Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр урлӑ каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Халӗ машинӑсем Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне тӳрремӗнех ҫитме пултарӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кӗперпе виҫӗ тоннӑран сахалрах таякан машинӑсем ҫӳрӗҫ. Унта сехетре 10 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма юрать. Кӗпер талӑкӗпех уҫӑ. Сӑр ҫинчи пӑр ирӗлме пуҫласан, ҫирӗплӗхӗ чаксан кӗпере хупӗҫ. Ҫуркунне ун вырӑнне понтонлӑ кӗпер вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ. Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине 10 сехет ҫурӑра Красноармейски районӗнче авари пулнӑ: ҫӑмӑл машинӑпа рейс микроавтобусӗ ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 41-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» «Хӑваласа иртсе кайма юрамасть» паллӑ патӗнче трактортан иртсе кайма тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухне руле итлеттереймен – хирӗҫ килекен «ГАЗель Некст» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Иккӗшӗ те кювета чӑмнӑ. «Киа Рио» водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра ултӑ пассажир пулнӑ, вӗсенчен иккӗшне медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисем ҫак кунсенче таҫта та иртӗҫ. Шупашкара 500 ҫул культурӑпа кану паркӗнче (халӗ ӑна «Амазони» этнокомплекс тенипе те пӗлеҫҫӗ) Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Енӗн тӗп хулин хӑнисене паркра кӑрлачӑн 7-мӗшӗчченех кӗтӗҫ. Хӗл Мучин керменӗ тӗп ёлка патӗнче вырнаҫнӑ. Унта Хӗл Мучи пулӗ. Вӑл ачасем сӑвӑ-юмах каланине хаваслансах итлӗ. Юрӑ юрлакансем юрӑ юрлаччӑр, ташлакансем ташласа кӑтартчӑр. Хӗл Мучи пурне те пӗр пек хапӑл тӑвӗ. Юр пике те, юмахри ытти персонаж та пулӗҫ унта. Вӗсем шӑпӑрлансемпе хаваспах вылӗҫ-кулӗҫ. Маттур ачасене Хӗл Мучи ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук. 2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫак ҫулталӑкра йывӑр самантсем пулчӗҫ пулин те ҫулталӑк вӗҫнелле пурте сирӗлчӗҫ. Кӑҫалхи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — пирӗн пӗрлӗх ҫумӗнче «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелени. Лаборатори тӑвакан ӗҫсене эпир унччен те туса пынӑччӗ-ха, анчах та кӑҫал чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене уйрӑм ушкӑна уйӑрса кӑларас терӗмӗр. Ку вӑл Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине пухасси, чӑваш чӗлхиллӗ текстсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗре йӗркелесе пырасси, чӑвашла терминсем хатӗрлесси, словарьсен сайтне пуянлатасси тата ытти те. |
Чӑвашлӑх
![]() Преми лауреачӗсене чыслани Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи каҫхине районти Культура ҫуртӗнче районти Н. Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн 30 ҫулхи юбилейӗпе асӑннӑ пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чыслас енӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Чӑн та, урамра ҫав тери пӑрлӑ пулнӑран унта пырса куракансен йышӗ пӗчӗкрех пулчӗ. Каҫа районти Культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Н.Филиппова уҫса йӗркелесе пычӗ. Правлени членӗсем пӗрлӗхӗн «Эпир — янкасҫӑсем» юррине (сӑвви — Н. Ершовӑн, кӗвви — И. Прокопьевӑн) шӑрантарнӑ хыҫҫӑн ҫӳлерех асӑннӑ пӗрлӗх председателӗ И. Прокопьев сӑмах илчӗ. — 30 ҫул ӗнтӗ пӗрлӗх культура, литература тата ӳнер енӗпе пурӑнать тата ӗҫлет. Хальччен 89 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив лауреат ятне илнӗ. Вӗсен йышӗ паян тата хушӑнать. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп сире, — терӗ Иван Афанасьевич. Пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузнецов ячӗпе унӑн ҫумӗ В. Иванов та ыр сунчӗ. Валерий Юрьевич Нестер Янкас бюстне Янкас ялӗнчи ҫӗнӗ клубра (вӑл ача сачӗн ҫуртӗнче пулать) вырнаҫтарасса каларӗ, ҫакна Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ П. Моисеев та ҫирӗплетрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() inzaraisk.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумб урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ, анчах ҫулӑм кравате сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 30 яхӑн пушар тухнӑ. Юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнче 2 ҫулти ачана пула ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шӑпӑрлан кӑмака умӗнчи япаласене чӗртсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫитес ҫул федераци хысни Чӑваш Ен валли транспорт ыйтӑвӗсене татса пама 625 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ. Ку укҫапа троллейбуссем туянӗҫ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет. Ҫак укҫпа автономлӑ мелпе ҫӳрекен тата ахаль троллейбуссем – пӗтӗмпе 100 ытла – туянма палӑртнӑ. Чи малтанах вӗсем Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара маршрут яма кирлӗ. Ҫавӑн пекех 10-мӗш маршрута татах троллейбуссем ярӗҫ, мӗншӗн тесен маршрута Алькеш таран тӑсӗҫ. Ахаль троллейбуссем валли те вырӑн пулӗ: кивелнӗ транспорта улӑштарӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 300 яхӑн троллейбус ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑмран 217 пин тенкӗ «сӑптӑрнӑ». Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм 300 пин тенкӗ кредит илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, онла йн-мелпе заявка панӑ. Хӗрарӑм кредит илес тесе пӗлетерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Лешсем страхлав взносӗ тумалла тесе тата темӗн те пӗр суйса хӗрарӑма 217 пин тенкӗ куҫарттарнӑ. Ҫав укҫан пӗр пайне хӗрарӑм ҫынран кивҫен илсех куҫарса панӑ. Хайхискер хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ru.wikipedia.org сайтри сӑн Ҫак кунсенче «Что? Где? Когда?» телекӑларӑмӑн финалӗ иртнӗ. «Телекуравҫӑсем знатоксене хирӗҫ. 6 очко таран вылятпӑр», - пӗлтернӗ телеертӳҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн ыйтӑвне вуласа панӑ. «Сире хирӗҫ техника документацийӗн разработчикӗ, Шупашкарти Алексей Оганесян вылять», - ҫапла каланӑ телеертӳҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ӗҫре пулнӑ, кӑнтӑр апачӗ ҫитнӗ. Вӑл вӑййа чӗнессе кӗтмен те. «Чи малтанах ӗҫрен яччӗр тесе кун пирки пуҫлӑха пӗлтертӗм», - каласа кӑтартнӑ Алексей. Алексейӑн ыйтӑвне знатоксем хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫур миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |