Хулара
![]() 2gis.com сайтри сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Юман рашчине Халӑхсен туслӑхӗн паркӗн ятне пама сӗнеҫҫӗ. Е ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвасшӑн. «Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейи» канашӑн председателӗ Лев Кураков хула администрацине ҫак сӗнӳпе тухнӑ. Лев Кураков ҫакна палӑртнӑ: икӗ сул каялла Шупашкарта Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл шӑпах Юман рашчи патӗнче вырнаҫнӑ. Рашчара вара ҫынсем кӑвайт чӗртсе канаҫҫӗ, эрех-сӑра та ӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал Юман рашчине 2020-2021 ҫулсенче хӑтлӑх кӗртмелли объектсен йышне кӗртнӗ. Хула администрацине ҫак ӗҫе тӑхтамасӑр тума, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле вӗҫлеме, унтан ӑна ҫӗнӗ ят пама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() tegrk.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ. Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет. Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() spbdnevnik.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Ӑна амӑшне тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Следовательсем тишкернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна 65 хутран кая мар тапнӑ-ҫапнӑ, пылесоспа ҫапнӑ. Пылесос ваклансах кайнӑ. Йывӑр сурансене пула 53 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Следовательсем тишкернӗ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта «Арҫури» авторне халалласа урок ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Михаил Федоров ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче «Арҫури» поэмӑна тепӗр хут аса илнӗ, ӑна тишкернӗ. Юра Николаев поэма сыпӑкне пӗр-пӗр артистран кая мар вуласа пани А.М. Николаева вӗрентекене те, класри тантӑшӗсене те тыткӑнланӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Чӑваш Республикин картти ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ Сӗтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялне шыраса тупнӑ. «Арҫури» юмахлатнӑ поэмӑн авторӗ 1848 ҫулта ҫуралнӑ та 1904 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Чӑрӑшкассисем «Арҫури» хайлав тӑрӑх ӳкернӗ сюжетсем пирки те тӗплӗ каласа панӑ, композиципе стильне тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре йӑлари каяшсене тирпейлекенсен ассоциацине туса хума йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ячӗ те паллӑ. «Экотехнопарк Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ) пулӗ вӑл. Ассоциацие йӗркелессипе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ҫак эрнере канашлу иртнӗ. Унта тӳре-шараран Иван Исаев министр хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Экология» НПО», «Строительные покрытия», «Эковата», «Экоцентр» МВК» организацисенче ӗҫлекенсем, уйрӑм усламҫӑсем, Раҫҫейӗн экологи обществин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ» тирпейлекенсен ассоциацин ертӳҫи пулма Сергей Лебедева суйланӑ. Вӑл «Чистая страна» (чӑв. Таса ҫӗршыв) федераци проекчӗн йӗркелӳҫи шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗ машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта лартнине вӗҫӗмех тӗрӗслет. Парковка правилине пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлаҫҫӗ. Хула администрацийӗнче административлӑ ӗҫсене тишкернӗ те, парковкӑпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑка тупса палӑртасси йышли палӑрнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Машинӑсене курӑк ҫине лартнипе ята кӗрекен водительсен йышӗ самай иккен. Саккуна административлӑ майпа пӑсакансен тӗлӗшпе 2,7 пин хутчен штраф ҫырса панӑ. Штраф виҫи 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унта суту-илӳ правилине пӑсакансем те кӗреҫҫӗ. Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем машина лартма вырӑн ҫук тесе ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗ вара хӑна парковкисем (машинӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли) тумалли йӗркене уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ. «100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ. «Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче IV Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла, раштав пуҫламӑшӗнче пулӗ вӑл. Чӑваш халӑх сайтне тимлӗ вулакансем вӑл чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртессине эпир пӗлтернине манман-тӑр-ха. Фестиваль кунне мӗншӗн куҫарни пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енри Кинематографистен союзӗн ертӳҫинчен Олег Цыпленковран ыйтса пӗлме май килчӗ. Малтан палӑртнӑ вӑхӑтра кинозалсем пушӑ пулман. Аса илтерер: «Асам» кинофестиваль иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелӗҫ. Кинофестиваль мӗнлерех иртесси пирки Олег Цыпленков «Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Вести. Интервью» кӑларӑма та каласа кӑтартнӑ иккен. Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Михайловичӑн сассинче савӑнмалли те, кулянмалли те сисӗннӗ. «Калама ҫук лайӑх хыпар» шутӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти икӗ урама И.С.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ятне панине кӗртнӗ. «Савӑнтарман хыпарӗ вара ҫакӑ: кӑҫалхи IV кинофестиваль валли укҫа-тенкӗ ҫукран ӑна нимелле ирттерме тивет. Пулӑшас кӑмӑллӑ уйрӑм ҫынсем союза ертсе пыракансемпе ҫыхӑнма кая юлман-ха», — ҫырнӑ Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Шупашкара каллех ҫӗнӗ автобуссем илсе ҫитернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Шупашкара хальхинче «Лотос» маркӑллӑ 8 ҫӗнӗ транспорт илсе килнӗ. Вӗсем вӑтам класлисем шутланаҫҫӗ. Автобуса 64 пассажир лараять. Унта сусӑрсем та, кӳме тӗксе ҫӳрекен амӑшӗсем те ҫӑмӑллӑнах кӗрееҫҫӗ. Ҫӗнӗ автобуссем раштавӑн 1-мӗшӗнче 26-мӗш маршрут ҫине тухӗҫ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа «час пик» вӑхӑтӗнче 26-мӗш маршрут кашни 13 минутран ҫӳрӗ, ытти вӑхӑтра – кашни 20-минутран. Палӑртмалла: ҫапла майпа Шупашкарта хальлӗхе вӑтам тата пысӑк класлӑ 155 автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ. Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет. Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |