Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Вся жизнь в науке» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ ӑслӑлӑхра) курав уҫӑлӗ. Ӑна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Карьерӑн малтанхи тапхӑрӗнче ученӑй чӑваш халӑх тӗррине тӗпченӗ. Унӑн пичетленнӗ малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри — «К вопросу о возникновении чувашской вышивк». Ӑна Вырӑс музейӗн хыпарлавӗсенче пичетленӗ. 1977 ҫулта Алексей Александрович диссертаци хӳтӗлӗсе искусствоведени кандидачӗ пулса тӑнӑ. Паян А.А. Трофимов – 18 кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Чӑваш тӗррине ученӑй Раҫҫейри тӗрлӗ музейра тӗпченӗ. Вӑл чӑвашсен тӗн скульптури пӑлхар скульптурипе ҫыхӑннине тишкернӗ. А.А. Трофимов тӗрлӗ ордена тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Александр Андреев депутат тунӑ сӑн Тӗнчипех коронавирус пирки калаҫаҫҫӗ. Китайра ку чирпе чирлекенсен йышӗ кашни кун ӳссе пырать. Шел те, вилекенсен йышӗ те нумайланать. Коронавируспа чирлисем хӑш-пӗр ҫӗршывра та пур. Раҫҫейре 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Чир сарӑлнӑ май мерӑсем пирки те самай калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Енре коронавируспа кӗрешме (профилактика тӗлӗшпе тата вӑл кунта ҫитсен) укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн резерв фондӗнчен ку тӗлӗшпе 50 миллион тенке яхӑн тӑкаклама пултарӗҫ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Чӑваш Ене Китайран 9 ҫын килнӗ, вӗсене Кӳкеҫри пульницӑна карантина вырнаҫтарнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсен чир паллисене тупса палӑртман. Карантин вӑхӑтӗнчи тӑкаксене «Сычуань-Чӑваш Ен» компани саплаштарма хатӗр. Ютран килнӗскерсем ӑшӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫитереҫҫӗ, тухтӑр кунне икӗ хутчен тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8811.b1tJZN-PFd7bwImHO4M3dZjytLURaFsckkqtvzfhiVAdx0-hpQVcnnwu19BNYU_rh7zOkua2ciYSusTj3Z2CBJZS8PHsfEiwhaYb4qYsN6U.31cab96d0ec0e47d075085f8b9ce28394b78cb3f&uuid= «Маска режимне йӗркелени пирки пӗлтернине хальлӗхе ниҫта та курман. Анчах урамсенче тата аптекӑсенче ҫавӑн пек тейӗн», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫӗркаҫ. Журналист асӑрханӑ тӑрӑх, маскӑпа ҫамрӑксем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. «Паян хулара шкул ачисене, уйрӑмах студентсене, маскӑллисене тата маска пек япалапа хупланнисене пӗрре урлӑ куртӑм. Пенсионерсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Автобусра манпа юнашар аслӑ ҫулсенчи, аллине сумкӑсем тытнӑ интеллигент лекрӗ. Пӑшӑрханса такам патне шӑнкӑравласа маска туяннине пӗлтерчӗ», — ҫырса кӑтартнӑ Маргарита Красотина. Вӑл кӗнӗ икӗ аптекӑра та хӗрарӑмсем виҫшер пачка маска туяннӑ иккен. «Калӑн, ҫӑлӑнӑҫ», — пӗтӗмлетнӗ пурне те куракан-сӑнакан журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() delokaprint.ru сайтри сӑн Кӗҫех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвӑпӑр. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫак уявра ытларах канатпӑр. Кӑҫал та ҫаплах. Кӑҫал нарӑсӑн 23-мӗшӗ вырсарникуна лекет. Анчах ку сахал канассине пӗлтермест. Эрнере пилӗк кун тӑрӑшакансем уявра виҫӗ кун канӗҫ: нарӑсӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 24-мӗшӗччен (шӑматкун, вырсарникун, тунтикун). Кӗҫех пире каллех канмалли кунсем кӗтӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ӗҫлекенсене виҫӗ кун кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ. Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат редакцийӗ йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 кандидатран чи нумай сасӑ пухса «Ҫулталӑк ҫынни — 2019» хисеплӗ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокӗн заведующийӗ Халимулла Хамматов тивӗҫнӗ. Хыпара район администрацийӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Хаҫат редакцийӗ ҫӗнтерӳҫӗне чун-чӗререн саламланине, пурнӑҫра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннине пӗлтернӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятире чыслӗҫ. Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандитата, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн сасӑланӑ ҫынсене те тав тунине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. «Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Анатолий Яруткин тата Олег Николаев Пирӗн республикӑра Аслӑ экономика канашӗ йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Аталану» президент программипе вӗренсе тухакансен ассоциацийӗн пирӗн республикинчи ертӳҫипе Анатолий Яруткинпа тӗл пулсан каланӑ. Ҫав канаш влаҫ представителӗсене, бизнеса тата общество организацийӗсене пӗрлештерӗ. Ҫакӑ регионӑн экономикине аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. «Пирӗн тӗллев — предприниматель пуҫарулӑхне хастарлатасси. Экономика аталанӑвӗн министерстви умне вак тата вӑтам предпринимательлӗхе, пулӑшу институчӗсен ӗҫне-хӗлне тӗплӗн инвентаризацилеме тата ҫӗнӗ проектсене шырама тӗллев лартӑпӑр. Конкурентлӑ продукци туса кӑларассине кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлакан тата конкурентлӑ продукцие туса кӑлармалли ҫӗнӗ малашлӑхлӑ проектсене шырама, пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх тӳлекен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме сӗнӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ. «Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Элара» АУна Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Предприяти ӑна промышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн, промышленноҫ тытӑмӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн предприятире тӑрӑшакан Александр Углов тата «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ. Кӑҫал савут 50 ҫул тултарать. Ӑна 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче предприяти ӗҫченӗсем валли Филипп Киркоров концерт лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |