Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна каймӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республика ертӳҫин мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева. Вӑл «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) телеканала ҫавӑн пек каланӑ-мӗн. Кун пирки bfm.ru хыпарланӑ. «Пиллӗкмӗш канала» Лариса Игнатьева пӑтӑрмах пирки: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. (...) Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!» — тенине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн офицерне машина уҫҫи панӑ чухне Михаил Васильевич уҫҫа ҫӳлелле ҫӗклесен лешӗ, хӑй пӗчӗкреххине кура, ҫӳлелле сиксе уҫҫа ярса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускаври МИХсем таранах Михаил Игнатьева хурларӗҫ. Унӑн карьери вӗҫленнӗпе пӗрех тесе хаклакансем те тупӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 24-26-мӗшӗсенче Патшалӑъ автоинспекцийӗ «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр водительсене тытса чарнӑ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 18 сехет те 55 минутра Гузовски урамӗнче ӳсӗр водителе чарнӑ. «Лада Ларгус» салонӗнче, малти ларкӑч ҫинче, 3-4 ҫулти ача ҫывӑрнӑ, шӑпӑрлансене лартмалла ятарлӑ кресло пулман. Арҫынна малтанах ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ, арҫын ачана киле илсе каймалла-ҫке-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарта та рейд вӑхӑтӗнче ӳсӗр водитель ҫакланнӑ. Вӑл юраман препаратсем ӗҫни паллӑ, вӗсем ӑна витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 5-tv.ru тунӑ видео скринӗ ЧР Элтеперӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин офицерне машина уҫҫи панӑ чухне ҫӳлелле сикме хушни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ку ролик пирки Раҫҫейӗпех калаҫаҫҫӗ. «Пиллӗкмеш канал» федераци каналӗн корреспонденчӗсем Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗнчен Лариса Игантьевӑран интервью илнӗ. Вӑл журналистсемпе вырӑсла калаҫнӑ. Цитата илсе кӑтартар: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. Вот пусть проверяют, кто крадет, убивает – вот показали бы вы это. Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!» Лариса Игнатьева каланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ ҫапла майпа шӳтлеме шутланӑ, мӗншӗн тесен ҫав ҫынна вӑл пӗлет. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ролике мӑшӑрне лайӑх мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерес тесе монтаж тунӑ. Интервьюна ҫак каҫӑпа кайса курма пулать: https://www.5-tv.ru/news/281090/eto-vse-erunda-zena-glavy-cuvasii-ovideo-smuzem-zastavivsem-prygat-pozarnogo/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() ««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать. Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те. Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ЧР правительствин председателӗ Иван Моторин шкул тата ача-пӑча ҫурчӗсен ертӳҫисене ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене тыттарнӑ. Республикӑна пӗтӗмпе 15 транспорт илсе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ автобуссем кивелнисене улӑштарӗҫ. 15 транспорта республикӑри 11 района парӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ: ГЛОНАСС, тахограф, хӑвӑртлӑха тытса пыракан тата навигаци приборӗсем пур. Кашни ларкӑч ҫине хӑрушсарлӑх пиҫҫиххине ҫирӗплетнӗ. Палӑртмалла: кӑҫал шкул автобусӗсем туянмашкӑн республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ял ипотекипе усӑ курма пулать. Кредита ҫулталӑкне 0,1-3 процентпа илме май пур. Ӑна 21-64 ҫулти ҫынсене параҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑна хваттер, ҫурт туянма илме параҫҫӗ. Паллах, куҫман пурлӑха ял-салара илмелле. Ял-саласӑр пуҫне ҫак шута 30 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан пӗчӗк хуласем кӗреҫҫӗ. Чӑваш Енре те унашкаллисем пур: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне. Ипотека илсе ҫурт хӑпартас тесен подряд организацийӗпе килӗшӳ тумалла, ӗҫе пурнӑҫламалли срок – 24 уйӑхран ытларах мар. Ҫӑмаллӑхлӑ ипотекӑна 25 ҫул таран параҫҫӗ, чи пысӑк сумма – 3 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич «вӗренӳре хастар пыракан, пысӑк та анлӑ тавракурӑмлӑ» яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа курнӑҫнӑ. Элтепер «Пӗр шайри калаҫу» студентсен дискусси клубӗсен ӗҫне хутшӑннӑ.Вӑл «ҫамрӑксене хумхантаракан» ыйтусене хуравланӑ. Калаҫу питӗ уҫӑ пулнӑ, пӗр-пӗринпе «ӑшшӑн «пӳпленӗ». «Республика ертӳҫи хӑй студент пулнӑ вӑхӑтри тапхӑра аса илнӗ, пушӑ вӑхӑта епле тултарни ҫинчен ӑнлантарса панӑ, паянхи пурнӑҫра республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн таса чунпа, яваплӑха туйса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Паянхи ҫамрӑка пурнӑҫ таппинчен юлма юраманнине, ҫӗннине пӗлсех тӑмаллине чӗнсе каланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрса. Кулленех вӗренӳ ҫӑлкуҫне пуянлатса пымаллине те асӑнса хӑварнӑ регион», — ҫапла Чӑваш Енри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
2020 ҫулталӑк Михаил Васильевичшӑн тем тесен те питӗ йывӑр пуҫланчӗ. Хура кушак ун ҫулӗ урлӑ иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче чупса иртрӗ. «ПравдаПФО» кӑларӑм ун сӑмахӗсем ҫине тирӗннӗ хыҫҫӑн пирӗн Элтепӗре кам кӑна хурламарӗ пуль? ОБСЕ, ООН, «Репортеры без границ» таранах унӑн «мочить» сӑмахӗ ҫитрӗ. Хӑшӗ-пӗри ыйтать те пулӗ? Пурте кун пирки хыпарларӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ вара шӑп тӑрать? Вӑл влаҫран хӑрать-им? Мӗншӗн ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклемест? Сӑлтавӗ вара чӑвашӑн ваттисен сӑмахӗнче: аслисем уксах-чӑлахран кулма хушман. Михаил Васильевича пурте кӗтӳпе тапӑннӑ чухне ман ун тӗлӗшпе шеллев туйӑмӗ кӑна ҫуралчӗ. Унӑн айванлӑхӗнчен кулма пулать, вӑл тарӑн авӑра кӗрсе ӳкнишӗн савӑнма пулать. Анчах та ҫавах та унӑн ҫӗклемӗ пирӗнтен чылайӑшӗсенчен йывӑртарах пулнине шута илесех пулать. Чи пысӑк йывӑрлӑхӗ Михаил Васильевичӑн вара — ун тавра ӑслӑ ҫынсем сахал пулни. Паянхи кун пуҫлӑхра ларса ӑслӑ пулни кирлех те мар вӗт (ман шухӑшпа Мускаврисем шӑп ҫакна тӗпе хурса эксперимент пекки ирттерме шутланӑ) — хӑвӑн ӑсу ҫителӗксӗртерех пулсан канашҫӑсене пух та вӗсен ӑсӗпе ӗҫе пурнӑҫла. |
Ҫутҫанталӑк
![]() mygazeta.com сайтри сӑн «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк самаях сивӗтет. Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн чи ӑшӑ уйӑх пек асра юлма пултарӗ. Ыран синоптиксем пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтереҫҫӗ, 1-3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 4 градус сивӗ. Вырсарникун та ҫанталӑк ҫавӑн пекех тӑрӗ, кӑштах ҫеҫ сивӗтӗ . Тунтикун вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ валли ҫанталӑк палӑрмалла сивӗтӗ – термометр 16 градус кӑтартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 20-25 градус пулӗ. Юнкун ҫанталӑк «ҫемҫелӗ». Кӗҫнерникунран ҫил-тӑман вӗтерме, юр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ чи сивви пулма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |