Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчи сӑнӳкерчӗк Сӑр юханшывӗ патне пыма тунӑ эстакадӑна (Етӗрне хули патӗнче) паян уҫма палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ҫак йӗркесен авторне «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова раштавӑн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Эстакада урлӑ машинӑсене хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ҫӳреттерӗҫ. «Волго-Вятскуправтодор» ӗҫченӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче эстакадӑна хута ярас енӗпе специалистсем калӑпӑшлӑ чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Атӑл-Вятскуправтодорӑн пресс-служби ӗҫ калӑпӑшне метр тата тӑваткал метр ҫине куҫарсах кӑтартнӑ. Машинӑсем валли ҫул-йӗр паллисене вырнаҫтарнӑ, 2,7 километр тӑршшӗ тимӗр карта тытса тухнӑ, 1 километр ытла ҫутӑ пӑралукӗ карнӑ. Аса илтерер: мӗнпур ӗҫе предприяти 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑччӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ хӗллехи «Улах» ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Улаха пухӑннисене чӑвашсен йӑли-йӗркипе (юрри-ташшипе) паллаштарнипе пӗрлех вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ӑсталӑх класӗсенче чӑваш тӗррине тӗрлеме тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Улах каҫӗ ҫак шӑматкун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Улах каҫне хутшӑнас текенсен Иркутск хулинчи Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫурти 310-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ офиса йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иркутск хулинче Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри каччӑ Мускав хӗрне вӗлернӗ тесе шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара РФ Следстви комитечӗн Мускаври Тӗп следстви управленийӗ ҫамрӑка тытса чарнине хыпарланӑ. Ӗнерхи хыпарта хӗр Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗреннине ҫеҫ хыпарланӑччӗ. 20 ҫулти пике Раҫҫейӗн халӑх туслӑхӗн университетӗнче филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хӗр виллине раштавӑн 10-мӗшӗнче Виноградов академик урамӗнчи хваттерте тупнӑ. Ӑна утиялпа чӗркенӗ. Пӑтӑрмах пирки «Телеканал 360» сайтӗнче те паян пӗлтернӗ. Хӗр виллине асӑрхиччен тӑванӗсемпе унӑн ҫыхӑнӑвӗ виҫӗ кун маларах татӑлнӑ. Ҫакна хӗрӗн аслашшӗ (тен, кукашшӗне-тӗр. Вырӑсла хыпарта «Дедушка» тенӗ) тӗпчевҫӗсене пӗлтернӗ. Студенткӑна вӗлернӗ каччӑ унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Хӗрпе вӑл пӗр вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, кайран каллех мирлешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Раштав уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗске метражлӑ кино» акци иртет. Палӑртмалла: кунашкал мероприятие пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Акци республикӑри 90 лапамра иртӗ. Кӗске метражлӑ тата анимаци фильмӗсене хуласенче те, ялсенче те кӑтартӗҫ. Шупашкарта вӗсене 9 лапамра курма май пулӗ. Лапамсенчен пӗри – «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ. Киносене аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, ачасем те курайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ. Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() сайтри сӑн pravdapfo.ru тунӑ сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарӑн экс-мэрне Ирина Клеменьевӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл страхлав компанийӗн укҫине тӑкакланӑ тесе палӑртнӑ. Тӑкак 20 миллион тенкӗпе танлашнӑ тесе шутланӑ. Ирина Клементьевӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Суд приговора кӑштах ҫемҫетнӗ – экс-мэра колонирен кӑштах маларах кӑларӗҫ. Аслӑ суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн колонире 4 ҫул та 7 уйӑх ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян республикӑри сумлӑ предприятисенчен пӗрин сайтне кӗме сӑлтав тупӑнчӗ. Сӑмахӑм — сумлӑ кӑна мар, чӑваш ятне ҫӗршывӗпе сарма пулӑшакан вӑрӑм кун-ҫуллӑ организацисенчен пӗрин пирки. Ку вӑл — «Паха тӗрӗ» хапрӑк. Шупашкар районӗнчи Алькешри пӗчӗк хапрӑкран кун-ҫулне пуҫланӑскер пӗлтӗрхи кӗркунне 95 ҫул тултарнине сумлӑн уявларӗ. Предприяти хальхи саманара та чӑваш тӗррине манӑҫтармарӗ. Ӑна сарас тӗллевпе куравсем те вӗҫӗм ирттерет. Ҫав вӑхӑтрах предприяти сайчӗ кӑмӑла пӑсрӗ. Контенчӗ мар-ха. Питӗ лайӑх йӗркеленӗ ӑна. Анчах хыпарсенче, чӑваш эрешӗсемпе паллаштаракан «Вышивка» ярӑмра та, чӑвашла ятсене ҫырнӑ чух чӑваш саспаллийӗсемпе усӑ курман. «Пӗркенчӗк» тата ытти темиҫе сӑмаха ҫеҫ чӑваш саспаллийӗсемпе ҫавӑрттарса хунӑ. Ыттисем — «хаю», «шатакла», «сусе», «шарса»... Текстсенче «Паха тере» тени те куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑвашла саспаллисемпе мӗншӗн усӑ курмастӑр тесе ҫак йӗркесен авторӗ шӑнкӑравласах каларӗ. Шута илме шантарчӗҫ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти хула ҫум автовокзалӗнче пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Хутаҫра вара – укҫа. Халӗ полицейскисем унӑн хуҫине, арҫынна, шыраҫҫӗ. Хутаҫа автовокзал ӗҫченӗсем асӑрханӑ, кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, видеосӑнав камерине пӑхсан ҫакӑ паллӑ: хутаҫа раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын манса хӑварнӑ. Пакунлисем шӑпах ӑна шыраҫҫӗ. Ҫак ватӑ арҫынна паллакансене 24-38-06 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин специалисчӗсем тӗп хулари «Николаевски» суту-илӳ комлексне тӗрӗсленӗ. Пӗр вырӑнта паллӑ мар тӑрӑхран кӳрсе килнӗ панулми сутнине тупса палӑртнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинче маркировка этикетки пулман – ӑна татса илме пултарнӑ, мӗншӗн тесен йӗрсем курӑннӑ. Кунсӑр пуҫне сутуҫӑ кирлӗ документсене кӑтартайман. Ҫаксене кура панулми партине санкци ҫимӗҫӗсен йышне кӗртнӗ, «Муркаш» полигона илсе тухса тӗп тупнӑ. Пӗтӗмпе – 141 килограмм панулми. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |