Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн 52 ҫулти водитель пӗр кунхине Кӳкеҫре машинӑпа пынӑ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче документсем пулман. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑна ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем чарнӑ. Водитель саккунпа килӗшӳллӗн штраф тӳлесшӗн пулман – инспектора сӗтев сӗннӗ. Хайхискер патруль машинин панелӗ ҫине 500 тенкӗ хунӑ. Анчах ҫакӑ мӗнпе вӗҫленессине арҫын чухламан пуль - ку суда илсе ҫитернӗ. 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн сӗтев панӑшӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() visasam.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗнчи чи лайӑх урам шӑлакансене чысланӑ. Вӗсене укҫан хавхалантарнӑ. Чи лайӑххин ятне тивӗҫессишӗн 17 ҫын тупӑшнӑ. 59 ҫулти Маргарита Харитонова ирхи 5 сехетре Богданкӑра урам шӑлма тухать. Вӑл ку ӗҫре 11 ҫул вӑй хурать. Урам шӑлакансен уйрӑмах хӗлле ӗҫ нумай. Юр нумай ҫунӑ чухне техника пулӑшма ҫитет. Анчах Маргарита Харитонова вӗсене кӗтсе тӑмасть – алла кӗреҫе тытать те ӗҫлеме пуҫлать. Конкурс комиссийӗ те унӑн ӗҫченлӗхне курнӑ. Маргарита Ленин районӗнчи чи лайӑх дворник ята тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма 15 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Василий Катков. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Дементьев урамӗнче тӑрӑшать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Петр Филимонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Евгений Селиванов. Cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнисене ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла вара республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн канашҫисем пулнӑ Александр Владимиров («Агарикус»акционрсен уҫа обществи), Ярослав Кузнецов («Ренова Оргсинтез» акционерсен хупӑ обществи), Николай Николаев (Федерацин травматологи, ортопедипе эндпротезировани центрӗ), Михаил Петров («Малалла» ял хуҫалӑх эртелӗ), Сергей Колесников («ТехноНИКОЛЬ» корпораци), Лев Кураков (ЧПУн ректорӗ пулнӑскер), Владимир Иванов (Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ), Роман Караулов («Холдинг КиПиАй» предприяти), Владимир Крупнов, Евгений Селиванов (Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗ) текех канашҫӑсем мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак самантра Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗринче ҫарамасланса ташланӑ Лиана Гавриловӑна «Россия 1» телеканалпа пыракан «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра кӑтартаҫҫӗ. Пӑтӑрмах, аса илтерер, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Кӑларӑма 18-ти хӗре чӗннӗ. Вӑл хӑйне такам тем ярса панӑ, ҫавӑнпа хӑйне ҫапла тытнӑ тесе ӗнентерме хӑтланчӗ. Мӗн пулса иртнине астумастӑп тесе каларӗ пике. Куҫҫульне тӑтӑш шӑлчӗ вӑл. Кӑларӑма хӗрӗн тӑванӗ («брат» терӗҫ. Те пиччӗшӗ, те шӑллӗ) те пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчен хӗрӗн амӑшӗ Ирина та килсе ҫитнӗ. Ун пек лару-тӑрӑва такам те лекме пултарать тесе шухӑшлать амӑшӗ. Тележурналистсем Гавриловсен килӗнче те пулнӑ. Амӑшӗ те хӗрӗшӗн кулянать. Айванланнӑ, тем ярса панӑ пуль тесе каларӗ вӑл. |
Политика
![]() yandex.kz сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи йышӑнусемпе Олег Николаева пулӑшма Иван Даренкова, Татьяна Михайловӑна, Иван Филиппова, Георгий Какабадзене ҫирӗплетнӗччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр йышӑну тунӑ. Пулӑшуҫӑн тивӗҫне пурнӑҫлама ку хутӗнче Марина Кудрявцевӑна шаннӑ. Кун пирки 26-мӗш номерлӗ йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра паян пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() sportgymrus.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри гимнаста тата унӑн тренерне пӗлтӗрхи ҫитӗнӳшӗн кӑҫал преми пама йышӑннӑ. Сӑмах Владислав Поляшов спорт гимнасчӗпе Анатолий Васильев тренер пирки пырать. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче Германири Котбус хулинче Спорт гимнастики енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче Владислав ҫӗнтернӗччӗ. Уншӑн ӑна республика хыснинчен 75 пин тенкӗ преми парӗҫ, Анатолий Васильева — 37500 тенкӗ. Йышӑнӑва паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Моторин алӑ пуснӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Владислав Поляшова Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулӑва чӗннӗччӗ. Раҫҫейри арҫынсен команди (йышра ентешӗмӗр те пулнӑччӗ) пӗлтӗрхи кӗркунне тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ май Михаил Игнатьев В. Поляшова саламланӑччӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа спортсменсем патне ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин телеграмма янӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Йӑлӑма газификацилес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Республикӑри тӳре-шара вырӑна тухса ӗҫ пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви паян ирпе хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Атӑл леш енне газификацилеме пирӗн республикӑна пӗлтӗрхи юп уйӑхӗнче РФ Стройминӗ ирӗк панӑ. Укҫа-тенке «Газпром» предприятин инвестици программинче пӑхса хӑварнӑ. Йӑлӑма газ ҫитерес ыйтӑва тахҫанах хускататчӗҫ. Пӗлтӗр вара лав вырӑнтан хускалнӑ. Магистралӗн тӑршшӗ — 52 километр ытла. Ҫав шутра Мари Эл территорийӗпе 21 километр хумалла, Чӑваш Енре — 31 километр ытла. Пурӗ 2472 ҫурта тата 5 котельнӑя «кӑвак ҫулӑм» ҫитӗ. Объект Мари Элти Звенигово районӗнчи Кокшамар ял тӑрӑхӗн, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер тата Ҫӗньял ял тӑрӑхӗсем тата Шупашкар хулинчи Атӑлҫи территори тӑрӑх иртӗ. Проектра пӑхнӑ тӑрӑх, Северный, Пролетарский, Первомайский, Сосновка, Октябрьский поселоксене, «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртне, «Росинка» кану базине, «Кувшинский» кану ҫуртне, «Заволжье» сад юлташлӑхне газ кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енри виҫӗ министра ҫак тивӗҫрен хӑтарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: паянтан тилхепесӗр юлнисем — культура министрӗ Константин Яковлев, ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев, ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев (Правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн пурте вӗсем министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ). Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене паянтан министр ҫумӗ Александр Колесников вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене Николай Косулин (халӗ вӑл министр ҫумӗ) пурнӑҫлӗ. Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне министр ҫумӗ Елена Чернова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак кунсенче Китайран Чӑваш Ене пилӗк ҫын таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ, коронавирус тупса палӑртман. Палӑртмалла: халӗ Китайра ҫак вирус анлӑ сарӑлнӑ, чирлекен нумай, 300 ытла ҫын вилнӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, ОРВИ сиптомӗсемпе виҫӗ ача пульницӑра выртать (иккӗшӗ Китайра каннӑ, теприн ашшӗ-амӑшӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ). Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче Китайра каннӑ икӗ ҫын выртать, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ене тепӗр икӗ ҫын Китайран таврӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗ чиперех, коронавирус ҫуккине палӑртнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пульницӑсенче грипа тата коронавирус инфекцийӗсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() movp.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем эмелпе наркӑмӑшланнӑ тӑватӑ ачана пулӑшнӑ. Пӗр тӗслӗхӗ республикӑн тӗп хулинче пулнӑ. Шупашкарта пӗр ача пӗр пачка эмел ҫисе янӑ. Пӗчӗкскере тухтӑрсем пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача пӳлӗмре никам та ҫук чухне (ашшӗ-амӑшӗ урӑх пӳлӗмре пулнӑ) пӗр пачка мультивитаминсем ӗҫсе янӑ. Аслисем ҫакна курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ачан хырӑмне тасатнӑ та тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскер хӑйне чиперех туять. Астӑвӑр: ача эмел нумай ӗҫсен тӳрех тухтӑрсене чӗнмелле. Вӗсем киличчен шыв нумай ӗҫтермелле, хӑстармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |