Культура
![]() Чӑваш пукане театрӗнче «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлӑ зал лӑк тулли пулнӑ. «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ — Пӗтӗм тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Шупашкарти ушкӑна Диана Сусарина ертсе пырать. Пултарулӑх коллективӗнче — пуян опытлӑ артистсем, ҫав шутра аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем. «Шуҫӑм» ансамбль юлашки ҫулсенче пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пуянланса пыраҫҫӗ. Ушкӑна 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа ансамбль Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи ялсенче, Пушкӑртстанра, Дагестанра, Молдовӑра, Украинӑра, Турцире, Финляндире, Германире, Францире тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. «Шуҫӑм» артистсен репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартасси те пур. |
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн. Елена Михайлова тунӑ сӑн Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинине приставсем арестленӗ, штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Водитель ҪҪХПИе 83 штраф тӳлемен-мӗн, парӑм 62500 тенкӗ пухӑннӑ. Исполнительнӑй сбор 86 пин тенкӗ ытларахпа танлашнӑ. Олег Алексеев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машинӑна арестличчен приставсен службинчен нимӗнле уведомлени те килмен. Ака уйӑхӗнче вӑл парӑма татнӑ та машинӑна киле илсе кайнӑ. Нимӗнле уведомлени те килменнине кура Олег Алексеев исполнительнӑй сбор суммине суд урлӑ тавӑрма йышӑннӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ, приставсен службине 81762 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Анчах, Олег Алексеев ӗнентернӗ тӑрӑх, укҫана халӗ те куҫарса паман. Ҫавна май вӑл прокуратурӑн пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ иртрӗ. Ҫак фестивале йӗркелекенӗ кӑҫал та Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — чун юратнӑ ӗҫе аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшакан Олег Цыпленков) пулчӗ. Ӑна ирттерме хастарсен нимелле пулӑшу ыйтма тивсен те вӗсем чӑваш сценин пирвайхи ӑстисен: Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн — ӗҫне малалла тӑсасшӑн, чӑваш киноне тӗнчене кӑларасшӑн тӑрмашаҫҫӗ. Ӗнер, раштавӑн 6-мӗшӗнче, «Асам» хупӑнчӗ. Кӑмӑлтан тӳрех палӑртар: хальхи саманара чӑваш киновне аталантаракансен йышӗнче ҫамрӑксем йышли. Вӗсем хушшинче Мускаври ӑстасем патӗнче вӗреннӗ маттурсем те пурри. Гран-прие хӑш ӗҫе парасси тӳресене яланах хумхантарнине пытармарӗ Олег Цыпленков. Пурне те пама хатӗррине те палӑртрӗ вӑл. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, апла тӑваймӑн. Кӑҫалхи Гран-прие «В Красном море» документлӑ фильм тивӗҫрӗ. Сценари авторӗ — Сергей Щербаков, режиссерӗ — Андрей Митешин. |
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсен шалу илес шанчӑк пур. Аса илтерер: организаци парӑмсене пула панкрута тухнӑ, унти ӗҫченсен умӗнче те парӑм пур: шалу тӳлемен. Шалӑва перевозчикӑн пурлӑхне сутсан татма палӑртнӑ. Унччен маларах ЧР Арбитраж сучӗ парӑма татмалли йӗркене улӑштарн: пурлӑха сутнӑ тупӑшран ӗҫ укҫи тӳлӗҫ, хыснана ямӗҫ. Кунашкал заявленипе «Чӑвашавтотрансӑн» конкурс управляющийӗ суда тухнӑ. Палӑртса хӑварар: нумаях пулмасть предприятин администраци ҫуртне тата икӗ автостанцие сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vlg.aif.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан хӗр кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна полицейскисене хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал аван уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патруле тухсан Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр чарӑнура хӗр тусӗпе эрех ӗҫнине курнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче кун пек тума юрамасть. Хӗре пакунлисем служба машинине лартнӑ. Ку вара пикене килӗшмен – вӑл икӗ инспектора аллинчен ҫыртнӑ. Машина хускалсан хайхискер пӗр полицейские питӗнчен тапнӑ. Хӗре тата унӑн тусне общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн 500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Полицейскисене шар кӑтартнӑ пике вара халӗ суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мурманск хулинче пурӑнакан Александр Иванов Шупашкар хулине куҫса килесшӗн. Вӑл Чӑваш Ен тӗп хулине вырӑнтисем епле хакланине пӗлесшӗн пулнӑ. Шупашкарсене хулана хаклама тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ыйтнӑ. Мурманскра ҫуралнӑ арҫын кунтисем Шупашкара хурланинчен тӗлӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавсем урӑх регионӗсенче пулса курман. Шупашкар хитреленсе пынине те вӗсем асӑрхасшӑн мар. Мурманскра хӗвеллӗ кунсем сахал. Хӗвелпе хӗртӗнме те май ҫукрах. Ҫынсем ытларах чух пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳреҫҫӗ. Александр Иванов Чӑваш Енре ача чухне пулкаланӑ. Унӑн асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? «Бабушка» тенӗ) кунта пурӑннӑ иккен. Ял Мурманскран 2500 километрта, Чӑваш Енри Улатӑр районӗнчи, вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗтрӗ. Паян вара термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартать. Тумла юхать, юр ирӗлет… Синоптиксем кун пек ҫанталӑк икӗ эрнене тӑсӑлма пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Канмалли кунсенче юр е ҫумӑр ҫумӗ, ҫил вара самай вӑйлӑ вӗрӗ – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа. Кӑнтӑрла термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫӗрлесерен 6 градус таран сивӗ. Ҫавна май ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫумӑр ҫума та пултарӗ. Тунтикунран пуҫласа юнкунччен нӳрӗк 8 миллилитр таран ӳкме пултарать. Сывлӑш температури 1-3 градус пулӗ. Раштавӑн 12-13-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ, ҫӗрле 10 градус таранах сивӗтес хӑрушлӑх пур. Анчах ҫитес канмалли кунсенче каллех ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал чи маттуррисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Шишовсем пулнӑ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, мӑшӑр пӗрле 16 ҫул пурӑнать. «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутайри Барышниковсем мала тухнӑ. Мӑшӑр 5 ача ӳстерет, вӗсенчен 4-шӗ – опекӑна илнисем. Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнчи Лакачовсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Пӑрачкаври Гуцаевсем чи туслӑ ҫемье ятне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Мӑн Куканарти Семеновсем «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Вӗсем воспитани паракан 7 ачаран 2-шӗ – опекӑна илнисем. Ҫӗрпӳри Кузьминсем ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Лидия Царева ӗнер 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ уявпа саламлама ӑна тӑванӗсем, тӳре-шара килнӗ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне илсе ҫитернӗ. Лидия Царева Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пулас мӑшӑрӗпе Йӑванпа вӑл лармара паллашнӑ. Ҫамрӑксем пӗрлешнӗ, туй хыҫҫӑн икӗ кунран упӑшкине финн вӑрҫине илсе кайнӑ. Вӑрҫӑра вӑл 1943 ҫулччен пулнӑ, амансан киле таврӑннӑ. Литюкпа Йӑван 5 ачана пурнӑҫ парнелесе воспитани панӑ. Мӑшӑр 57 ҫул пӗрле пурӑннӑ, ҫемье пуҫӗ 1996 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ кинемейӗн 8 мӑнук, вӗсен 13 ачи пур. Лида аппа ывӑлӗн Петьӑн ҫемйипе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта икӗ ача ашшӗне, 29 ҫулти арҫынна, пӗр эрне ытла шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Арӑмӗ ун патне шӑнкӑравланӑ, мессенджерсенче ҫырнӑ, анчах лешӗ хуравламан. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ, арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ. Арҫынна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Унӑн виллине ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче тупнӑ. Следовательсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Арҫыннӑн арӑмӗ тата икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |