗ. Кунта Шупашкарти культура учрежденийӗсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — пур. Унӑн калӑпӑшӗ 8800 пин тӑваткал метра яхӑн. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана кашни объекта юсама уйрӑммӑн палӑртнӑ. Шупашкарти филармоние 2020 ҫулта хута ямалла. Юсав ӗҫӗ валли федераци хыснинчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://www.pinterest.fr Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пепкине ача ҫуртӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Ф. хушаматлӑскер ачана илсе каймасси пирки хут ҫырса панӑ. Унта вӑл арҫын ачана усрава парас кӑмӑллине палӑртнӑ. Тӑван ывӑлне ача ҫуртӗнче хӑварнӑ хӗрарӑм пурнӑҫ йывӑр тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ. Унӑн ҫиччӗри ывӑл пур-мӗн. Икӗ ача ҫуратнӑ хӗрарӑм тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемест иккен. Тӑванӗсем те пулӑшаймаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ вӑл. Ҫамрӑк хӗрарӑм качча кайман. Опекӑпа попечительство органӗн специалисчӗсем ача валли халӗ усрав ҫемье шыраҫҫӗ. Тӑван амӑшне кирлӗ мар пулса тухнӑскере ют ҫынсем ҫемье ӑшши парасса шанаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи (эпир асӑннӑ хӗрарӑм унта пурӑнать) опека органӗ кӑҫал 4 ачана усрав ҫемьене панӑ. Амӑшӗсем 6 пепкене пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |