Республикӑра
![]() spb.aif.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун – мунча кунӗ, вӗсем те рехетленме шутланӑ. Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ – кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав. Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 1tulatv.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2020 ҫулта Чӑваш Енри шкулсенчи пӗрремӗш класссене 17 пин ытла ача кайӗ, ҫав шутран 7700-шӗ — Шупашкарта. Пӗрремӗш класа каймаллисен заявленийӗсене мӗнпур муниципалитетра йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов каласа кӑтартнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн заявленине е тӗнче тетелӗ урлӑ, е шкулсенчи операторсем урлӑ йышӑнаҫҫӗ. Заявление кирек епле ҫырсан та пӗр черетех пулӗ. Хальхи вӑхӑтра заявленисене территорие кура йышӑнаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн заявленисене вӑл е ку пушӑ вырӑн пуррине кура илӗҫ. Шупашкарти шкулсене вӗренме кӗрекенсен йышӗ яланхиллех пысӑк. Ҫакӑ хӑшӗсем суя прописка тунипе те ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ун пек схемӑсене асӑрхаса пӗтерессипе яваплисен ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Канмалли кунсенче Италири Азиаго ятлӑ вырӑнта хӗллехи триатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри спортсменсем те хутшӑннӑ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Светлана Соколова 23 ҫул тултарман хӗрсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Евгений Евграфов вара ҫак ӳсӗмри арҫынсен хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Данила Егоров юниорсемпе тупӑшнӑ, вӑл вара виҫҫӗмӗш пулнӑ. Палӑртмалла: Евгений Евграфов пӗлтӗр кросс-дуатлон енӗпе иртнӗ Европа первенствинче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл – триатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru Патшалӑх айӑплавҫи вице-премьер пулнӑ Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 6,5 ҫуллӑха яма ыйтать. Кунсӑр пуҫне ӑна патшалӑх тата муниципалитет службин должноҫӗсене 3 ҫул йышӑнма чарасшӑн. Ку кӑна мар, патшалӑх айӑплавҫи Аврелькина класс чинӗнчен (вӑл 2-мӗш класри патшалӑх канашҫи) хӑтарма, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсемпе орденсене туртса илме ыйтать. Айӑплавҫӑсен версийӗ тӑрӑх, Владимир Аврелькин икӗ коммерци организацине оборудовани туяннӑ такакӑн пӗр пайне саплаштарма саккуна пӑсса субсиди панӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫак коммерци организацийӗсене ытти фирма умӗнче «мала хунӑ». Тӑкак 23,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче В.Аврелькин ӑна саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче усламҫӑсемпе район ертӳҫисен ӑнланманлӑхӗ пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паян ҫырса кӑтартнӑ. Муркашри «Никита» автостанцие йӗркеллӗ ӗҫлеме вырӑнти тӳре-шара ура хурать имӗш. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева пӑхӑнакансем «Никита» ӗҫӗнче вӗҫӗмех кӑлтӑк шыраҫҫӗ-мӗн. Судра та енсем пӗрре кӑна мар тавлашнӑ, анчах тӳре-шара выляса янӑ иккен. Муркашри автостанцин хуҫисем, Никитинсем, районтисем хӑйсене тапӑнма хӑтланнине политикӑпа сӑлтавлаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2016 ҫулта, вӗсем автостанци ҫурчӗ ҫине Олег Николаевӑн политика рекламине вырнаҫтарнӑ. Ун чухне Олег Николаев (халӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ) РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидата тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата икӗ министр пукансӑр юлнӑ. Хушусене республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутсене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. 30-мӗш номерлӗ хушупа Алексей Грищенкона, 31-мӗш номерлипе Наталья Тимофеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Аса илтерер: Алексей Грищенко республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ, Наталья Тимофеева – юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама паянах Александр Героева шаннӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республика Правительствин тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗччӗ. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет туса хунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() dixinews.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен мӗнле предметсемпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытассине палӑртаҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсен 14 предметран суйламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6060 заявлени панӑ. Кӑҫал 5887 ҫын вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗ, база шайӗнчи математикӑна – 2079 ҫын, профиль шайӗнчи математикӑна 3728 ҫын суйланӑ. Ытларах обществознани (3136), физика (1849), биологи (1289) предмечӗсене суйласа илнӗ. Историпе – 968, химипе – 1007, информатика тата ИКТ-па – 981, акӑлчан чӗлхи – 771, литературӑпа – 370, географипе 305 ҫын ППЭ тытӗ. Хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене 3-шер ҫын суйланӑ, китай чӗлхипе вара 4 ҫын пӗлӗвне тӗрӗслесшӗн. Испан чӗлхине 1 ҫын ҫеҫ суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ. Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(Г.Н. Архипова асӑнса)\
Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм Хура лаша валли, ай, пӗветсе. Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм Аякри тӑванӑм илттӗр тесе. Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил, Аякри тӑванна, ай, аса ил. Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене. Чунӗ ун хӑҫан тухнӑччӗ-ха тесе интернета пӑхрӑм. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иккен. «Ҫынпа ҫын хутшӑнса пӗр-пӗрне шанса калаҫнинчен пахи урӑх ҫук» (Хыпар, 2002, ҫертме, 6, 2 с.). «Чӗлхе ыйтавӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулӗ» ятпа пичетленнӗ интервьюри ҫак сӑмахсем палӑртаҫҫӗ пек Геннадий Николаевич уҫӑ кӑмӑллӑхне, культурине… «Бонопартист» тесе тиркетчӗҫ ӑна хӑшӗ-пӗри. (Ман архивра Ф.И. Мадуров калани упранать: «Геннадий Архипов хӑйне титулированнӑй король пек тытать».). Г.Н. Архипов хӑйне патша пек тытнин вӑрттӑнне «тӳрӗ тӑракан пуш пучахпа» ӑнлантарма ҫук. |
Политика
![]() sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ. Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |