Культура
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Чӑваш наци музейӗнче ҫулсерен иртекен «Музее парнеле» акци пуҫланнӑ. Ӑна шӑпах музейӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Ку йӑла 1998 ҫултанпах пырать. Музейра совет тапхӑрӗнче туса кӑларнӑ япаласене уйрӑмах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ: интерьер япалисем, чашӑк-тирӗк, тумтир, документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем… Ҫак акцие пермай хутшӑнакан ҫынсем пур. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Енри, Раҫҫейре паллӑ ҫынсем, политиксем, ӑсчахсем, артистсем, спортсменсем, ӳнерҫӗсем, ветерансем. Раритет парнелекен ҫынсен ячӗсене музей историне ҫырса хӑвараҫҫӗ. Япаласене ӗҫлемелли кунсенче 10-17 сехетсенче 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паллӑ тюрколог, СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн пайташ-корреспонденчӗ, тӗнче шайӗнче пӗлекен ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Вӑл купса ҫемйинче, Етӗрнере, ҫуралнӑ. 1933 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл 40 пин сӑмахран тӑракан 17 томлӑ чӑваш словарьне хатӗрлесе хӑварнӑ. Хӑй пурӑннӑ чухне 5 томне ҫеҫ пичетлесе ӗлкӗрнӗ пулин те унӑн эткерлӗхне упракансем 17 тома кун ҫути кӑтартнӑ-кӑтартнах. Николай Ашмаринӑн Етӗрнери ҫурчӗ халь-халь тӳнсе каясла ларать. Ҫакна 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин территори аталанӑвӗн агентствин сайтӗнче унӑн ертӳҫи Этнер Эгоров пӗлтернӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл сӑнӳкерчӗксем йышлӑ вырнаҫтарнӑ. Унтанпа Сӑрта (Етӗрне патӗнче шӑпах ҫак юханшыв) сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Анчах паян та ҫурт унчченхиллех тайлӑк ларать-мӗн. Кун пирки Фейсбукра ӗнер Олег Григорьев хыпарланӑ. «Етӗрнери Ашмарин ҫурчӗ япӑхса ларать. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ тӗлне нимӗн те улшӑнман», — тесе ҫырнӑ Олег Григорьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫине — Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ӗҫрен кӑларнӑ. 10-мӗш номерлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Васильевич хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ. Чӑваш Ен Правительствине паян отставкӑна янине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышне туса ирттернӗ ӗҫсемшӗн тав тунӑ. «Ҫӗнӗ йышӑну тӑвиччен сире пурсӑра та тивӗҫӗре пурнӑҫлама ыйтнӑ пулӑттӑм. Сирӗнтен чылайӑшӗнпе малашне те ӗҫлӗпӗр», — тенӗччӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ паян ирхи тӗлпулура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ. Ҫапла йышӑнӑва вӑл ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян ирпе вырнаҫтарнӑ. Тӳрех палӑртар: йышӑнусенче каланӑ тӑрӑх, пулӑшуҫӑсем Олег Николаев Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулӑшуҫӑ тивӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Контракта вӗсемпе шӑпах ҫав вӑхӑтлӑх алӑ пуснӑ. Олег Николаева пулӑшакансем ҫаксем: Иван Даренков, Татьяна Михайлова, Иван Филиппов, Георгий Какабадзе. Иван Филиппов, сӑмах май, пӗр эрне ытларах Михаил Игнатьев Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулса ӗлкӗрчӗ. Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() amur.info сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 2 миллион тенке яхӑн пухнӑ та… ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пӗлтернӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан номертен «Банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хайхискер унӑн карточки мӗнле хисепсемпе вӗҫленнине те пӗлнӗ. Палламан ҫын карточкӑран такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ. Арҫын хайхискере ӗненнӗ, укҫине, 2 миллион тенке яхӑн, куҫарнӑ. Анчах ҫав ҫын нимӗнле банк ӗҫченӗ те пулман, ултавҫӑ кӑна! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 1-smol.ru сайтри сӑн Йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» кӑҫал та иртӗ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫитес шӑматкун, пулмаллаччӗ. Анчах спорт акцине каярах куҫарма шутланӑ. Ҫакна РФ Спорт министерстви тума сӗннӗ, региона ҫыру ярса панӑ. Ҫакна ведомство юр сахал пулнипе ҫыхӑнтарнӑ. «Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ мероприятие Чӑваш Енри пур районта та урӑх куна куҫарӗҫ. Кӳршӗ регионта, Чулхула облаҫӗнче, спорт акцийӗ нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Дарья Андреевӑна ҫур уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, ҫавӑнтанпа ун пирки никам та нимӗн те пӗлмест. Дарья килтен тухса кайнӑ чухне ҫутӑ куртка, хура калпак, хура шӑлавар тата шурӑ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ. Хӗр 158 сантиметр ҫӳллӗш вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура. Пикене полици те, «Лиза Алерт» отряд нимеҫисем те шыраҫҫӗ, тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Дарья Андреева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑн пирки хыпарланинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышне туса ирттернӗ ӗҫсемшӗн тав тунӑ. Правительствӑна отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен унчченхи йышпах ӗҫлӗҫ. Ҫак шухӑша Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура та палӑртнӑ. «Ҫӗнӗ йышӑну тӑвиччен сире пурсӑра та тивӗҫӗре пурнӑҫлама ыйтнӑ пулӑттӑм. Сирӗнтен чылайӑшӗнпе малашне те ӗҫлӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ. Паллаштару хыҫҫӑн журналистсем Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫинчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗнчен Анатолий Аксаковран кӗске интервью илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаевпа Анатолий Аксаков — пӗр партири ҫынсем. «Эсир, партири аслӑ юлташ евӗр, Николаевпа Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне сӳтсе явман-и?» — ыйтнӑ, тӗслӗхрен, МИХсем. «Калаҫатпӑр, канашлатпӑр, палӑртса хунисем, паллах, пур. Команда пуҫтарӑнать, команда, пӗтӗмӗшле илсен, хатӗр. Эпир яваплӑха хамӑр ҫине илме хатӗр тесе яланах каланӑ», — хуравланӑ Аксаков. «Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышӗнчен ҫӗнӗ правительствӑна кам та пулсан кӗрӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ журналистсем. «Унта профессиналсем пур, вӗсене аталанма май парсан ҫӗнӗ условисенче усӑ кӳме пултараҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Эп шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынсем шӑпах ӗҫлеме пултарӗҫ», — пытарман Анатолий Аксаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Тӑлӑх Тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи («Контактра» )«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» пабликра пӗлтернӗ. Мультфильмӑн виҫӗ верси иккен: титрсӑр, чӑвашла титрсемпе, вырӑсла титрсемпе. Куҫараканнисем – Александр Степанов («Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗн ертӳҫи), Елена Кудрявцева, Эрбина Портнова. Редакторӗ – Юрий Виноградов. Вулаканӗсем – Иван Иванов, Валентина Иванова (иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеҫҫӗ), Александр Степанов. Техника енчен Василий Харитонов пулӑшнӑ. «Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» паблика «Хавал» ушкӑн уҫнӑ. «Тӑлӑх тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарни ҫинчен унта паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |