Сывлӑх
![]() cgon.rospotrebnadzor.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Снюс сутнине тата унпа усӑ курнине прокуратура тӗрӗсленине те, снюспа минренӗ 20 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнине те Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарӗҫ. Республикӑн наркологи пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ саккун проектне прокуратура хатӗрленӗ. Техника регламенчӗн 6-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, пӗр сигаретра никотин виҫи 1 миллиграмран пысӑк пулмалла мар. Табак шутланман снюсра вара ун виҫи 10-20 миллиграмм таран. Ӑна чӑмлани ҫын сывлӑхне епле витӗм кӳнине тавҫӑрма йывӑр мар. Снюса сутма чаракан саккун ҫукран ҫамрӑксем унпа иртӗхме пуҫланӑ. Теприсем унӑн сиенне пӗлсе пӗтерейменни те пӗтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ветеранӗн Владислав Хоменкӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Федоровна мӑшӑрӗн медалӗсене Шупашкарти Пушар хуралӗн музейне парнеленӗ. «Ку наградӑсене ҫамрӑксене воспитани пама парнелетпӗр, пулас ӑру Тӑван ҫӗршыва мӗн тери юратма май пуррине пӗлтӗр», - тенӗ Нина Федоровна. Унӑн мӑшӑрӗ Владислав Арсентьевич пӗлтӗр 89 ҫул тултарнӑ, вӑл Украинӑри Киев облаҫӗнчи Умань хулинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ хыҫҫӑн Владислав Хоменкӑн ҫемйине эвакуациленӗ. Харьков облаҫӗнче вӗсем ҫине бомбӑсем ӳкме пуҫланӑ, унта арҫын ача ҫемйине ҫухатнӑ. Владислав кун хыҫҫӑн партизансен отрядне лекнӗ. Шел те, Владислав Арсеньтевич нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вилнӗ. Унӑн медалӗсене халӗ музейре пурте курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ivbg.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти общежитисенчен пӗринче икӗ ача амӑшне вӗлернӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм унта пӗлтӗрхи раштавӑн 30-мӗшӗнче хӑнара пулнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ 35 ҫулти арҫын та ҫавӑнта хӑналаннӑ. Тахӑш самантра арҫын алла ҫӗҫӗ ярса илсе хӗрарӑм-хӑнана кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек пирки полицейскисене арҫын хӑех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ вӑл пӑтӑрмахшӑн кулянать иккен. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн икӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӗсем халӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑччӗ. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑччӗ. Паян 100-мӗш троллейбус хутлама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрутпа хальлӗхе 2 троллейбус ҫеҫ ҫӳрет. Ҫитес эрнере тата тепӗр 2 троллейбус ҫула кӑларма палӑртаҫҫӗ. Троллейбуссем епле ҫӳренине электрон таблора, buscheb.ru порталта тата «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире пӑхма пулать. «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри ҫул укҫин хакӗ 26 тенкӗпе танлашать, аллӑн укҫа тӳлемесен 25 тенке ларать. Хула тӑрӑх ҫеҫ каймалла пулсан 22 тенкӗ илеҫҫӗ, аллӑн укҫа тӳлемесен — 20 тенкӗ. Проездной билетпа татӑлма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yarodom.livejournal.com сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ. Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Регнум» архивӗнчи сӑн Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», - тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем. Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗсенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ. Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Беккер тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Унти халӑх каланӑ тӑрӑх, «Юрма» пӑтӑрмахӗ вӗсем патне те ҫитнӗ. Кун пирки вырӑнти депутат Сергей Беккер пӗлтерет. Аса илтерер: унччен «Юрма» Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ырӑ мар шӑршӑпа тарӑхтарнӑ – чӑх-чӗп каяшне уя тухса тӑкнӑ. Халӗ агрохолдинг Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхӗнче каяш тӑкать-мӗн. Ҫынсем кананӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна раштав уйӑхӗнчех каяш тӑкма пуҫланӑ. «Чӑх-чӗп каяшӗ курӑк ҫунтарса яма пултарать кӑна мар, вӑл ейӳпе пӗрле Ҫавала та лекме пултарать, хула ҫыннисене шывпа тивӗҫтерекен вырӑна ҫитес хӑрушлӑх та пур», - тенӗ Сергей Беккер. Ҫак кунсенче вӑл «Юрма» ертӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явма сӗннӗ. Ял халӑхӗпе тӗлпулу та ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Севастопольти 10-мӗш гимназие чӑваш ятне пама йышӑннӑ. Ырӑ хыпара ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ шкула Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Зоя Миронова хыпарланӑ тӑрӑх, Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ. Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Мирон Ефимов икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ. 1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ. 2019-мӗш ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ертӳҫисем, Чӑваш наци конгресӗ, Севастопольти чӑваш наципе культура автономийӗ тата Чӑваш Енӗн Крымпа Севастопольти суту-илӳпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мӗш гимназие Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Кун ҫинчен гимнази директорӗ С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тутарстан министрӗ авиапассажира пулӑшнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ Арап Эмиратӗнчен Хусана килекен самолетра пассажира япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм стюардессӑран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ громкоговорительпе — пассажирсенчен. Бортра тухтӑр пур-и тесе кӑсӑкланнине кура Тутарстанӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков пулӑшма васканӑ. Хӗрарӑма вӑл кислород маскипе пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Самолет Хусанти аэропорта аннӑ ҫӗре унта васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе те ларнӑ, анчах хӗрарӑм пульницӑна кайма килӗшмен. Марат Садыков 1970 ҫулхи кӑрлач уйӑхенче Пӑва хулинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче педиатра вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен докторӗ. Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iltumen.ru сайтри сӑн Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман. Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ. РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |