Раҫҫейре
![]() Сӑнӳкерчӗк: https://www.youtube.com/watch?v=w2YQKxnc704 Кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗ ытларикуна лекӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — ӗҫлемелли кун. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫынсем ӗҫ пирки шухӑшламӗҫ тесе либерал-демократсен партийӗн пайташӗсем ҫав кун кантарма сӗннӗччӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи апла йышӑнӑва йӑпӑр-япӑр тума ҫук тесе РФ Патшалӑх Думи сӗнӗве ырламарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин предприяти-организацисем шайӗнче кану кунӗ тесе йышӑнма май пуррине пӗлтернӗччӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте регион шайӗнчех ҫапла йышӑннӑ. Сӑмахран, Киров облаҫӗнче. Патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем раштав уйӑхӗнчи канмалли пӗр кун ӗҫлӗҫ те 31-мӗшӗнчен канӗҫ. Карачай-Черкесск Республикинче раштавӑн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Томск, Псков облаҫӗсем те, Крымпа Ставропольте те раштавӑн 31-мӗшӗнче канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() promdevelop.ru сайтри сӑн 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм пӗчӗк хӗрӗпе лавккаран таврӑннӑ. Унччен те пулман – вӗсем патне палламан арҫын пынӑ та пистолет тӗллесе укҫа пуррипе ҫуккине ыйтнӑ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ачана ярса тытнӑ та часрах килелле утнӑ, унта полицие шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем арҫынна тытас тесе района ҫавӑрса илнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Ҫынсем ҫав каҫ аллейӑра икӗ ӳсӗр арҫын пневматика пӑшалӗнчен плафонсене пенине курнӑ-мӗн. Каярахпа ҫак арҫынсем видеокамерӑна лекнӗ. Ҫапла майпа вӗсене тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине Хӗрлӗ Чутайра та уявлӗҫ. Ҫавна май район центрне илем, хӑтлӑх кӗртӗҫ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв лапамӗнче фонтан вырнаҫтарӗҫ. Вӑл Шупашкарти Кадет паркӗнчи евӗрех пулӗ. Подряд организацийӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фонтана кирек мӗнле калӑпӑшлӑ тума, кӗвӗ тата ҫутӑ композицийӗсем вырнаҫтарма пулать. Палӑртмалла: Шупашкарти Кадет паркне «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ӗҫе 75 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Сӑнӳкерчӗк: Максим Блинов/РИА Новости Раҫҫей банкӗ процент ставкине черетлӗ хутчен чакарнӑ. «Российская газета» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хальхинче те банк ставкӑна 0,25 процент пункчӗ чухлӗ пӗчӗклетнӗ. Кӑҫал ставкӑна тек тӗкӗнмӗҫ. Укҫа-тенкӗпе тата кредитпа ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва банк 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тепре пухӑнӗ. Ун чухне епле йышӑнассине тӗрлӗ фактор витӗм кӳрӗ. Сӑмахран, ҫӗршыври инфляци шайӗ, экономика аталанӑвӗ, финанс рынокӗнчи тулаш тата шалти условисем. Раҫҫей банкӗ халӗ ҫирӗплетнӗ ставка — 6,25 процент. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе процент ставкине пӗтӗмпе 1,5 процент таран чакарнӑ. Анчах кашнинчех пӗчӗкшерӗн. Чи нумай чакарни юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне банк процент ставкине тӳрех 0,5 процент пӗчӗклетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑнӳкерчӗк: Наталья Селиверстова / РИА Новости Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ. Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗтрӗ. Паян ҫӗрле 15 градус таранах сивӗтӗ. Анчах кайран ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ. Ҫулсем ҫинче шуҫлак. Канмалли кунсенче ҫавӑн пекех пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Кун хыҫҫӑн каллех шуҫлак пулӗ. Ҫитес эрне варринче йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче циклон Урал еннелле кайӗ, Скандинави енчен антициклон ҫывхарӗ – ҫанталӑк 25 градус таранах сивӗтӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри тренер тата 18 ҫул тултарман 3 спортсмен Киров облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртуран киле килме тухнӑ, анчах ҫул ҫинче аварие лекнӗ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 20 минутра Киров облаҫӗнче «Вятка» ҫул ҫинче «Фольксваген Туарег» малта тӑракан прицеплӗ КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 17 ҫулти пассажир вилнӗ. Салонра пулнӑ 16-ри каччӑ тата 15 ҫулти хӗре, водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ пӗр спортсмен кӑна пульницӑра выртать, ыттисене киле янӑ. Аварире шар курнисемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Анат Камӑри Чӑваш наципе культура центрӗ 30 ҫулхи юбилейне тата Чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине уявланӑ. И. Садыков ячӗллӗ ачасен пултарулӑх центрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ каҫа Францирен Галина Спиридонова та килсе ҫитнӗ. Вӑл хӑйне пӗр хрантсус 1942 ҫулта ӑсталанӑ телей кайӑкне илсе килнӗ. Ӑна Галина Михайловна 34 номерлӗ гимнази-интернат директорне (вӑлах Анат Камӑри ЧНКЦ Канашӗн ертӳҫи иккен) Галина Ляховӑна панӑ. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Францине тыткӑна лекнӗ совет салтакӗсене илсе пынӑ. Пӗчӗк хрантсус вӗсене шеллесе вӑрттӑн апат ҫитернӗ. Пӗр салтакӗ ҫав ачана алӑ вӗҫҫӗн тунӑ куйкӑрӑша парнеленӗ. Малашне ҫав реликви Анат Камӑра упранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://yandex.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ку пӑтӑрмах паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, усал хыпар пирки пакунлисене ирхи 10 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ. Инкек Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулнӑ. Вӗренӳ заведенийӗнче уйрӑм заведующийӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк преподавателе (вӑл — 1989-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер) 17-ри хӗр ҫӗҫӗпе чикнӗ. Питне тата аллине суранлатнӑ преподавателе пульницӑна илсе кайнӑ. Суран пит тарӑн пулман. Колледжра ЧР ШӖМӗн ертӳҫисем таранах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделени ӗҫченӗсем те вырӑна ҫитнӗ. Пухнӑ материалсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине ӑсатнӑ. Ӗҫе унтисем малалла тӗпчӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, студентка ӑс-сывлӑхӗ хавшак тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |