Республикӑра
![]() Gheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Евгений Тертышный ӗҫ ветеранне, «Чӑвашрессовпроф» организацин пайташне «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Евгений Алексеевич ӗмӗрӗпех строительство отраслӗнче тӑрӑшнӑ. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курган облаҫӗнчи Шадринск хулинче ҫуралнӑ. Сартури автомобиль ҫулӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1960 ҫулта «Чӑвашспецстрой» трест тытӑмӗнче маҫтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. «СУОР» предприятире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса та тимленӗ. 2006 ҫулта ӑна « Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Евгений Тертышный тӗрлӗ медальпе ордена чылай тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ. Сакӑр урлӑ теҫетке урлӑ тахҫанах каҫнӑ ватта халӗ тата тепӗр хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен хӑйӗн пӗр ӗмӗрхине сумлӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май юбилей медальне те хатӗрленӗ ӗнтӗ. Медале тивӗҫҫисене палӑртас тесе халӑх сасӑлавне ирттереҫҫӗ. Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ. Пултаруллӑ та медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене министерствӑсемпе ведомствӑсен шайӗнче тишкерсе ырланӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ. Списокра, ҫак йӗркесен авторӗ тишкернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ отрасльти ҫынсем пур. Ҫавсен хушшинче — комбайнерсемпе журналистсем таранах. Пурӗ 70 номинаци унта. Сасӑлав паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ маршрутка ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе Тӗкӗрҫ проезчӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Унта 331-мӗш тата 21-мӗш маршруткӑсем ҫапӑннӑ. Авари вырӑнне икӗ васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Виҫӗ ҫын аманнӑ. Иккӗшне пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. 53 ҫулти хӗрарӑма вара унтах хӑварнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 331-мӗш маршрутка светофор ҫутнӑ чухне сулахай еннелле пӑрӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cityreporter.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ пулӑшӑвӑн Вӑрнарти подстанцийӗнче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет. Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нетрезвый водитель» (чӑв. Урӑ мар водитель) калӑпӑшлӑ профилактика мероприятийӗ малалла пырать. Водительсем ӳсӗрле руль умне ларса хӑйсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ ҫеҫ мар-ҫке. Вӗсене пула ним айӑпсӑр ҫынсемех: пассажирсемпе водительсем — шар курма пултараҫҫӗ. Атнар ялӗнче тытса чарнӑ водитель, сӑмахран, унччен те ӳсӗрле ҫакланнӑ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн. Шупашкарта, ав, Орлов урамӗнче ӳсӗр водителе пула инкек пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rg.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ӗнер, Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын масар ҫинче суранланнӑ. 51 ҫултискер масар ҫине хӑй тӗллӗн ӳссе тухнӑ йывӑҫсене касма кайнӑ. 11 сехет ҫурӑ ҫитнӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра унпа инкек пулнӑ: ҫак арҫын ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл самаях суранланнӑ – пуҫӗ аманнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем унта ӑна пулӑшу кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ. Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ. Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Хальхинче синоптиксем мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха? Шел те, лайӑхах хыпар ҫук, ҫитес кунсенче юр ҫумасть. Шуҫлак ҫулсем вара… тата шуҫлакланӗҫ. Ыран республикӑри ҫурҫӗр районӗсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫавна май ҫулсем кӑна мар, йывӑҫсемпе ҫутӑ пралукӗсем те пӑрпа витӗнме пултарӗҫ. Юнкун сивӗтет, 7 градус тарана «минус» кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа шӑматкунччен 14 градус сивӗ пулӗ, хӗвел тухӗ. Анчах вӑл пӑра ирӗлтермӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 29-мӗшӗнче ҫеҫ кӑштах юр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Онкодиспансер сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Республикӑри онкологи диспансерӗн патологоанатоми уйрӑмне хальхи йышши сканер килнӗ. Вӑл гистологие тӗрӗслет. Хальхи вӑхӑтри цифра сканерне телемедицина консультацийӗсене инҫет пулӑшу мелӗпе кӳнӗ чухне усӑ курӗҫ. Ҫакӑ пациентшӑн меллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Гистологи материалне илнӗ кантӑксене маларах федерацин онкологи центрӗсене курьер урлӑ ӑсатнӑ иккен. Халӗ ун пек илсе ҫӳреме тивмӗ. Усал шыҫӑ мӗнрен тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлни онкологи диагнозне тӗрӗс палӑртма май парать иккен. Апла пулсан ҫакӑ чирлӗ ҫынна епле сиплессине витӗм кӳрет. Пульницӑн патологоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев каланӑ тӑрӑх, шыҫӑ мӗнлине кура ҫынна е хими терапийӗпе, е пайӑрка терапийӗпе, е хирурги мелӗпе, е комплекслӑ мелпе сиплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |