Раҫҫейре
![]() rtp.expert сайтри сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ. Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ. Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ. Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче «мӑйракасӑр» троллейбуссем ҫӳреме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Маршрутпа 4 транспорт ҫӳремелле, анчах паян виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫула тухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр троллейбус, ҫӗнӗскер, ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Аса илтерер: троллейбуссем кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ҫӳреме тытӑннӑ, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вара троллейбуссем чӑхӑмлама пуҫланӑ. Харӑсах виҫӗ троллейбус стройран тухнӑ. Кӗҫнерникун каҫхине Ӗпхӳрен (унта троллейбуссене туса кӑларакан савут вырнаҫнӑ) специалистсем килнӗ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен маршрутпа 2 троллейбус ҫӳренӗ. Паян эпир виҫӗ троллейбус кӑларса ятӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра кӑлтӑксене сирсе тӑваттӑшӗ те ҫула тухасса шанаҫҫӗ. Аса илтерсе хӑварар: кӑҫал Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май троллейбуссене 100-мӗш маршрут ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче икӗ пӑши аҫине персе вӗлернине тупса палӑртнӑ. Ҫак тискер ӗҫе кам тунине тепӗр кунхинех уҫӑмлатнӑ: вӑл – ҫак районтах пурӑнакан 45 ҫулти арҫын. Арҫыннӑн саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн явап тытма тиветех. РФ Уголовлӑ кодексӑн 258-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӑна 500 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултарӗҫ. Кун пек преступленишӗн 3-5 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх та пур. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул таран хӑш-пӗр должноҫре ӗҫлеме юрамӗ. Ку кӑна мар, браконьерӑн патшалӑха тата чӗрчунсен тӗнчине кӳнӗ тӑкака та саплаштармалла: 480 пин тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() kremlin.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ. Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ. «Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Антон Новодережкин/ТАСС cӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ премьер-министрӗ Михаил Мишустин хӑйӗн пӗрремӗш хушӑвӗпе Федерацин налук службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫак портфеле Даниил Егорова шаннӑ. Аса илтерер, унччен ку пукана Мишустин хӑй йышӑннӑччӗ. Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Владимир Путин Президент ҫӗршывӑн РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ пулма налук службин пуҫлӑхне сӗнчӗ. РФ Патшалӑх Думи асӑннӑ кандидатурӑна ҫирӗплетрӗ. Даниил Егоров унччен Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1975 ҫулта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче «юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ. Налук органӗнче 2001 ҫултанпа ӗҫлет. 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм 18 ҫул тултарман ачишан алимент тӳлемен. Малтанах куншӑн ӑна тӳрленмелли ӗҫе ямалла тунӑ. Анчах ку та амӑшне хӑратман, вӑл пурпӗрех алимент тӳлемен. Ҫитменнине, хӗрарӑм инспекцие регистрацие те килмен. Прокурор пӗтӗмлетӗвне шута илсе суд хӗрарӑма тӳрленмелли ӗҫе ярассине колони-поселение ӑсатассипе улӑштарнӑ. Патӑрьел районӗн прокуратури судра Патӑрьелти уголовлӑ-исполнительнӑй инспекцин пресдтавленине тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Канаш прокуратури тӗнче тетелӗнчи информацие тишкернӗ чухне паспорт сутакан сайт ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ведомство ҫак сайта хупмалла тесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Суд паспорт сутакан сайт Раҫҫейре сарма юраман информаци йышне кӗнине палӑртнӑ. «Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗрсен ӑна Роскомнадзора Интернет-ресурса блокировка тума ярса параҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ прокуратура пресс-служби Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Виталий Никитин-Станьял литературовед, таврапӗлӳҫӗ, публицист, поэт, общество хастарӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ 80 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыннӑн юбилейне халалласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттернӗ пултарулӑх каҫне Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи Алина Николаева та хутшӑннӑ. Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе, Кӑшавӑш шкулӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗпе Евгений Майковпа иккӗшӗ уяв сценарине хатӗрленӗ. Алина Михайловна Виталий Станьяла халалласа акросӑвӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл сумлӑ хӑнасем умӗнче вуласа парса юбиляра саламланӑ. Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Петрович пултарулӑхӗпе уроксенче ачасене те паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ. Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ. Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ. Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |