Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
Алексей Павлов
Алексей Павлов

Тӗмен хулинчи наци культурине аталанма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.

Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл тӑрӑхри чӑвашсен ассоциацийӗ 2016-2020 ҫулсенче ӗҫлени тивӗҫтермест. Ассоциацин съездне 1991 ҫулта 200 ытла ҫын хутшӑннӑ, ассоциацин канашне ун чухне кашни районтан суйланӑ-мӗн. Халӗ йӑлт урӑхла тесе палӑртнӑ Алексей Павлов. Ассоциаци халь туса ирттерекен мероприятисене те хурланӑ. Вӗсене ячӗшӗн ирттереҫҫӗ имӗш.

 

Раҫҫейре
Тӗнчесен архивӗнчи сӑн
Тӗнчесен архивӗнчи сӑн

Никита Тӗнче мӗнле пурӑнать унта? Никита тата унӑн ҫемйи пирки Инстаграмри страницинчи хыпарсенчен пӗлме пулать.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Тӗнчесем пӗчӗк хӗрӗпе Айӑпа АПШна вӗҫнӗ. Вӗсем унта Нью-Йорк хули хӗрринче пӳлӗм тара илнӗ, Никита апат-ҫимӗҫ киле илсе ҫитерекен службӑра ӗҫленӗ.

Кун хыҫҫӑн Тӗнчесем страницинче хӑйсем пирки хыпарсем лартман. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ хыпар тупӑннӑ: Тӗнчесем аэропортра. Хальхинче вӗсем ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ? Пӗлтермен. Хуравне страницӑна пӑхса тӑракансене тупма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62245
 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 11 сехет те 10 минутра «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 85-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче, авари пулнӑ. Пӑтӑрмахра ача чӳречерен вӗҫсе тухнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттерейменнипе кювета чӑмнӑ. Аварире 9 ҫулти арҫын ача хыҫалти алӑкӑн чӳречинчен вӗҫсе тухнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл хыҫалта ларнӑ, хӑрушсӑрлӑх пиҫххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Салонра унсӑр пуҫне 3-ри, 5-ри тата 12 ҫулти ачасем ларнӑ. Иккӗшӗ ача-пӑча кресли ҫинче пулнӑ.

 

Политика
astrakhanfm.ru сайтри сӑн
astrakhanfm.ru сайтри сӑн

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ.

Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.

Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Канаш районӗнче пуйӑспа ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Инкек 15 сехет те 45 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ тӗлӗнче пуйӑс ҫулӗ ҫине «Лада гранта» автомобиль водителӗ хӗрлӗ ҫутта пӑхмасӑр сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра чукун ҫулпа тавар пуйӑсӗ иртсе пынӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Водитель ӳсӗр пулма пултарнӑ текен хыпара та тӗрӗслеҫҫӗ.

Инкеке пула тавар пуйӑсӗ ҫул ҫинчен тухса кайман тесе пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекцийӗ Инстаграмра.

Ҫак инкек ҫулта-йӗрте асӑрханмаллине, пӗрне пӗри хисеплемеллине, пилӗк минут васкаса леш тӗнче ним мар ӑсанма пултарнине тепӗр хут аса илтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B701-3-JUmc/
 

Политика
newtimes.ru сӑнӳкерчӗкӗ
newtimes.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнине итлес текен журналистсен списокӗ хатӗр. Вӗсем пурте аккредитаци тухнӑ. Ҫак списокра ют ҫӗршыври МИХ тытӑмӗнче ӗҫлекен те пур. Шупашкара Би-би-син Раҫҫейри службин журналисчӗ Илья Барабанов килме кӑмӑл тунӑ. Асӑннӑ МИХ Британири, тӗнчери тата Раҫҫейри хыпарсене пӗлтерсе тӑрать.

Хамӑр ҫӗршыврисенчен «Известия» мультимедипе информаци центрӗнче ӗҫлекен Алексей Полторанин тата Дмитрий Тимофеев хутшӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗнчен 18 ҫын аккредитаци тухнӑ. Ытти хаҫат-журналта тӑрӑшакансем те пур списокра. Оппозици текен МИХсенчен — «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат тата «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫат (Алексей Кряжинов).

 

Политика
 realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ
realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма шухӑшламасть.

«Чӑваш Республикин халӑхне чунтан хисеплетӗп. Анчах мана кӳршӗллӗ регион пуҫлӑхне лартасси ҫинчен калакан сӑмах — шухӑшласа кӑларнӑ сас-хура. Эпӗ тӑван Тутарстанра Рустам Нургалиевич командинче малалла ӗҫлӗп», — тенӗ вӑл «Татар-информ» информаци агентствине.

Аса илтерер: «Симбирский шугожор» телеграмм-канал Чӑваш Ене Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ.

Михаил Игнатьев пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен ертӳҫи пирки МИХсенче тӗрлӗ хыпар сарӑлчӗ. Сӑмах май каласан, ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Михаил Игнатьева хакласа калама тытӑнса тӑнӑ тесе пӗлтернӗ «Газета.Ru» паян.

 

Пӑтӑрмахсем

«Пӗрле сахал мар апатланнӑ. Нумайӑшне эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп, инкексенче пӗрле пулнӑ, пушара хирӗҫ кӗрешнӗ. Эпир пӗр-пӗрин хушшинчи ҫирӗп туслӑха тахҫантанпах тытса пыратпӑр», — ҫапла чӑвашла куҫарнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче паян ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Цитатӑна эпир ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнчи чӑвашла версинчен илтӗмӗр.

«МЧС ӗҫченӗсенчен эпӗ тӑрӑхланӑ тесе сас-хура, пуш сӑмах сарӑлнине сивлетӗп», — тенӗ Михаил Игнатьев.

«Пушар хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫав тери пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, ҫулсерен ҫӗнӗ те ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме майсем шыратпӑр. Вӗсен ӗҫӗ хӑрушлӑхпа ҫыхӑннине ӑнланса, эпир хамӑр енчен кирлӗ пек мӗнпур условисене йӗркелесе пама витӗм кӳретпӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев.

 

Политика
Олпг Николаев. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Олпг Николаев. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма Олег Николаев тивӗҫ тесе шухӑшлать. Ҫакӑн пирки кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 360tv.ru пӗлтернӗ. Парламентари каланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсемпе килӗштерсе ӗҫлемест, вӗсен пулӑшӑвне йышӑнмасть. Хамӑр енчен ҫакна пӗлтерер: Анатолий Аксаков та, Олег Николаев та — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.

Олег Николаев пирки Аксаков: «Вӑл хӑвӑрт аталанать, чӑвашла пӗлет, ялта ӳснӗ, республика правительствинче ӗҫленӗ, бизнес ыйтӑвӗсене лайӑх пӗлет, строительство тата экономика пӗлӗвӗ илнӗ. <…> Вӑл республикӑна урӑхла пултарасшӑн», — тенӗ.

Ҫак эрнере Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ.

 

Политика

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарлаҫҫӗ. Шел те, ыррипе мар. Михаил Васильевич пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ.

Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева Михаил Васильевич отставкӑна каймӗ тесе журналистсене ӗнентернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах 73online.ru паян пачах урӑхла хыпарланӑ. «Симбирский шугожор» телеграмм-канал пирӗн региона Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ.

Александр Шадриков ячӗ Чӑваш халӑх сайтне вулакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Унӑн кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать, Шадриков ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа туслӑ тесе иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри пӗлтернине кура эпир те хыпарланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1569, 1570, 1571, 1572, 1573, 1574, 1575, 1576, 1577, 1578, [1579], 1580, 1581, 1582, 1583, 1584, 1585, 1586, 1587, 1588, 1589, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...