Вӗренӳ
![]() twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енре шкул ҫулне ҫитменнисем валли 9 учреждени уҫма палӑртнӑ. Вӗсенче пӗчӗккисем валли 1840 вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта икӗ шкул тата Куславкка районӗнчи Куснарта шкулсем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче каланӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ. Ларура Элӗкре ишмелли бассейн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем 6 тата тӗрлӗ социаллӑ культура объекчӗсем тума палӑртнине асӑнса хӑварнӑ. Кӳкеҫре шкул тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта — икӗ шкул. Район центрӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем нумай хута янипе те унта ача йышӗ самай ӳснӗ. Шкулта икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Вырӑнти ертӳҫӗсем вӗренӳ учрежденине ӑҫта тумаллине хальлӗхе палӑртман-мӗн-ха. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ку ыйтӑва уйрӑммӑн тишкерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() humoraf.ru сайтри сӑн Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртесси пирки эпир сайтра хыпарланӑччӗ. Уяв ҫитмен-ха, ҫапах влаҫрисем ҫитес ҫул праҫнике хӑш муниципалитетра ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ. Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласемпе ял-саласем заявкӑсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултарӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитета уяв тӗлне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш автономине йӗркеленнӗренпе 100 ҫитет, уява ҫакӑнпа та ҫыхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zen.yandex.ru сайтри сӑн Брокер фирмине укҫа хывса пуяс текенсем шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ тӗслӗх юлашки вӑхӑтра пайтах. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын та ҫапла тума шутланӑ, анчах нимсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа хывсан хушӑнса пырӗ. Хайхи арҫын 500 пин тенкӗ хурассине пӗлтернӗ. Укҫи хӑйӗн пулман, банкран кайса кивҫен илнӗ. Хайхискер брокер счечӗ ҫине хунӑ. Тепӗртакран ҫав укҫан шӑрши-марши те юлман – йӑлтах вӑрланӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти 10-мш вӑтам шкулӑн 11-мӗш класӗнче вӗренекен Вадим Анисимов Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн портречӗллӗ пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке ҫӗршыв ертӳҫи алӑ пусса панӑ. Шкул ачи 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Путина тата тӑван ҫӗршыва питӗ хисеплесе хакланине палӑртнӑ. Президентӑн автографӗллӗ портрета илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп федераци инспекторӗ Геннадий Федоров шкул ачине Владимир Путин портретне тыттарнӑ. Тӗп инспекторӑн аппаратне Вадима амӑшӗпе чӗннӗ. Вадим амӑшӗ Путин портрертне курӑнмалла вырӑна ҫакма шантарнӑ. Вадим Анисимов патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе аслӑ пӗлӳ илме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтӗрхи IV кварталти пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 3,3% (е 309 тенкӗ) чакса 8976 тенкӗпе танлашмалла. Чӑвашстатӑн цифрисене тӗпе хурсан ҫавнашкал пулса тухма тивӗҫ. Олег Николаев ку шухӑша хурласа калаҫнӑ. «Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – цифрӑсем кӑна мар. Ҫак кӑтартусем хыҫӗнче ҫынсем тӑраҫҫӗ. Инфляци ҫинчен калаҫатпӑр, магазинсенчи хаксем чӑнласах йӳнелмеҫҫӗ», — тӗлӗннине пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Ку ыйтӑва Олег Николаев йӗркеллӗ тишкерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантармашкӑн 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 185,5 миллион тенки федерации хыснинчен килӗ. Ялсене «Ялсенчи территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑна 2019 ҫул вӗҫӗнче йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫуртсем хута ямалла, инфратытӑма аталантармалла, тавралӑха хӑтлӑлатмалла. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе 40 ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Экпозицире вырнаҫтарнӑ йӗрӗх. Википедирен илнӗ сӑн Кӗтернепурта (Екатеринбургра) Шӗкӗр йӗрӗхне тупнӑранпа 130 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫакӑн пирки паллӑ объект упранакан вырӑнта, Свердловск облаҫӗн таврапӗлӳ музейӗнче пӗлтернӗ. Уява палӑртнӑ май музей ӗҫченӗсем «Шӗкӗр пуянлӑхӗ» экспозицинче тӳлевсӗр экскурсисемпе ирттерме шутлаҫҫӗ, сӑмах май унта йӗрӗхсӗр пуҫне ытти археологи япалисем те вырнаҫнӑ. Экскурсисем 2020 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшпе 8-мӗшсенче иртӗҫ. Ҫак паллӑ йӗрӗхе Шӗкӗр торфлӑ шурлӑхӗнче 1890 ҫулта тупнӑ. 2014 ҫулта тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем йӗрӗхӗн ӳсӗмне — вӑл 11 пин ҫулта пулнине — ҫирӗплетсе панӑ. Йӗрӗхе пирӗн эрӑчченхи IX пинҫуллӑхра, мезолит тапхӑрӗнче, лиҫван йывҫҫинчен тунӑ. Ӑна антропоморф кӗлеткине евӗрлесе хатӗрленӗ, вӑл темиҫе пайран тӑрать. Йӗрӗх кӳлепин кашни енне те геометри эрешӗсемпе илемлетнӗ. Эрешленисӗр пуҫне сарлака лаптӑксенче сӑнсем касса кӑларнӑ. Шӗкӗр йӗрӗхӗ чи авалхи йывӑҫ скульптури шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен Элтепеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫе кӳлӗнни нумаях та мар. Апла пулин те вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк пуҫлӑхсемпе тӗрлӗ курнӑҫусем йӗркелеме те ӗлкӗрчӗ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗпе Николай Федоровпа тата Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех Олег Николаев Раҫҫей промышленность министрӗпе Денис Мантуровпа курса калаҫнӑ. Тӗлпулӑва маларах асӑннӑ Анатоий Аксаков тата Чӑваш Республикин Раҫсей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ элчи Петр Чекмарев та хутшӑннӑ. Енсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Шупашкар валли троллейбуссем туянас ыйтӑва та хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yandex.ru сайтри сӑн Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ. Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ. Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтри сӑн Ҫитес кунсенче ҫанталӑк пире мӗнпе савӑнтарӗ-ха? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекун валли, ҫӗрле, термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ. Канмалли кунсенче вара хӗвел тухӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хура тинӗс енчен ӑшӑ сывлӑш килӗ – 1-3 градус таран ӑшӑтӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗ те хӗвеллӗ кунсем пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, унтан тумла юхма пуҫлӗ. Пуш уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |