Раҫҫейре
![]() https://www.les-clips.com сӑнӳкерчӗкӗ Журналиста тапӑннӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах Ханты-Манси автономи округӗнче пулса иртнӗ. Унти бизнес-центрта Нижневартовскри «Мегаполис» каналӑн телеоператорӗ туризм фирмин вывескине ӳкерес тенӗ. Ҫавна асӑрхасан офисран турфирмӑн пуҫлӑхӗ чупса тухнӑ. Илья ятлӑ оператор тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, хайхискер камерӑна туртса илме пуҫланӑ. «Пӑвас патнех ҫитрӗ», — тенӗ ҫамрӑк ҫын мӑйӗнчи хӗрлӗ вырӑнсене кӑтартса. Усламҫӑ камерӑри флешкӑна туртса кӑларнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫийӗнчех полицейскисене чӗнсе илнӗ. Турфирмӑн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна журналиста ӗҫлеме кансӗрленӗшӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Ӑнланмалла мар ӗҫ-пуҫ ҫинчен кӗпӗрнаттӑра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() investgo24.com Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 50 усламҫа бизнес-план тума пулӑшӗҫ. Куншӑн вара пӗр пус та тӳлемелле мар пулӗ. Ку пулӑшӑва мӗнле тивӗҫмелле-ха? Чи малтанах ИП тумалла е юридици сапачӗ пек регистрациленмелле. Кайран электронлӑ почтӑпа заявка памалла. Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планлани майсене хак пама, пулас тупӑша шутлама, йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри полицие 49 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ-мӗн. Палламан ҫын каланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫак ҫыннӑн кредит карточкинчен 160 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланаҫҫӗ. Укҫана ҫухатасран банкомата кайса илмелле-мӗн, «управ ячейкине» хумалла имӗш. Ҫӗрпӳ арҫынни ӑна ӗненсе ҫапла тунӑ та, лешӗ каланӑ телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ. Кайран ҫав ҫын тата 55 пин куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, унтан – 10 пин тенкӗ. Ҫапла майпа арҫын ултавҫа 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсенчен 205 пинӗ – кредит. Арҫынна тепӗр кун карточка патне банка пыма хушнӑ. Унта ҫитсен ҫеҫ вӑл ултавҫа аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти Пимен Петров 81-мӗш ҫул йӗлтӗрпе ярӑнать. Унӑн йӗлтӗрӗ ахальли мар – совет-финн вӑрҫинче пулса курнӑскер. Унӑн тӑванӗ ҫав вӑрҫӑра пулнӑ. Амансен яла таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнчен амансан ӑна йӗлтӗрпе илсе тухнӑ. Шӑпах ҫав йӗлтӗре вӑл Пимена парнеленӗ. Тӑванӗ унпа ярӑнма пӗлмен, Пимена мӗн пӗчӗкрен вӗренме хушнӑ. Шел те, Пименӑн тӑванӗ вӑрҫӑра вилнӗ, арҫын ача вара унӑн парнине куҫ пек упранӑ. Ӑна ҫӗннипе улӑштарма шухӑшламан та. Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» виҫӗ ҫул хутшӑннӑ, ҫӑпата сырса йӗлтӗр тӑхӑннӑ. Кӑҫал вӑл ҫак йӗлтӗрпе сывпуллашӗ. Социаллӑ центр ҫӑпатапа йӗлтӗре музее пама ыйтнӑ. Ку ытти ватӑ ҫынна спортпа туслашма хавхалантарӗ. Ҫитес ҫул Пимен Петров ҫӗннине туянӗ. Ҫӗнӗ йӗлтӗр туянсан Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» сахалтан та тепӗр 5 ҫул хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне халӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Малашне вӑл партин председателӗ пулмӗ, ку тивӗҫе урӑх ҫынна парӗҫ. Ҫакна парти ирттернӗ конференцире йышӑннӑ. Малашне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партин Чӑваш Енри уйрӑмне Олег Моляков ертсе пырӗ. Вӑл - регионти уйрӑмӑн Канаш Бюровӗн секретарӗ. Нумаях пулмасть Олег Николаев вырӑнне РФ Патшалӑх Думинче депутат пуканне йышӑннӑ. Олег Николаев хӑй партирен каймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ. Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ. Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ. Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ сервисра чӑваш чӗлхин куҫаруҫи ӗҫлесе кайрӗ. Ҫакӑнта Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗн Николай Плотниковӑн тӳпи пысӑк. Куҫаруҫӑна сервиса кӗртесси Чӑваш чӗлхин ик чӗлхеллӗ корпусне йӗркеленинчен пуҫланнӑ. Николай Плотников тата ӑна пулӑшакан энтузиастсем ҫине тӑни харама кайман. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртнине пысӑка хурса хакланӑ. Тав сӑмахне вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. Тав сӑмахне вуланисенчен пӗри, Л. Пэленич, «Чӗлхемӗр куҫҫулӗ ахалех юхмарӗ курӑнать», — тесе ҫырнӑ. «Н. Плотников алтӑрӗ-ҫӑлтӑрӗ ку веҫех!», — палӑртнӑ вӑл. Оля Антонова чӑваш чӗлхине тӑлмача кӗртесшӗн тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ темиҫе ҫынна тав тумалла тата пулӑшмалла тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн эмбрион центрӗнче эмбрионсене куҫарса лартнӑ хыҫҫӑн виҫӗ пӑру тата пӗр вӑкӑр ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсем пурте сывӑ. Эмбрион центрӗ 2019 ҫулхи ҫулла ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ технологисем пулӑшнипе тухӑҫа ӳстерме пулать. Ҫапла майпа пӗр ӗнерен ҫулталӑкра пӗр пӑру кӑна мар, 3-5 пӑру илме пулать. Палӑртмалла: Раҫҫейре эмбрионсене куҫарса лартакан 10 центр ҫеҫ ӗҫлет. Пӗри – Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче. Лабораторие кивӗ ферма вырӑнӗнче темиҫе уйӑхра ҫӗклесе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() youtube.com сайтри сӑн Прокуратура шкулсемпе ача пахчисене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑрать. Яланах тенӗ пекех ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртать. ЧР прокуратури хальхинче Красноармейски районӗнчи ача пахчисене тӗрӗсленӗ. Пӗр ача пахчинче пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермен рис тата хура тул кӗрпи тупнӑ. Пӗтӗмпе – 50 килограмм. Тӗрӗслев хыҫҫӑн кӗрпесене тӗрӗс мар упранӑшӑн, туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн должноҫри сӑпат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна чи пӗчӗк ӗҫ укҫинчен 10-20 хут ытларах штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ «Чӑваш пичечӗ» акционерсен уҫӑ обществи тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Суд пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: организаци – панкрут. Ҫавна май ултӑ уйӑхлӑха конкурс производстви уҫнӑ. Арбитраж судне Федераци налук службин Чӑваш Енри управленийӗ Арбитраж судне 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тавӑҫ тӑратнӑ, «Чӑваш пичетне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Тавӑҫ требованийӗсен сумми 2 168 296,43 тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ Арбитраж сучӗ конкурс управляющине палӑртнӑ, унчченхи ертӳҫе ӗҫрен сирнӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Арбитраж сучӗ «Ҫырӑнтару Чӑваш пичечӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна панкрут тесе йышӑннӑ, кредиторсен умӗнче 2 миллион ытла тенкӗ парӑм пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |