Культура
![]() Раштавӑн 2-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш хут пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иртӗ. Унта куракансем юлашки ҫулсенче ӳкернӗ фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ, кинофестивалӗн информаци спонсорӗ пулнӑ май, пӗчӗк конкурс йӗркелени пирки пӗлтерет. Вӑл «Асам. Кинохаклав» ятлӑ пулӗ. Конкурса хутшӑнас тесен сирӗ кинофестивальте кӑтартнӑ фильмсен (конкурса хутшӑнаканнисем те, конкурса кӗменнисем те!) хаклавне хатӗрлемелле. Формачӗ — ирӗклӗ, 2000 саспаллинчен кая мар пулмалла (А4 калӑпӑш). Конкурса эпир чӑвашла ҫырнӑ кинохаклавсене йышӑнӑпӑр. Вӗсене кинофестиваль пынӑ вӑхӑтра (раштавӑн 6-мӗшӗччен) np@chuvash.org адреспа ярса памалла. Вырнаҫтарма юрӑхлӑ хаклавсене тӳрех сайта кӗртӗпӗр — вулакансем вӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Вырӑсла ҫырнӑ хаклавсене те йышӑнма пултаратпӑр, анчах вӗсем пирӗн конкурса хутшӑнаймӗҫ. Асӑрхаса хӑварни: пирӗн конкурса ярса панӑ хаклавсем кинофестиваль хаклавне хутшӑнмӗҫ. Ку конкурс — пирӗн сайт шайӗнче ҫеҫ йӗркеленӗскер. Фильсем хаклавне Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников хаклӗ. 1-мӗш вырӑншӑн 1000 тенкӗлӗ парне кӗтӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 500 тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 300 тенкӗ. |
Культура
![]() Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ. Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ. «Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра. Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа ноябрь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри 6-мӗш вулавӑшра чӑвашсен аслӑ поэтне асра тытса литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки «Урал сасси» хаҫатра Лариса Коротаева пӗлтернӗ. Уявра Пушкӑрт патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑра асӑнса унӑн кун-ҫулӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. Аслӑ шкулта вӑй хуракан Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева доцентсем Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫӗсене, вӑл чӑн-чӑн патриот пулнине асӑнса хӑварнӑ. Геннадий Челпир сӑвӑҫ поэтӑн халӑхшӑн тунӑ манӑҫми ӗҫӗсене, А.П. Червякова поэтшӑн чун юрри пулнине палӑртса хӑварнӑ, хӑй ҫырнӑ сӑвви-юррисемпе паллаштарнӑ. Уявра ЧНКА представителӗсем, ҫыравҫӑсем пулчэнӑ. «Савни» ансамбль (ертӳҫи – О.А. Иванова) программӑна илемлӗ юрӑсемпе пуянлатнӑ. «Сеспель» кинокартинӑн пӗр сыпӑкне курнӑ. Литературӑпа музыка каҫӗнче пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Пушкӑртстанра Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртӗҫ. Мероприятисене Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уяв Ӗпхӳри Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пысӑк залӗнче иртӗ. Раштавӑн 7-мӗшӗнчи уява Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонин коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи – РФ халӑх артисчӗ Юрий Васильев. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫавал» ансамбль XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенче тата РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗсене уҫнӑ чух Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ тесе хыпарлать «Урал сасси» хаҫатра Надежда Родионова. Чӑваш халӑх кӗввин чи пуян та илемлӗ, чуна пырса тивекен тӗслӗхӗсемпе «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ паллаштарӗ. Раштавӑн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗ. Спектакль режиссерӗ, сценографӗ тата костюмсен художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() atomic-energy.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ. Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ. Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан Гузель пӑшӑрханса ӳкнӗ – упӑшки пӗр эрне ӗнтӗ килте ҫук. Вӑл ӑна шыраса тупасшӑн, «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Икӗ ача ашшӗ, 29 ҫулти Альберт Шамсутдинов, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫитеспе ӗҫе тухса кайнӑ. «Ҫав кун телефонӗ ҫине шӑнкӑрав каятчӗ, мессенджерсем ҫине ҫырусем ҫитетчӗҫ. Вырсарникун, раштавӑн 1-мӗшӗнче, телефонӗ ҫине шӑнкӑрав кайма пӑрахрӗ», - каласа кӑтартнӑ арӑмӗ. Шамсутдиновсен ачисем 5-ре тата 1,5 ҫулта. Мӑшӑрӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ, халӗ ӑна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Килтен кайнӑ чухне Альберт хура калпак, хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Комсомольская правда» радиона интервью панӑ. Михаил Васильевич унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кирек мӗнле яла та кирек мӗнле машинӑпа кӗрсе тухма пулать. Ертӳҫӗ малтанах ӗненемен, тепӗр хутчен ыйтнӑ: «Ку мӗнпе пынинчен килет!. Тракторпа ав — хӑть упа шӑтӑкне! «Мерседеспа» вара?» Элтепер хуравланӑ: Кирек мӗнле автотранспортпа та! Ҫил-тӑман чухне, паллах, ҫулсене хӳсе лартать, тӳрех кӗрейместӗн. Техника тасатса ӗлкӗреймест. Анчах ку – темиҫе сехетлӗхе кӑна». Ҫапах Элтепер республикӑра мӗнпур ҫул лайӑхах маррине пӗлет. Ҫакна вӑл ӗҫпе ҫӳренӗ чухне курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Город-россии.рф сайтра ҫӗршыври чи илемлӗ хулана суйлас тӗллевпе хӗрӳ сасӑлав пырать. Вӑл вӗҫлениччен пӗр уйӑхран та катӑкрах юлнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: паянхи кун тӗлне Шупашкар пӗрремӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 258 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик, виҫҫӗмӗшӗнче – Курск. «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» проект сасӑлавӗ 2012 ҫултанпа иртет. 2013 ҫулта Шупашкар сасӑлавра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче те унӑн чи илемлӗ хула пулас шанчӑк пысӑк. Эппин, васкӑр! Сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырать, ҫав кун 15 сехетре вӗҫленет. Сасӑлава ҫак каҫӑпа хутшӑнмалла: http://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() winter-fishing.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк сивӗ тӑрать пулсан та ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: Сӑр ҫинче пӑр ҫӳхе-ха. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна шута илмест. Ку вара инкек патне илсе ҫитерет. Паян Чулхула облаҫӗнчи Васильсурск патӗнче, Сӑр ҫинче, пилӗк пулӑҫ пӑр айне кайнӑ. Вӗсем пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Паян 17 сехет те 40 минутра Воротынец облаҫӗнчи ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Сӑр ҫинче икӗ арҫын путаҫҫӗ иккен. 48 ҫулти арҫынна ҫӑлма май килнӗ, унӑн 80-ри ашшӗ вара, шел те, вилнӗ. Тепӗр сехетрен ҫӑлавҫӑсем тепӗр виҫӗ арҫынна ҫӑлма кайнӑ, вӗсем те путма тытӑннӑ. Вӗсене пурне те ҫӑлнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑҫсем шӑнса кӳтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() http://tavan-en.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансене хулана каякан 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт тулли пулни тата ҫул укҫи кӗтмен ҫӗртен хакланни пӑшӑрхантарать. Асӑннӑ поселокра пурӑнакансенчен пӗри ӗнер «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портала ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл ирхи ҫиччӗре «маршруткӑсем» лӑк тулли пулнине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Мера йышӑнма ыйтнӑ. Порталта палӑртнӑ тӑрӑх, ыйтӑва Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хуравлӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче кӳкеҫсем ҫул укҫи хакланнине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкара Кӳкеҫрен кайма унччен 22 тенкӗ (карттӑпа — 20 тенкӗ) тӳлеттернӗ пулсан, халӗ карттӑллисен 25 тенкӗ, укҫан татӑлакансен 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |